Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗ хӑйӗн тӗлӗкне Иосифа каласа кӑтартнӑ, ӑна каланӑ: эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн умӑмра иҫӗм ҫырли йывӑҫӗ ларать пек; 10. йывӑҫӗн виҫӗ турат пек; йывӑҫӗ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫеҫке ҫурчӗ пек, ҫырлисем те ӳссе, пиҫсе ҫитрӗҫ пек; 11. фараон курки манӑн аллӑмра пек; эпӗ ҫырлисене татса илтӗм те, сӗткенне фараон куркине пӑчӑртаса юхтартӑм та куркине фараон аллине тыттартӑм пек, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иосиф каланӑ: ӑна ӑнлантарса каласси Турӑран мар-и вара? мана каласа кӑтартӑр-ха, тенӗ.Иосиф сказал им: не от Бога ли истолкования? расскажите мне.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Арӑмӗ ӑна ҫав сӑмахсенех каласа панӑ, ӑна каланӑ: эсӗ пирӗн пата илсе килнӗ еврей чура ман патӑма мана мӑшкӑллама кӗчӗ, [мана: санпа выртса ҫывӑрам, терӗ,] 18. анчах эпӗ йӗрсе кӑшкӑрса ятӑм та, [ҫакна илтсессӗн,] вӑл ман патӑма хӑйӗн тумтирне пӑрахса хӑварсах тухса тарчӗ, тенӗ.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавна вӑл ашшӗпе пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ; ашшӗ ӑна хӑтӑрса илнӗ: эсӗ курнӑ тӗлӗк мӗскер ку? эпӗ те, аннӳ те, пиччӳсем те сана ҫӗре ӳксе пуҫҫапма пырӑпӑр-ши вара? тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тата тепӗр тӗлӗк курнӑ, ӑна [ашшӗне тата] пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ: акӑ эпӗ тепӗр тӗлӗк куртӑм: акӑ мана хӗвелпе уйӑх тата вунпӗр ҫӑлтӑр пуҫҫапать, тенӗ.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иосиф тӗлӗк курнӑ та ӑна пиччӗшӗсене каласа кӑтартнӑ, вӗсем вара ӑна тата ытларах курайми пулнӑ.5. И видел Иосиф сон, и рассказал [его] братьям своим: и они возненавидели его еще более.
Пулт 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27. мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28. эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Виҫҫӗмӗш кунне [арамей ҫыннине] Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен каласа панӑ.22. На третий день сказали Лавану [Арамеянину], что Иаков ушел.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Лаван, Иаков ҫинчен — хӑй йӑмӑкӗн ывӑлӗ ҫинчен — илтсессӗн, ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, чуптунӑ, унтан ӑна хӑй килне илсе кӗнӗ; вӑл Лавана ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Рахиль килне чупса кайнӑ та [ҫакна пӗтӗмпех] ашшӗне каласа кӑтартнӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иаков Рахиле хӑй унӑн ашшӗн тӑванӗ иккенне, Ревекка ывӑлӗ иккенне каласа панӑ.12. И сказал Иаков Рахили, что он родственник отцу ее и что он сын Ревеккин.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43. халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44. пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45. пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
66. Хӑй мӗн тунине чура пурне те Исаака каласа панӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хам ӑшӑмра ҫакна каласа та пӗтереймерӗм, акӑ Ревекка тухрӗ: хулпуҫҫийӗ ҫине кӑкшӑмне лартнӑ, вӑл ҫӑл патне пычӗ те шыв ӑсса илчӗ; эпӗ ӑна: мана ӗҫтерсем, терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лаван тӗвесем ҫинчи япаласене салтса илнӗ те тӗвисене улӑм та, апат та панӑ; ҫыннине тата унпа пӗрле килнисене урисене ҫумашкӑн шыв панӑ; 33. унтан ӑна апат сӗннӗ; анчах вӑл: хам ӗҫӗме каласа париччен ҫиессӗм ҫук, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӗр чупса кайнӑ та килӗнче ҫакӑн ҫинчен амӑшне каласа кӑтартнӑ.28. Девица побежала и рассказала об этом в доме матери своей.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӑл [хӑй ӑшӗнче] ҫапла каласа та пӗтереймен, акӑ Ревекка — Вафуил хӗрӗ, Авраам пиччӗшне Нахора арӑмӗ, Милка, ҫуратса панӑ Вафуилӑн хӗрӗ — тухать, кӑкшӑмне хулпуҫҫийӗ ҫине лартнӑ; 16. хӗрӗ питӗ илемлӗ пулнӑ, арҫынпа хутшӑнман хӗр пулнӑ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйне Турӑ каласа хунӑ пек, Авраам саккӑрмӗш кунне Исаакӑн, хӑйӗн ывӑлӗн, ӳтне каснӑ.4. И обрезал Авраам Исаака, сына своего, в восьмой день, как заповедал ему Бог.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Сарра йывӑр ҫын пулнӑ та Авраама унӑн ватӑлмалӑх кунӗнче, Турӑ ӑна каласа хунӑ вӑхӑтра, ывӑл ача ҫуратса панӑ; 3. Авраам хӑйӗн ҫуралнӑ ывӑлне, Сарра ҫуратса панӑ ывӑлне, Исаак ятлӑ хунӑ.
Пулт 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Авимелех ирхине ирех тӑнӑ та, хӑйӗн пур чурине те чӗнсе илсе, ҫак сӑмахсене пурне те илтӗнмелле каласа панӑ; ҫав ҫынсем [пурте] питех те хӑраса ӳкнӗ.
Пулт 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.