Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун ҫине шыва кӗмелли станцисем, тӗрлӗ будкӑсем, киосксем туллиех туса тултарнӑ, шыва кӗнӗ чухнехи йӗрке ҫинчен калакан правилӑсем ҫырса ҫапнӑ пысӑк хӑмасем лартса тухнӑ.

Он весь застроен водными станциями, будками, киосками, утыкан щитами, на которых написаны «Правила поведения на воде».

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Алӑк ҫине мӗн ҫырса хунине куратӑн-ҫке.

Ты же видишь, что на двери написано.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пусмӑрти ҫынсем нихҫан та канӑҫлӑх тупаймӗҫ тесе, ҫуккисем нихҫан та ҫӑкӑр илеймӗҫ тесе, этемлӗх икӗ лагере — кашкӑрсемпе путексем ҫине, ҫӑткӑнсемпе ӗҫченсем ҫине пайланса тӑмалла тесе аслӑ турӑсемех ҫырса хӑварнӑ-ши вара?

Возможно ли, чтобы в заветах великих богов было начертано, что угнетенные никогда не будут знать покоя, что неимущие всегда будут лишены хлеба, что земля всегда должна быть разделена на два лагеря — волков и ягнят, пожирающих и пожираемых?

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗн ҫак тапхӑрне Джек Лондон «Мартин Иден» ятлӑ романра ҫырса кӑтартнӑ.

Этот период своей жизни Джек Лондон описывал в романе под названием «Мартин Иден».

Джек Лондон // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 3–4 с.

Халӑх хушшинче темиҫе ҫул пурӑнса тӳснӗ хыҫҫӑн тата ӗҫхалӑхӗн терчӗсемпе ӗмӗчӗсене лайӑх пӗлсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, Джек Лондон хӑй курнине кӗнекере ҫырса кӑтартма шут тытнӑ.

Прожив несколько лет среди народа и хорошо узнав страдания и мечты трудового народа, Джек Лондон решил описать свое видение в книге.

Джек Лондон // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 3–4 с.

Сирӗн тӗлӗшпе — хаҫата телеграфларӑм, «Ҫул ҫинче ҫырса пынисемшӗн» пысӑк сумма илетӗр.

По поводу вас — телеграфировал в газету, — получите огромную сумму за «Путевые наброски».

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пилӗк пин марсиан пӗр карланкӑпа кӑшкӑрать: «Ай-яй!» — тем те пӗр ҫырса тултарнӑ капмар сунчӑкӗсене уҫса хучӗҫ те вилме кайрӗҫ, чарнӑ, авалхи юрра кичем ӳлевпе юрлаҫҫӗ:

Пять тысяч марсиан одною глоткой закричали: — Айяй! — Развернули огромные зонтики с надписями и пошли умирать, запели унылым воем старую, запретную песню:

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Куҫҫульпе йӗпеннӗ карточка ҫинче — ҫар тумӗллӗ Гусев, — пустав шлем, кӑкӑрӗ ҫинче — пиҫиххи, пӗр алли — шашка тыткӑчӗ ҫинче, тепринче — револьвер, хыҫалта вара — сирпӗнекен гранатӑсем; ҫырса алӑ пуснӑ:

Мокрая от слёз карточка изображала Гусева в полной боевой форме, — суконный шлем, ремни на груди, одна рука на рукояти шашки, в другой — револьвер, сзади разрывающиеся гранаты, — подписано:

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫутӑн сарлака кӗлтисем капмар плакатсенчен, унта та кунта ҫырса тухнӑ йӗркесенчен, йӑсӑрланакан нумай тӗслӗ тӗтӗм палкамӗсенчен пыра-пыра «тӑрӑннӑ».

Широкие снопы света упирались в огромные плакаты, в надписи, в клубы курящегося, многоцветного дыма.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Лось марсианран япаласен ячӗсене ыйта-ыйта пӗлет те ҫырса хурать.

Лось спрашивал у марсианина название предметов и записывал их.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хӑвӑрӑн кӗнекӗрте эсир, Арчибальд Скайльс, ҫаплах ҫырса хурӑр: эпӗ гени строитель те мар, конвинстадор та мар, ӗмӗтлевҫӗ те, хӑюллӑ этем те мар; эпӗ — хӑравҫӑ, таркӑн.

Так вы и запишите в вашей книжечке, Арчибальд Скайльс, — я не гениальный строитель, не новый конвинстадор, не смельчак, не мечтатель: — я — трус, беглец.

Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӑл кивӗ конверт туртса кӑларчӗ те Лосьӑн адресне ҫырса хучӗ.

Он достал старый конверт и записал адрес Лося.

Тӗлӗнмелле пӗлтерӳ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Пӗлетӗн-и, ӗҫӗ епле, — ответлерӗ Семенчук: — пире васкавлӑн ӑсатрӗҫ те, хут ҫине ҫырса приказ памарӗҫ.

— Видишь, какое дело, — ответил Семенчук, — отправили нас срочно и писаного приказа не дали.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Вара Селезнев ҫырса паракан пур хутсем ҫине те хӑйӗн аллине резолюци хурса, япаласене тӗрлӗ тӗслӗ майсемпе тупса, хучӗ ҫине «исполнено» тесе ҫырнӑ та, каялла тавӑрса панӑ.

На всех следующих бумажках, выдаваемых Селезневым, он накладывал резолюцию собственноручно и, раздобыв требуемую вещь всякими правдами и неправдами, возвращал бумажку с надписью «исполнено».

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Тепӗр кунне Иманри депоран машин валли кирлӗ пайсене тупма хушса, мӗнле пайсем кирли ҫинчен хӑйӗнчен хут ҫырса пачӗ.

И, дав ему на другой день задачу добыть в Иманском депо необходимые для машины части, написал бумажку от себя, в которой точно указал, какие именно части были нужны.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Селезнев йӗкӗтсене конторӑра вырӑн уйӑрса пачӗ те вӗсене валли паек ҫырса илчӗ.

Селезнев отвел ребятам место в конторе и выписал им паек.

4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Ал пусӑр! — терӗ вӑл, ҫырса тултарнӑ, бланка парса.

— Подпишите! — сказал он, подсовывая исписанный бланк.

3. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

— Эпӗ вӑл комедине питех те илемлӗ сӑвӑсемпе ҫырса хурӑп, — терӗ.

— Я напишу эту комедию роскошными стихами.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Афишӗ ҫинче ҫапла ҫырса хунӑ:

На афише было написано:

Буратино кӗнекине сутать те пуканесен театрне кайма билет илет // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

— «Августина, эсӗ питӗ-питӗ лайӑх хӗрача. Яланах манпа ҫавнашкал лайӑх пул. Пушкин», — тесе хут татки ҫырса пани те эсех.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех