Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ те акӑ партизансене куҫран пӑхнипех куратӑп эпӗ: кала кӑна вӗсене ҫак самантра вӑрман урлӑ, хир-хир урлӑ каҫса, ҫитмӗл те ҫичӗ патшалӑх витӗр тухса, никам кӗтмен-туман ҫӗршыва похода тухса каймалла тесе — вӗсем пӗр сӑмахсӑрах ҫула пуҫтарӑнса тухаҫҫӗ, ни шыв-шурсем, ни сӑртсемпе тусем тытса чараяс ҫук вӗсене.

И я по глазам партизан видел: скажи сейчас, что надо итти в поход за тридевять земель, в тридесятое царство, и пойдут, ничто не остановит — никакие реки, никакие горы.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Наградӑсем илнӗ чух кашнин пуҫӗнчех пӗртен-пӗр шухӑш хӗлхемленсе тӑнӑ: ку награда — тӑван аттемӗр Сталин юлташӑн, пире ҫак вӑрӑм ҫула пиллӗх парса кӑларса янӑ юратнӑ ҫулпуҫӑн аслӑ парни; тем тери аякри тӑшман тылӗнче ҫӳресен те вӑл пире яланах курса тӑрать, пирӗн кашни утӑма сӑнаса пырать; вӑл пирӗншӗн тӑрӑшнине, пире ӑслӑн ертсе пынине эпир кашни утӑмрах чӗререн туйса тӑратпӑр.

Когда вручались награды, каждый из нас думал: это его забота, его внимание, нашего отца, пославшего нас в дальний и славный путь; в каком бы глубоком тылу противника мы ни очутились, всюду Сталин увидит нас, будет следить за каждым нашим шагом, всюду мы будем чувствовать его отеческую заботу, его руководство.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Малтанах янӑ ротӑпа вӑрмана пырса вырӑнаҫнӑ партизансем нимӗҫсем Коленца ялне калла чакса каймалли ҫула пӳлсе хучӗҫ.

Две роты, посланные заранее лесом в обход немцев, отрезали им путь отступления на Коленцы.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпир уҫӑ вырӑнта ларакан ҫӑра ялсем хушшипе иртетпӗр, ҫула май кӗперсем, станцисем, тӑшман гарнизонӗсемпе склачӗсене аркатса пыратпӑр.

Мы шли открытыми, густо населёнными местами, взрывая по пути мосты, громя станции, гарнизоны, склады.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫавӑнпа та эпир хамӑр ҫула улӑштарса пыратпӑр.

Мы то и дело меняли направление.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Вӗсем чӑхӑмласа ҫула пӳлсе ан лартчӑр тесе эпир чугун ҫул хӗррине темиҫе партизана чӗн пушӑсем тыттарса тӑратрӑмӑр.

Чтобы предотвратить затор, поставили у въезда на полотно несколько партизан с кнутами.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Батальонсем пурте хресченсен ҫунисемпе ҫула тухрӗҫ.

Все батальоны выехали на крестьянских санях.

Пирӗн рейд малаллах тӑсӑлать // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗҫсем пирӗн ҫула тата тепӗр хут ҫурҫӗр енчен пӳлсе хума пикенсе пӑхрӗҫ.

Немцы ещё раз попытались преградить нам дорогу на север.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫула май Гомель — Калиновичи хушшинчи чугун ҫул кӗперне сирпӗтсе хӑвартӑмӑр, Демиха станцийӗн ҫул-йӗр хуҫалӑхне ишӗлтертӗмӗр, тата темиҫе пин метр тӑршшӗ телефон линине юрӑхсӑра кӑлартӑмӑр.

По пути взорвали мост на железной дороге Гомель — Калинковичи, уничтожили путевое хозяйство станции Демихи и несколько тысяч метров телефонной связи.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кӑнтӑрла эпир вӑрманта канса тӑратпӑр, апат пӗҫеретпӗр, ҫӗрле — вӑрттӑн питӗ хӑвӑрт маршсем туса, вӑтӑр, хӗрӗх, аллӑ километр хушши малалла куҫатпӑр, ҫула май юханшывсем урлӑ каҫмалли кӗперсене, чугун ҫулсем ҫинчи водокачкӑсене, тӑшманӑн склачӗсене пӗтерсе пыратпӑр.

Днём — отдых в лесу, варка пищи, ночью — скрытый марш, стремительный бросок на 30–40–50 километров и по пути — взрывы мостов, железнодорожных водокачек, уничтожение складов противника.

Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пӗлтӗр эпир Украинӑна тухма хамӑра валли ҫул уҫнӑччӗ, анчах та кӑҫал вӑл ҫула нимӗҫсем питӗ ҫирӗп питӗрсе лартрӗҫ.

Ворота на Украину, которые мы пробивали в прошлом году, опять были закрыты, и на этот раз куда крепче.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Чаплӑ ҫӗнтерӳ йыхравҫисем пулса каятпӑр эпир ҫав инҫе ҫула.

Шли как вестники скорого освобождения.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сталин юлташ хӑй пиллӗх пачӗ пире ҫак инҫе те пархатарлӑ ҫула тухмашкӑн.

Как посланцы Сталина.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сталин юлташ приказӗ, унӑн ӑслӑ сӑмахӗсем пирӗн иртнӗ ҫула та, малашнехи ҫул-йӗре те ҫутатса пачӗҫ.

Сталинский приказ, сталинские указания как будто сразу осветили нам и предстоящее и прошедшее.

Инҫе ҫула, чаплӑ ӗҫсем тума // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫавӑн пек картӑсенчен хӑшне те пулин алла илетӗн те Деснана Атӑл хушшинчи ҫула циркульпе виҫме тытӑнатӑн.

Вот возьмёшь такую карту и станешь измерять расстояние от Десны до Волги.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Сумщина картти ҫине ҫӑмха пек чалканса йӗрленсе юлнӑ пирӗн ҫула пӗр тӳрӗ йӗр тӑрӑх тӑсса хурас пулсан, ҫав ҫул темиҫе пин километра тӑсӑлнӑ пулӗччӗ.

Вытяни в одну прямую эту запутавшуюся в клубок на карте Сумщины линию наших боевых маршрутов, и она протянется не на одну тысячу километров.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ хӑвӑрт ҫула тухма пуҫтарӑнтӑм.

Я быстро собралась в путь.

Ку — вӑл пулнӑ // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тен, юлашки ҫула пуль?

Может, в последний путь провожаю?

«Хӗрлӗ ҫарпа пӗрле таврӑнӑп!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эпӗ Олега ҫула тухма пуҫтарма тытӑнтӑм.

Я начала собирать Олега в дорогу.

«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Халӗ, анне, хӑвӑртрах ҫула тухас пулать!

А пока что, мама, в дорогу!

«Ҫулу хӑрушӑ санӑн» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех