Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тин сăмах пирĕн базăра пур.
тин (тĕпĕ: тин) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вандюков темиҫе хутчен шӑнкӑравпа шӑнкӑртаттарсан тин лӑпланчӗҫ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсем тин кӑна ясмӑк акма тухнӑ? — терӗ Павлуш, ҫул хӗрне тухакан утмӑлтуратлӑ йӑран ҫинче ясмӑк миххине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Упӑшкин ҫырӑвне кӑтартсан тин ҫар комиссарӗ ӑна валли литер ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тин ҫеҫ кӑмакаран кӑларса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑй айван пулнине Павлуш тин ҫеҫ туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тин кӑна.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеевпа Ундрицов питех васкамарӗҫ: Самар еннелле каякан пуйӑс Рузаевкӑра ҫур ҫӗр тӗлнелле тин пулмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тин кӗрсе ларнисем, ӑна-кӑна пӗлменскерсем, кӑмака патнерех тӗрмешеҫҫӗ, вутӑ ҫурса ӑшӑнаҫҫӗ, кӑвайта сӳнме памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вырӑн ҫук пирки ҫӗтӗк шинеллӗ икӗ салтак, те тин кӑна вӑрҫӑран таврӑннӑскерсем, те ӑшӑнмалла кӗрсе ларнӑскерсем, кафедра картлашки ҫинче котелокран ясмӑк пӑтти ҫисе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ваня, ӗҫ тупса пар ҫак юлташа, — хушрӗ Ундрицова, тин ҫеҫ хаҫат корректурипе кӗрсе тӑнӑскерне.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗншӗн Краснов бронемашина ҫинче сӑмах тӑрса каланине кайран тин тавҫӑрса илчӗ Павлуш: Хусан хулин руководителӗсен тӗрлӗ вырӑнсенче васкаварлӑ митингсем ирттермелле пулнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ахальтен мар ӗнтӗ аслӑ ҫулпуҫ: тин вӑраннӑ мусульман пролетариачӗ революци юхӑмне мухтавлӑ та паттӑрла ӗҫсемпе хутшӑнӗ, тесе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара тин ҫеҫ ҫапӑнса тухнӑ «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн иккӗмӗш номерне Максимова тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кун пек хӑтланни пушшех тӗлӗнтерчӗ Павлуша: тин ҫеҫ сухалне хырса, питне якатнӑ политкомиссар, пысӑк турпаллиллӗ сӑмсине пудрӑпа шуратнӑскер, комиссар пек мар, пӗр-пӗр пьесӑри роле вылякан артист евӗр туйӑнса кайрӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тин ҫеҫ кӗнӗ-ха университета, медицина факультетне.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Нимӗҫле те, французла та, чӑвашла та пӗлни пуриншӗн те усӑллине ҫынсем кайран тин ӑнланса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлушпа Тимуш каҫкӳлӗм тин киле кайма пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Александр Васильевич Горчаков, тин ҫеҫ Куславккаран килнӗскер, Тӗрлемес вӑрманӗнче мӗн пулса иртнине пакета иличченех пӗлнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Мӗн савӑнатӑн эсӗ, ухмах! — укҫа сӗнсе, тин ҫапӑнса тухнӑ хаҫатсене ача аллинчен туртса илчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тин ҫеҫ тухнӑ хаҫат!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех