Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫе (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл вара вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те тепӗр хут шыв ӗҫе пуҫларӗ, куркари шыв каллех хӑмпӑлчӑлана-хӑмпӑлчӑлана хӗрлӗ тӗспе пӗвенме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Картта ҫинче эпир хамӑрӑн региона тӗрлесе кӑтартнӑ, ку ӗҫе ыттисем те хапӑл тусах хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

«Кун пек кӑтартусене паян та тума пулать. Лаборатори инфратытӑмне йӗркелемелле. Вӑл хӑмлана пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе тишкерсе тӑма май парӗ», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Ӗҫ хучӗ хӑмла лартса ҫитӗнтерес ӗҫе аталантарассипе палӑртнӑ Концепцие пурнӑҫа кӗртме май парать.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Емелен те килӗшет ку ӗҫе: «Ҫӗмӗрменни юрать, тет, крепӗҫе, Кунтан Улатӑрпа Етӗрне ҫинелле Вӑйӑмӑра сарӑпӑр, тет, икӗ еннелле».

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Воевотӑ, сан тусу, Мӑнастирти шуйтанпа Ӗҫе ӗҫлет пӗр касу; Ҫичӗ ял ҫынни ҫавӑнпа Туртса илчӗ Ҫавала — Кайрӗ улӑх каялла».

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урха ӗҫе пӗличчен Капансене турттарма Воевотӑ патӗнчен Хакла ӳкрӗ хут тума.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗҫе тума тытӑнсан Вӗҫне тухма пӗлмелле, Ҫавӑнпа та утаман Ӗҫе тӑвать хӗрӳлле.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫак ӗҫ ҫинчен халех сӳтсе явса пӑхас, Пысӑк ӗҫе тума сӑмах татса тухас».

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Виҫӗ енче вӑрман, умра типӗ вар, — Пирӗн пухӑра пурмис кирлӗ мар: Хамӑр ӗҫе хамӑр пуҫпа шутлӑпӑр, Кӑҫал пуснӑ пусмӑрлӑхран тухӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗҫе тунӑ, пӗтернӗ, Никама та пӗлтермен.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах шухӑш йывӑр мар, Ӗҫе тума ҫӑмӑл мар, — Чӗкеҫ пӗлмест вырӑсла, Патша пӗлмест чӑвашла.

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑвашсем юлчӗҫ те ӗҫе тытӑнчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗрре, ҫапла ирхине, пӗр ушкӑн вӑрманта, Хӗрсе ӗҫе ӗҫлеме тытӑннӑ вӑхӑтра, Ҫул ҫинче шӑнкрав сасси илтӗчӗ, Вӗсем тӗлне ҫитсенех чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Урхан тара халӑхсем Уйри ӗҫе пухнӑ чух Шаккӑлсене шакканӑ, Йӑлӑм енне кайнӑ чух Илпешсене илӗртнӗ…

Куҫарса пулӑш

I. Урха // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Хуҫалӑхра ҫӗрулми суйлассине, тиессине механизациленӗ. Ҫакӑ ӗҫе чылай ҫӑмӑллатма май парать. «Иккӗмӗш ҫӑкӑра» сутлӑх хатӗрлеме куллен 20 ҫын хутшӑнать», — пӗлтерчӗ хуҫалӑхӑн тӗп агрономӗ С.И. Филиппов.

Куҫарса пулӑш

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Сакмаров капитан, мана курсан, ӗҫе пӑрахсах тӳрленсе тӑчӗ, манран рапорт йышӑнма хатӗрленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Федьӑпа Кирук ӗнер ҫак ӗҫе питӗ лайӑх пурнӑҫласа килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Урӑх ӗҫе явӑҫтармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӗркаҫхи ӗҫе йӗрлеме тухаҫҫех вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех