Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Регион ҫанталӑкӗ тӗрлӗ енлӗскер, ҫыран хӗрринче вӑл субтропиклӑ тата нӳрлӗ.

Климат региона довольно разнообразен, на побережье он субтропический и влажный.

Квазулу-Натал // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B0%D0%BB

Этникӑлла картинӑна байга, бхади, бхила, гонда, каул, корка, малто, мари, сахари йышши нумай тӗрлӗ йӑхсем йӗркелеҫҫӗ.

Этническая картина представлена множеством племён, которые включают народы байга, бхадия, бхилы, гонды, каул, корку, малто, мария, сахария.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Охотск тинӗсӗнчи тата тухӑҫ Арктикӑн тӗрлӗ пайӗсенчи Гренланди кичӗсен, Лӑпкӑ океанӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнчи сӑрӑ китсен тата ытти нумай районсенчи кӑвак китсен шучӗ халӗ те питӗ пӗчӗк.

Численность гренландских китов Охотского моря и различных частей восточной Арктики, серых китов в северо-западной части Тихого океана и синих китов во многих районах до сих пор крайне низка.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Анчах та пысӑк китсен хӑш-пӗр тӗсӗсен статусӗ вӗсен сайра тӗл пулнине тата тӗрлӗ йывӑрлӑхсене пула, вӑл шутрах ҫын айӑпне пула пӗтни те, питӗ шиклентерет.

Однако статус некоторых популяций крупных китов вызывает большие опасения по причине их редкости и проблем, с которыми им приходится сталкиваться, включая гибель по вине человека.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Канадӑра ҫӗршывӑн тӗрлӗ ҫӗрӗсенче пурӑнакан эскимос ушкӑнӗсем мӗн чухлӗ кит тытассине Пулӑ тата тинӗс ресурсӗсен департаменчӗ йӗркелесе пырать.

В Канаде промысел проводится в небольших объёмах группами эскимосов в разных частях страны и регулируется Департаментом рыболовства и морских ресурсов.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

МКК Гренландин хӗвеланӑҫ тата хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсенче икӗ тӗрлӗ популяци пурӑнакан районсем тесе шутлать, кашнин валли уйрӑм квотӑсем уйӑрать.

МКК считает западное и восточное побережье Гренландии районами обитания двух различных популяций, и выделяет отдельные квоты для каждого.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Тӗрлӗ металл шӑранчӑкӗсенчен хатӗрлеҫҫӗ, унсӑр пуҫне вӗсем самай ҫирӗп.

Изготавливаются из сплавов различных металлов и имеют значительную жесткость.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хоккейри роликлӑ тӑркӑчсен хашакисем ҫий енчен пӑхсан (тепӗр май каласан, роккеринг) кустӑрмасене тӗрлӗ ҫӳллӗшре вырнаҫтарма май параҫҫӗ, ҫапла вара ҫаврӑнӑҫулӑх пысӑкланать.

Часто раммы хоккейных роликовых коньков имеют возможность установить колеса на разной высоте относительно поверхности (т. н. роккеринг), таким образом, достигается повышенная маневренность.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Слалом — конуссемпе паллӑ туса тухнӑ ҫулпа илемлӗ ярӑнни тата тӗрлӗ эрешсем туса ярӑнни.

Слалом — артистичное катание по разметке из конусов и выполнение фигур.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Фрискейт (калаҫ. fsk) — сикнисемпе тӗрлӗ чӑрмавсем урлӑ тухмалли трюксемпе усӑ курса хулара хӑвӑрт экстрамаллӑ ярӑнни.

Фрискейт (разг. fsk) — быстрое экстремальное городское катание с трюками из прыжков и преодоления препятствий.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Вӑл пирӗнтен кашниншӗнех тӗрлӗ кӑмӑл-туйӑмпа, паллӑ пулӑмсемпе тата лайӑх ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе асра юлчӗ.

Год, который каждому принёс разные эмоции, события и результаты.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/12/30/ole ... ovim-godom

Тӗрлӗ ыйтупа килеҫҫӗ пирӗн пата.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Тӗрлӗ лару-тӑрӑва пула вӑл пилӗк тӗрлӗ шкулта вӗреннӗ.

В силу различных обстоятельств учился он в пяти различных школах.

Ульянов Пётр Лаврентьевич // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A3%D0% ... 0%B8%D1%87

Коллективлӑ сборник тӗрлӗ автор хайлавӗсене пӗрлештерсе тӑрать, ҫавӑнпа интереслӗ те вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Чи хастаррисене, ҫӗнӗ объекта хута яма тӑрӑшнисене ҫав кун сцена ҫине чӗнсе кӑларса чысларӗҫ, тӗрлӗ шайри награда тата парне парса хавхалантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Вӗсем тӗрлӗ пылак кучченеҫе тата Шупашкара спектакль кайса курма билетсене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Виктор Петров кулӑш ӑсти яланхи пекех залпа туслӑ тата ӑнӑҫлӑ ӗҫлерӗ, тӗрлӗ шӳт каласа куракансен кӑмӑлне ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Салтаксене тӗрлӗ енлӗ пулӑшас текенсем ыйтупа вӗсем патне тухма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bd%d ... bfa%d1%80/

Пӗчӗклех ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ, йывӑҫран тӗрлӗ япала тума вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Тӗрлӗ ыйтупа килекенсене вӑл кӑмӑллӑ кӗтсе илет, мӗн пултарнӑ таран ҫийӗнчех пулӑшу пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех