Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вилсен (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уншӑн пулсан унпа кӗрешсе вилсен те пурпӗрех пулнӑ пулӗччӗ; анчах халь унӑн ҫак киревсӗр, виле пуҫланӑ чӗрчуна хӑйпе тӑрантарас килмест, ку шухӑш ӑна аяккалла сиресшӗн.

Но ему было неприятно думать, что он попадет в утробу этой мерзкой твари, почти падали. Ему стало противно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑл вӗҫӗмсӗрех асаплантарать, вилсен вара нимӗнле асаплӑх та ҫук.

Только жизнь заставляет страдать. Умереть не больно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Эпӗ вилсен пӗтӗмпех ҫаврӑнса ӳкмелле.

Должно всё перевернуться, если я умер.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр ҫинчен аннӑ юлашки ҫын вилсен — унпа пӗрле Вӑрттӑн Пӗлӳ те ҫухалать.

Когда умер последний пришелец с земли — с ним ушло и Тайное Знание.

Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шӑллӑм вилсен, пӗр виҫ-тӑватӑ кунтан, кукаҫей мана каларӗ:

Через несколько дней после смерти брата дед сказал мне:

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Партин округри комитет секретарӗн вырӑнне йышӑнма Брка 1942 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче, хӑй умӗн ӗҫленӗ секретарь вилсен, килнӗччӗ.

Во всяком случае, в начале сорок второго года, после гибели своего предшественника, он был назначен секретарем Окружного комитета партии.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Эп сире вилсен те ылханап! — кӑшкӑрчӗ Васич тухнӑ чухне.

— Знай, и мертвый я буду ненавидеть вас! — крикнул, уходя, Васич.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Халь ӗнтӗ вилсен те шел мар…

Не страшно теперь и умереть.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ну, мӗн тӑва пӗлӗн-ха эсӗ, аҫу вилсен?

Ну, что ты будешь делать, когда отец умрет?

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Нью-Йоркра, Чикагора, Буффалора, Детройтра, Мильвокра тата Денвертра тухса тӑракан полякла, ҫаплах акӑлчанла та, хаҫатсем — полякла калаҫнине илтме пулакан пур ҫӗрте те — ҫирӗп сывлӑхлӑ, пуян та телейлӗ пулас тесен, тутлӑ ҫиес те нумай пурӑнас тесен, вилсен те ҫӳлти патшалӑха лекес текен поляксемпе Америкӑри хуласемпе ялсенчи ҫынсене ҫӗр ҫинчи ҫӑтмаха — Боровинӑна кайӑр, тесе пӗлтернӗ.

Незадолго перед тем польские и даже английские газеты, выходившие в Нью-Йорке, Чикаго, Буффало, Детройте, Мильвоки и Денвере словом везде, где можно услышать польскую речь, возвещали urbi et orbi вообще, а польским колонистам в частности, что если кто желает быть здоровым, богатым и счастливым, хорошо есть и долго жить, а после смерти наверное попасть в царствие небесное, то пусть едет в земной рай, то есть в Боровину.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Эпӗ вилсен, саншӑн Вильям тӑрӑшӗ.

Когда я умру, Вильям позаботится о тебе.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Унӑн Липинцӑна каяс килет, ҫӑмӑл чӗкеҫ пек вӗҫсе кайӗччӗ вӑл унта, ҫитсен вара вилсен те юрӗччӗ, — пӗр унта ҫеҫ.

Душа так и рвется, так и полетела бы туда резвой ласточкой, и хоть умереть потом, лишь бы там.

II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Ун чухне вилсен те шел марччӗ.

Тогда не обидно было бы погибнуть.

29 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вилсен те мана ҫав-ҫавах… — макӑрчӗ хӗрача, Павӑлпа Джурдже ҫинелле пӑхса.

Пусть погибну, я не боюсь… — плакала девушка, обращаясь к Павле и Джурдже.

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вилсен мана тум мӗн тума кирлӗ.

Если погибну, зачем тогда и одежда!

27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вук юлашки вӑйне пухрӗ, ун пекки вӑл этемӗн вилсен те пулать.

Вук собрал те последние капли сил, которые остаются в человеческом теле даже после смерти.

23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Дзюба вилсен, Скибан шофер таҫта ҫухалсан, Зубавин майор ҫак чикӗ урлӑ каҫнӑ тӗп диверсант патне пымалли ҫула ҫӗтернӗ.

С гибелью Дзюбы и исчезновением шофера Скибана майор Зубавин потерял нить, прямо ведущую к главному нарушителю.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫитменнине тата питӗ ҫирӗп пултӑрччӗ, хам вилсен ывӑлӑмсем валли юлтӑр.

И такие живучие, шоб они в наследство сынам достались.

15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫынна вилсен леш тӗнчере мӗн пуласси хӑратса тӑнинчен килмест-ши?

Неужели потому, что мы боимся того, что нас ждет после смерти?

20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вилсен аванрах…

Нет, уж лучше погибнуть!..

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех