Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илет (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюрӑпа Костя кимӗ патне хунарсем илсе пыраҫҫӗ, Ефим Кондратьевич кӗсменӗсене илет те, вӗсем тапранса каяҫҫӗ:

Нюра и Костя несут в лодку фонари, Ефим Кондратьевич берет весла, и они отчаливают.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костьӑран пурттине илет те вӑл, пӗрре-иккӗ кассах, вӑрӑм та хулӑн турпас касса пӑрахать.

Он берет у Кости топор и несколькими ударами снимает длинную, толстую щепу.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя вӗресе тӑракан сӑмалана квачпа пуҫса илет те, леш маляр пек, вӑрӑммӑн сӗрме пуҫлать.

Костя окунает квач в кипящую смолу и начинает, как тот маляр, делать длинные мазки.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Ҫук, шӑллӑм, — Ефим Кондратьевич кулса илет, — пӗр пек юхманнинче пӗтӗм ӗҫ те!

— Нет, брат, — смеется Ефим Кондратьевич, — в том-то и штука, что нет!

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл сиксе илет те хутланса тӗкӗр пек яка шыва ӳкет.

Она подпрыгивает и крючком падает в стеклянную гладь.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унӑн аллисем те, чӗлхи пекех, хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ, чусти вара унӑн пӗчӗкҫӗ чӑмӑрӗсем айӗнче мӗскӗннӗн хӑшӑлтатса та никлетсе илет.

Руки ее мелькают с такой же скоростью, как и язык, и тесто жалобно вздыхает и попискивает под маленькими кулачками.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унтан куккӑшӗ хунарне илет те тухса каять…

Потом берет фонарь и уходит…

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Малти тӗттӗмлӗх татах ҫӑралса, ӳссе пырать, вӗсене хупласах илет.

Темнота впереди сгущается, растет и наплывает на них.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

«Ашхабад», ҫӗр тӗттӗмне хӑратса ярасран шикленнӗ пек, хуллен те кӗскен кӑшкӑрса илет, унӑн урапи малтан ерипен, унтан хӑвӑртрах та хӑвӑртрах ҫаврӑнма пуҫлать, пӑрахут кимӗ ҫумӗнчен иртсе каять, часах унӑн мӗлки тӗттӗмлӗхре ирӗлсе ҫухалать, хӳрери каюта ҫутисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

«Ашхабад» негромко и коротко, словно боясь спугнуть ночь, гудит, колесо медленно поворачивается, потом все быстрее и быстрее, пароход проходит мимо лодки, и скоро контуры его расплываются в темноте, лишь светятся окна кормовой каюты.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл Костьӑна хул айӗнчен тытса борт урлӑ аялалла антарать, лере ӑна куккӑшӗ ҫупӑрласа илет те тайӑлкаласа тӑракан сак ҫине лартать.

Он берет Костю под мышки и опускает через борт вниз, там его подхватывают дядины руки и сажают на качающуюся скамейку.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тӗксӗм ҫутӑра унӑн уссийӗсем ҫурри питне хупланӑ пек, куҫӗсем вырӑнне пысӑк та тӗттӗм шӑтӑксем пек курӑнать пулин те, кимӗри ҫынна Костя палласа илет.

Теперь Костя узнает его, несмотря на то, что в скудном свете кажется, будто усы у него занимают пол-лица, а вместо глаз большие темные впадины.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя хӑйӗн саквояжӗпе авоськине илет те помощник хыҫҫӑн аялти палуба еннелле утать.

Костя забирает свой саквояж, авоську и идет за помощником на нижнюю палубу.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Вӑл кукӑлӗсене ҫисе ярать, пӗр татӑк какай касса илет, анчах унӑн урӑх ҫиесси килмест, вара вӑл йӑлтах каялла авоськӑна хурать.

Он приканчивает пирожки, отрезает кусок мяса, но есть ему больше не хочется, и все укладывается обратно в авоську.

Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Унӑн кустӑрмин виткӗчӗ айӗнчен пӑс персе тухса пристане хупласа илет, татах, татах тухать — пӑрахут хыттӑн хашлатса ҫул ҫине валли вӑй пухать тейӗн.

Из-под колесного кожуха со свистом и шипеньем вырывается пар, окутывает пристань, еще и еще — пароход будто громко отдувается, набираясь в дорогу сил.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя унпа калаҫу пуҫлама пӑхать, анчах лешӗ ун ҫине шыҫӑнса кайнӑ куҫӗсемпе шиклӗн мӑчлаттаркаласа чалӑшшӑн пӑхса илет те чӗнмест.

Костя пробует с ней заговорить, но она, опасливо моргая подпухшими веками, косится на него и молчит.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

— Сахалинтан? — тепӗр хут ыйтать унтан Костя, хӑй хӗрача ҫине тимлӗн те ӗненмесӗр пӑхса илет.

— С Сахалина? — переспрашивает Костя, жадно и недоверчиво оглядывая девочку.

«Ашхабад» // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Авӑ — тутисем кулаҫҫӗ унӑн, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать, вӑл ӑна пӳрни вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет.

Вон улыбается, а по щекам текут слезы, и она вытирает их кончиками пальцев.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

«Калаҫмалли трубасем», — тавҫӑрса илет Костя.

«Переговорные», — догадывается Костя.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ку Костьӑна кӑмӑла каймасть, вӑл пит-куҫне пӗркелентерсе илет.

Это Косте не нравится, и он хмурится.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Паллах ӗнтӗ, историллӗ роман ҫыракан писатель чӑн пулнине ҫеҫ мар, унпа пӗрлех пулма пултарнисене те илет, илемлетет, ҫав майпа произведение интереслӗрех тӑвас ҫӗрте усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех