Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Епле йӗрӗннӗ пулӗччӗ вӑл унран, — вӑл ун чухне тӳрре тухма пултараймарӗ-ҫке, пӗтӗмпех ӑна, Радӑна, хирӗҫ пулса тухрӗ.

Как жестоко он будет презирать ее, — ведь она не сумела тогда оправдаться, обстоятельства были против нее.

XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пушаннӑ окопсем шӑпах пулса тӑчӗҫ.

Опустевшие окопы хранили угрюмое молчание.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӑшмансем вара ҫине-ҫине персе кӑна тӑраҫҫӗ, окопран пуҫа кӑларма та май ҫук пулса тӑчӗ.

Зато вражеские пули сыпались все обильнее, и высовываться из окопов становилось опасно.

XXXV. Ҫапӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак киревсӗр ӗҫ, пӗтӗм халӑха улталани пулса тӑчӗ.

Это — подлость, это — коварная измена общему делу…

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗтӗмпех ӑнӑҫсӑр пулса тӑчӗ!

— Как неудачно все сложилось!

ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хупах хуҫи арӑмӗ, малтанласа Огнянова ӑшшӑн кӗтсе илнӗскер, халь унтан сыхланма тытӑнни паллах пулса тӑчӗ ӗнтӗ.

Было ясно, что корчмарка, сначала так тепло принявшая Огнянова, теперь стала остерегаться его.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл шӑпах хупаха хирӗҫри сӑртра пулса тӑчӗ, хупах хуҫи Бяла Черкваран пынӑ пӑлхар ҫынниччӗ.

Он лежал один, на бугорке, как раз против корчмы, хозяином которой был болгарин из Бяла-Черквы.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кунта Тосун-бей ушкӑнӗ тӗрӗксен таврари ялсенчен пуҫтарӑннӑ тепӗр ушкӑнпа тӗл пулса пӗрлешрӗ.

Здесь Тосун-бей встретил другую орду турок, собравшуюся из окрестных сел.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каҫ пуласпа Тосун-бей ушкӑнӗ Рахманлари ялне ҫитрӗ, ҫул ҫинче вӑл тата йышлӑрах пулса тӑчӗ.

Орда Тосун-бея прибыла в Рахманлари к вечеру, еще более разросшаяся в пути и еще сильнее распаляемая фанатизмом.

XXXI. Тата тепӗр ӗмӗт // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑвӑртрах ҫавӑнта кӑна ҫитесчӗ, вара шӑпах ҫапла пулса тӑрӗччӗ.

И это непременно будет, как только я туда доберусь…

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗн пулса иртессине йӑлтах пӗлесшӗн пулса, Огнянов кӗл тӑвакансен ушкӑнне хӗсӗнсе тӑчӗ.

Влекомый неодолимым любопытством, Огнянов втиснулся в толпу.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тинех вӑл хӑй те шанми пула пуҫларӗ, Клисурӑра катастрофа пулса тӑрасса, революци ӑнӑҫманнине вӑл хӑраса кӗте пуҫларӗ.

Наконец, он и сам начал терять надежду; с ужасом предвидел он неизбежность катастрофы в Клисуре и неминуемое поражение революции.

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӗншӗн те пулин кансӗр пулса тӑчӗ пуль?

Возникло какое-нибудь непреодолимое препятствие?

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Е вӗсем хӑлхасӑр та суккӑр-и, таврара мӗн пулса иртнине курмаҫҫӗ-и?

Или они глухи и слепы и не видят, что творится вокруг?

XXX. Стрем айлӑмӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тиканӑн пичӗ вилнӗ ҫыннӑнни пек пулса кайрӗ.

Но похож он был уже на мертвеца.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пурте шӑп пулса тӑчӗҫ.

Прошла минута гробового молчания.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫар канашӗ вӗсемшӗн пӗр самантрах пит хӑрушӑ пулса тӑчӗ, ҫавӑнтан вӑйлӑраххи те вӗсемшӗн турӑ кӑна туйӑна пуҫларӗ.

Военный совет мгновенно предстал перед ними как что-то ужасное, всесильное и неумолимое, как судьба, только бог казался им более могущественным.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗсем унчченех шурса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак хыпара илтсен вара кӗл пекех пулса тӑчӗҫ.

Они и раньше были бледны, но теперь побелели, как стена.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫӗнӗ окоп чавакан пӑлхавҫӑсен ушкӑнӗ патне ҫитсе тӑчӗ, вӗсене асӑрхаман пек пулса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, хӑйне йӑпӑлтатса пӑхса кулнине сисмесӗр тенӗ пек, тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑчӗ.

Он подошел к кучке повстанцев, усердно рывших новый окоп, окинул их невидящим взглядом, не заметив дружелюбно ухмылявшегося ему Рачко, и поднялся на насыпь.

XXIX. Юнпа тӗне кӗртни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӑлхав пуҫлансанах Клисурӑран тарса кайнӑ тикансем унта мӗн пулса иртни ҫинчен тӗрӗксене тӗплӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, пӑлхавҫӑсем ӑҫта вырнаҫни ҫинчен те вӗсемех пӗлтерчӗҫ.

Те цыгане, которым в начале восстания удалось бежать из Клисуры, первыми принесли туркам весть о том, что там творится, и доставили подробные сведения о расположении повстанческих частей.

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех