Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем унта епле калаҫса татӑлнине пӗлме йывӑр, анчах Казаков Коля сӑмахне итленӗ.Трудно представить, как они там договаривались, но факт фактом: Казаков поддался на Колины речи.
Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫавӑнтах тепӗр хут тӗл пуласси ҫинчен те калаҫса татӑлнӑ, туслашнӑ ятпа Струтинский Саргсяна районсенчи нимӗҫ коменданчӗсем яланах ҫакса ҫӳрекен кӗмӗл хӗҫе парнеленӗ.
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
— Эй, йӗкӗт, тӑхта-ха, калаҫса пӑхар!
Кӗмӗл хӗҫ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эрех ӗҫме сӗнсе, гитаре ҫинчен калаҫса, хӑй выляма маннишӗн кулянкаласа, Степанида Егоровна Курганов хӗлӗхсене сыпса ӗнерсе пӗтеричченех ӑна сӑмах хушма тӑрӑшнӑ.
III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
«Калаҫаканнисем» квалификациллӗскерсем пулнӑ, ҫавӑнпа та Кузнецов, вӗсемпе калаҫса, нимӗҫ чӗлхине хӑй епле пӗлнине аванах тӗрӗслесе пӑхма пултарчӗ.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Тыткӑна лекнисене эпир Кузнецов аллине допрос тума кӑна мар, вӗсемпе калаҫса нимӗҫ ҫарӗнчи йӗркесене лайӑхрах пӗлекен пулма та параттӑмӑр.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Анчах ку та сахал-ха: Кузнецов вырӑсла, украинла е полякла калаҫнӑ чухне, ҫак чӗлхесене начар пӗлекен ҫын пек калаҫса кӑтартма, нимӗҫ вырӑсла калаҫнӑ пек е вырӑс полякла калаҫнӑ пек туса кӑтартма та пултаратчӗ.
«Пауль Pиберт» // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Пирӗнпе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, Довгер эпир тухса кайнӑ вырӑнсене тӗллеттернӗ.По согласованию с нами Довгер указал те места, где нас уже не было.
Ашшӗпе хӗрӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Юлташла калаҫса ларнӑ чухне, час-часах, Цесарский хӑйне искусство, литература, уйрӑмах тата театр интереслентерни ҫинчен калатчӗ.
Лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫав кунах подразделенисем турӑмӑр, разведчиксем уйӑртӑмӑр, вӗсемпе калаҫса илсе, вӗсене тӗрлӗ еннелле кӑларса ятӑмӑр: пирӗн йӗрпе нимӗҫсем килнипе-килменнине пӗлме, ялсенче халӑх епле пурӑннипе паллашма тата ӑҫтан та пулин апат-ҫимӗҫ тупса килме хушрӑмӑр.
Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хуралҫӑ партизансене пӗҫермен вунӑ ҫӗрулми ҫеҫ парса янӑ, калаҫса та тӑман тата: нимӗн те пӗлмест имӗш.Лесник дал им лишь десяток сырых картошек и в разговор не вступил: дескать, ничего не знает.
Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Карчӑк, хӑй партизансемпе калаҫса тӑнине пӗлсен, аллисемпе хӑлаҫланса илнӗ те, йӗрсе янӑ:Старушка всплеснула руками и расплакалась, когда узнала, что разговаривает с партизанами:
Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Малтан калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫине ансанах манӑн вут чӗртсе ямалла, вара ун ҫутти ҫине пур парашютистсем те пухӑнмаллаччӗ.Заранее было условлено, что я зажгу костер и на него соберутся все парашютисты.
Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ самолёт кантӑкӗ витӗр пӑхрӑм, аялта, ҫӗр ҫинче, хамӑр малтан калаҫса хунӑ пек сигналсем паракан кӑвайтсем ҫуннине уҫҫӑнах куртӑм.Я посмотрел в окошко самолета и отчетливо увидел внизу, на земле, условные сигналы костров.
Тӑшман тылне сиксе анни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Эпӗ халь пирӗн пысӑк гидроэлектростанцисем ҫинчен калаҫса тӑмӑп.Ты еще не знаешь физики, и я не буду говорить о мощности наших больших гидроэлектростанций.
Xӗвел // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Гостиницӑсенче вӑл юлташсенчен ютшӑнарах тӑма тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре ларнӑ, никама та сӑмах хушман, калаҫса кайман; унран ҫул ҫӳреме мӗншӗн тухни ҫинчен ыйтсан, вӑл кӗскен те уҫӑмсӑр сӑмах тавӑрнӑ, калаҫнӑ чухне те питне-куҫне манах рясин капюшонӗпе хупланӑ.
Джордано Бруно // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Кукушкин, манпа юнашар утса, хаяррӑн калаҫса пычӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Питӗ аванччӗ вӑл ҫынсемпе пурӑнма, калаҫса ларнӑ каҫсенче эпӗ вӗсенчен нумай вӗрентӗм.Очень хорошо жилось с этими людьми, и многому научился я от них в ночи бесед.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Нумай хисеплӗ числосене каҫса кайсах хутлатчӗ вӑл, хутланӑ чух паттӑррӑн йӑнӑшатчӗ, цифрӑсен вӑрӑм йӗркине патакпа хӑйӑр ҫине ҫырса кайсан, вӗсем ҫине тӗлӗнсе, ача куҫӗсем пек куҫӗсене чарса пӑрахса, кӑшкӑрнӑ пекех калаҫса тӑратчӗ:
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Хохолпа вӑл яланах кӗскен, кирлӗ те кӑткӑс япаласем ҫинчен тахҫанах калаҫса пӗтернӗ пек калаҫатчӗ.Он говорил с Хохлом всегда кратко, как будто давно уже переговорив обо всём важном и сложном.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.