Шырав
Шырав ĕçĕ:
Блокада витӗр тухиччен сехет ытла иртет! — терӗ Йевта хӑй аманнисем валли апат-ҫимӗҫ илме пынӑ хресчене.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Тӑшман хӑйне йӗрлекенсенчен темиҫе сехет хушши маларах тарнӑ пулин те, пограничниксене питӗ йывӑр условие кӗртсе ӳкернӗ пулин те, ӑна йӗрлеме чарӑнмаҫҫӗ, ку ӗҫе малаллах тӑваҫҫӗ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сехет йӗппи шӑвать, акӑ вӑл часах ҫакӑн пек операцисем ирттернӗ вӑхӑтра лазутчиксене тытнӑ вӑхӑт тӗлне ҫитет.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗр сехет каярах.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чип-чипер йытӑсем ним тума пултарайман чухне те Витязь пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлет: вун сехет маларах тунӑ йӗре те йӗрлесе кайма пултарать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тепӗр сехет иртсен, Громада генерал салтаксен столовӑйӗнче апатланнӑ вӑхӑтра, алӑк уҫӑлчӗ те застава дежурнӑйӗ кӗрсе тӑчӗ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Икӗ сехет хушшинче Кларк чикӗрен чылай инҫе кӗрсе кайӗ, ӑна вара ҫӗр йытӑпа шырасан та тупаймӗҫ.За два часа он так далеко уйдет от границы, что и с помощью ста ищеек его не настигнешь.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫак башня ҫине пысӑк сехет вырнаҫтарнӑ.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сехет хушшинче вӑл вагонта пур пассажирпа та паллашса тухрӗ.
2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Громада генерал хӑйӗн офицерӗсемпе темиҫе сехет хушши канашласа ларчӗ, хальхи лару-тӑру ҫинчен лайӑхрах пӗлме, ӑнланса илме тӑрӑшрӗ.Несколько часов совещался генерал Громада со своими офицерами, выяснял и уточнял обстановку.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Пӗр сехет вӗҫсенччӗ пулас.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Ҫӗрле, икӗ сехет те вӑтӑр ултӑ минутра.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Мартри тӗттӗм каҫхине, ҫутӑличчен виҫӗ сехет маларах, пограничниксен нарячӗ Карпат ҫийӗн пӗр паллӑ мар самолет вӗҫнине палӑртрӗ, вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен, Венгрипе Австри енчен, вӗҫсе килнӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пирӗн пӗр-икӗ сехет е яра кунӗпех ҫӳлелле хӑпарма тивет.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши?
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пирӗн килти хӗрарӑмсем — Авдотья Васильевна, Любочка тата Катенька — ытти хӗрарӑмсем пекех пулнине, ыттисенчен пӗртте начар маррине ӗненес пулсан тата Дубков, Катенькӑпа Авдотья Васильевна каҫ-каҫ кула-кула мӗн калаҫнине аса илес пулсан, эпӗ татах та сахалтарах тӗлӗннӗ пулӑттӑм; Дубков мӗн пирки те пулин чӑкӑлташма пуҫласан, яланах тенӗ пек хӗрсе кайса: «Au banquet de la vie, infortuné convive…» текен сӑвва е «Демон» сыпӑкӗсене калатчӗ, вӗсем темиҫе сехет хушши тӑтӑшшӑн савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа пули-пулми сӑмахсем палкатчӗҫ.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ пӗрремӗш курсра вӗренекенсен ӗҫкине каясси ҫинчен пӗлсен, Володя йӗрӗнӳллӗн кулса илчӗ; анчах эпӗ вӑхӑта унашкал ирттерсе курманнипе ку мана тӗлӗнмелле пысӑк савӑнӑҫ кӳрессе кӗтрӗм, ҫавӑнпа 3. барон патне шӑп та лӑп кӑтартнӑ вӑхӑтра, сакӑр сехет тӗлне, ҫитрӗм.
XXXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вунпӗр сехет ҫине кайсан, эпӗ ялан тенӗ пекех хӑна пӳлӗмне килсе кӗретӗп, вӑл вӑхӑт тӗлне хӗрарӑмсем час-часах, чей ӗҫсе тӑранса, ӗҫе пикенеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку паллӑсенчен тӗп вырӑн йышӑнӑканни пӳлӗме епле тирпейленисӗр, сехет вӑчӑри ҫумне ҫакнӑ тетте ҫинчи пичетсӗр, почерксӑр, экипажсӑр пуҫне, урасемччӗ.Главным из этих признаков, кроме убранства комнаты, печатки, почерка, экипажа, были ноги.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку вырӑн питӗ лайӑх, кунта аппа темиҫешер сехет тӑрса ирттерет, терӗ Софья Ивановна, анчах вӑл княгиньӑна хӗпӗртеттерес шутпа ҫеҫ ҫапла калани курӑнсах тӑчӗ.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.