Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсен (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара ялти чи хастар хресченсем хӑйсен ҫурчӗсене кунта куҫарса килнӗ те кашниех икшер-виҫшер гектар ҫӗр илнӗ, ҫав лаптӑка ӗмӗрлӗхех тесе хуҫине саккунпа ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ӗнтӗ уйрӑм хуҫалӑхсем хӑйсен ҫӗрне сутса хуласене тухса кайма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унпа килӗшӳллӗн хресченсем хӑйсен ирӗкӗпе общинӑран тухма пултаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Озеровӑн лаши тӗлӗнмелле ӑслӑ иккен: вӑл иртнӗ кӗркунне ыраша ӑҫта акса хӑварнине астуса юлнӑ та халӗ шӑп та лӑп хӑйсен ҫурпилӗкӗ умне ҫитсе чарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун ҫийӗн ӗне, пӑру, сурӑхпа качака тата сысна кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӗклемесӗр тӗрлӗрен курӑка ҫисе пынӑ майӑнах хӑйсен тислӗкӗпе тата шӗвекӗпе ҫӗре те апатлантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑрантас хыҫӗнчен кӑкарнӑ тимӗр кӑваксем, урампа хӑйсен хуҫи лӗпӗстетсе чупса аннине асӑрхасан, хӑлхисене чанк! тӑратрӗҫ, пуҫӗсене сӗлтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патшалӑх пурлӑхне ҫаратма тӑчӗ вӑл — пулса пӗтеймерӗ: Шаккур янӑ ҫынсене тытса суд турӗҫ, анчах айӑпланакансем хӑйсен хуҫине сутмарӗҫ, ун ҫинчен аса та илмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Владимир Ильич питех йывӑр чирлӗ пулсан, ӑна пушар пирки пӗлтерсе ҫырнӑ ҫырӑва памалла мар, хӑйсен инкекӗ ҫинчен сӑмахпа та каламалла мар.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан пӗр ватӑ ҫынна хӑйсен ячӗпе Ленин патне Мускава яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахальтен мар пулӗ кӳршӗ ялсем Яшма пикисене кин тума тӑрӑшнӑ, яшмасем вара вӗсене хӑйсен ялӗнчех хӑварма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑваш Яшми ҫамрӑкӗсем Палас тӑрӑхӗнче мӗн авалтанпах хӑйсен ӗҫченлӗхӗпе те, илемлӗ ташши-юррипе те ырӑ ят илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрсем хӑйсен уҫӑ та янравлӑ сассипе, йӗкӗтсем — ташӑпа.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынсем пӗр ҫухрӑма ӑмӑртса чупрӗҫ, ҫӳлелле тата аякка сиксе хӑйсен пултарулӑхӗсене кӑтартрӗҫ, урисене михӗсем тӑхӑнса, сике-сике чупрӗҫ, пӗрремӗш, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисем тӗрлӗрен парнесем илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей тухасса кӗтсе, хӑшӗ турник, хӑшӗ чикмек патӗнче, хӑшӗ пукансем йӑтса хӑйсен вӑйӗсене виҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей, лум хулӑнӑш тимӗре икӗ йӑмрапа пӗрлештерсе турник тунӑ та, йӗкӗтсем кунта хӑйсен вӑйне, пултарулӑхне кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫапла вӗсем ҫур ҫӗр иртиччен ялти мӗнпур урамсене ҫитме ӗлкӗреҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен чун варлийӗсем ҫумӗнче ларса юлаҫҫӗ, иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш автанчченех килӗсене саланмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Качакасен хӑйсен ҫемйи, хӑйсен йышӗ, хӑйсен автономи: вӗсем сурӑхсемпе хутшӑнмаҫҫӗ, вӗсенчен чылай малта пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Куҫӗсем пурин те хӑйсен вут пек йӑлкӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсен хӑйсен ялӗнче лавкка таврашӗ ҫук та, юлашки пус укҫи те ҫак каҫма урлӑ каҫать.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Районта пурӑнакан кашни ачан цифра науки енӗпе пӗлӳ илме тата хӑйсен проекчӗсене хатӗрлеме май пур.

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех