Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Арҫын сăмах пирĕн базăра пур.
Арҫын (тĕпĕ: арҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын эрех кӗленчисене ҫӗмӗрни камера ҫине лекнӗ.

То, как мужчина разбивал бутылки, попало на камеру.

Ӳсӗр арҫын лавккара 275 кӗленче эрех ҫӗмӗрнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30466.html

Арҫын 275 кӗленче ҫӗмӗрнӗ.

Мужчина разбил 275 бутылок.

Ӳсӗр арҫын лавккара 275 кӗленче эрех ҫӗмӗрнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30466.html

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 109-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Магнит» лавккара пӗр арҫын ҫӳлӗксем ҫинчи эрехсене урайне вӑркӑнтарнӑ.

5 декабря в магазине «Магнит» города Чебоксар, расположенном на улице Богдана Хмельницкого, 109, мужчина швырнул на пол бутылки водки с полок.

Ӳсӗр арҫын лавккара 275 кӗленче эрех ҫӗмӗрнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/30466.html

«Пӗтӗм Смоланд округӗпе шырасан та кунашкал тепӗр арҫын ача тупаймастӑн, — шухӑшлать Эмиль ашшӗ.

«Второго такого мальчишки не сыщешь во всём Смоланде, — думал папа Эмиля.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Сан ҫулхи пӗр арҫын ачан та хӑйӗн лаши ҫук тесе каламанччӗ-и-ха эсӗ мана?! — терӗ ӑна Готтфрид.

А ещё говорил, что ни у одного мальчика на свете нет своей лошади! — крикнул Готтфрид.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

«Хальлӗхе эсӗ пӗчӗк-ха.Сан ҫулхи пӗр арҫын ачан хӑйӗн лаши ҫук!» — тавӑрать ӑна ашшӗ.

«Ты ещё слишком мал. Ни у одного мальчика твоего возраста нет своей лошади!»

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халӑх пуринчен те ытларах пухӑннӑ Пысӑк урамра арҫын ача Альфреда тӗл пулчӗ.

А на Большой улице, где было больше всего народу, он встретил Альфреда.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Сӑмах патӑн пулсассӑн, лашана ҫак арҫын ачана памах тивет.

— Отдай мальчишке лошадь, ты же обещал!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ачан унта мӗн пулса иртнине пӗлес килчӗ те вӑл уҫӑ алӑкран пуҫне чиксе пӑхрӗ.

Мальчик тут же юркнул в ворота, чтобы поглядеть, что там делается.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ача хула тӑрӑх унталла та кунталла кумрӗ, ҫула май кӑштах ашкӑнкаласа та илчӗ.

Поэтому мальчик упорно кружил по городку, правда не отказывая себе при этом в удовольствии иногда пошалить.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑй ҫав чаплӑ фейерверка курайманшӑн салхулланчӗ арҫын ача, унӑн ашшӗпе амӑшӗ хулара тӗттӗмленичченех тӑрас ҫук ҫав.

И ему стало очень грустно, что он не увидит гигантского фейерверка — ведь родители отправятся домой ещё засветло.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӳме ик енне тӑнӑ арҫын ачасем вӗсене ҫӑвар туллин чӑмлаҫҫӗ.

Мальчики стояли друг против друга по обе стороны забора и уплетали всё это с отменным аппетитом.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ача нумай шухӑшласа тӑмарӗ, сӗтел ҫинчи кисель чашӑкне йӑтрӗ те унта мӗн юлнине Петрель фру пуҫӗ ҫине ӳпӗнтерчӗ.

Недолго думая Эмиль схватил со стола миску и вылил весь оставшийся кисель фру Петрель на голову.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗр чустаран йӑваласа тунӑ икӗ пӗр пек арҫын ача тӗл пулсан вӗсем пӗр-пӗрне тӳрех ӑнланаҫҫӗ те, куҫӗсем ялкӑшса ҫиҫме пуҫлаҫҫӗ.

Когда случайно встречаются двое мальчишек, сделанных, как говорится, из одного теста, у них прямо глаза разгораются.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль ҫав садра йывӑҫ урасем ҫине тӑнӑ арҫын ача утса ҫӳренине курах кайрӗ.

И вот в этом саду между яблонями ходил на высоченных ходулях мальчик.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Ах ҫав арҫын ачана!

— Ну что за мальчишка!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Арҫын ача вара ӑна трех тӗлӗнмелле лайӑх лаша ҫинчен каласа пачӗ.

Мальчик тут же, с места в карьер, рассказал ему о прекрасной каурой кобыле!

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пурне те тӑрӑшса ӑша хывакан арҫын ача ҫак ӗҫе хӑвӑртах хӑнӑхнӑ.

Мальчик оказался таким способным учеником, что быстро превзошёл своего учителя.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Хӑрӑмланса пӗтнӗ кирпӗч стенасем тӑрӑх алли-урисемпе тапаҫланса арҫын ача ҫӳлӗрех те ҫӳлӗрех хӑпарать.

Он лез и лез вверх, упираясь руками и ногами в закопчённые кирпичные стенки.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Куна ӗнтӗ ӑнланма йывӑр мар — ашшӗ арҫын ачана вӗлтрен пӗҫертесрен асӑрханать.

Всякому понятно — папа просто заботился о своём сыночке и не хотел, чтобы тот обжёгся крапивой.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех