Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярса (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ.

Заявки на участие в фестивале могут отправить солисты, вокальные ансамбли, хоры, а также исполнители авторской песни.

«Ровесник» культура керменӗнче салтак юррин фестивалӗ иртӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30876.html

Пысӑк сасӑпа уласа ярса шӑтӑкран хӗрлӗ-хӑмӑр тӗслӗ ту арӑсланӗ сиксе тухнӑ.

Из пещеры выскочила с громким ревом красно-бурая горная львица.

Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫӑхан Ура ӑна ярса тытнӑ, кунпа пӗрлех вӑл хӑйӗн кӑлтӑрпине те аллине илсе сикме тата ташлама тытӑннӑ.

Воронья Нога поймал его, поднял также и свой волчок, стал прыгать и приплясывать.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Вӗсем хӑйсен кӑлтӑрпийӗсене пӗр вӑхӑтрах ярса,е пӗри, е тепри ҫӗнтерекен вырӑнне йышӑннӑ.

Вместе пускали они свои волчки, и то один, то другой выходил победителем.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кӑлтӑрписене ачасем пӑр ҫине ярса пушӑсемпе майлаштарса ҫавӑрттарасшӑн пулнӑ.

Пустив волчки на лед, дети хлестали их кнутиками, заставляя вертеться.

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тутисене вӑл хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ, икӗ аллипе те йӗнерӗнчен ҫирӗп ярса тытнӑ.

Губы его были плотно сжаты, обеими ручонками он цеплялся за седло.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Инкеке тата вӑл халиччен ӗҫлесе-сутса тунӑ укҫана йӑлт ӗҫсе ярса пынӑ, хӑшӗ-пӗрисем пек ылтӑн ҫине те куҫарман.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Эпӗ те сан пекех ӗҫлесе тупнӑ укҫана йӑлт ӗҫсе ярса пынӑ, — хӗсӗкрех куҫӗсене выляткаларӗ Анатолий.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Эпир унпа кӳршӗ ялсем, — графинран шыв ярса ӗҫрӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Арҫын укҫана чӗтрекен аллипе ярса тытрӗ, унтан ҫутӑ ҫинче, чӑн укҫах-ши тенӗ пек, ҫавӑркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл умри турилккери яшкана хыпалансах сыпать, кашӑкне хурать те ҫӑкӑрне, ӳкесрен хӑранӑ пек, икӗ аллипе ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Миша хӑй ытлашши сӑмах персе янине сиссе пуҫне аллисемпе ярса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Шура хура вӑрӑм ҫӳҫне ҫивӗтлесе хулпуҫҫи урлӑ ярса ҫӳреме юратать пулсан, Галя авӑнарах тӑракан сарӑ ҫӳҫне арҫынла кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл кӗнчелеҫҫине ярса илчӗ те хӗрне ӑҫтан килчӗ унтан ҫапма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Литература конкурсне ӗҫсене чӑвашла та, вырӑсла та ярса пама юрать.

На литературный конкурс можно присылать работы как на чувашском, так и на русском языках.

«Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература ӑмӑртӑвӗ хайлавсем йышӑнать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30750.html

— Итлӗр-ха, — хӗре малалла калаҫма памасӑр аллинчен ҫирӗп ярса тытрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пӗррехинче тата шӑллӗ унран, тӑрӑхласа кулас шутпа, чашӑка яшка вырӑнне тӑварлӑ шыв ярса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Ҫавӑнта ярса илнӗ те ӑна милиционерсем.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Хӑш вӗҫӗнчен ярса илме май пуррине ӑнланасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Адвокат ӗҫе тӗплӗн тӗрӗслеме тепӗр хут следовательсене ярса пама ыйтнине шута илес мар.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех