Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, юрӗ, эсӗ каланӑ пек пултӑр, колхозниксен пӗр пайӗ вӑрман хатӗрлеме кайӗ, тейӗпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑрман касатпӑр, ҫуракине хатӗрленетпӗр.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Иртен пуҫласа каҫчен, каҫ кӳлӗм пуҫласа ирччен татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫӑвать; пӗр самантлӑха чарӑнать те ҫавӑнтах тепӗр хут пуҫласа ярать; ҫывӑхри вӑрман хыҫӗнчен ҫӑра пӗлӗтсем йӑтӑнса тухсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сӑпкари пӗчӗк ача пӗр тапкаланмасӑр ыйхӑран вӑраннӑ пек, ирхи вӑрман майӗпен чӗрӗлет.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман ҫывӑхра, вут-шанкине те килтен йӑтмалла мар.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман варринчи ялта кӑнтӑр кунӗнчех ахӑр самана пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял тӑрӑх тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрман хӗрринчи пысӑк кӳлӗ патне анчӗҫ, лашисене тӑлласа ҫерем ҫине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман варринчи Тукай ялне Урасметпа ун ҫыннисем аран шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упа унта — вӑрман тулли.

Куҫарса пулӑш

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑрман варринче пыл хурчӗсем хуҫаланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

Кӗтеснере-ҫке вӑл юратнӑ, Вӑрман пек ларакан яла.

Куҫарса пулӑш

В.Алентее — 100 ҫул // Роберт Иванов. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Вӑрман тарӑннӑн, манӑн ват асатте евӗрех, шухӑша путнӑн сывлать.

Лес дышит глубоко, как и мой старый дед, задумчиво.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Кӑчӑк! туртать ҫурхи вӑрман хӑй ытамне.

Весенний лес так и тянет в свои объятия.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Ялтан тухсанах вӑрман пуҫланать.

За деревней начинается лес.

Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat

Ялтан 1 километрта - эрозие хирӗҫ кӗрешмелли вӑрман тӑрӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Юрий Александров ертсе пынипе хуҫалӑхра 10 ҫул хушшинче 55 гектар ҫинче вӑрман лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑх производствинче — 40 ҫул // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d1%8f%d0% ... %83%d0%bb/

Сунара ҫӳресчӗ, вӑрман касасчӗ, ачисене ӳстересчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем килсе тухнӑ ҫӗрте — Карлӑ леш енче — вӑрман пачах ҫук иккен, тӑршшӗпе ҫеҫен хир тӑсӑлса выртать.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн вара ирӗксӗрех вӑрман хӑртса ҫӗр тума тивет.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Мӗн пур халӑха эсӗ сӗтӗрсе килтӗн пулӗ-ха вӑрман варрине, Пикпав мучи? — кӑмӑлтан ҫемҫелме пӗлмерӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех