Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пӗтӗмпех сăмах пирĕн базăра пур.
пӗтӗмпех (тĕпĕ: пӗтӗмпех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир пӗтӗмпех ҫисе яратпӑр.

Мы все съедим.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Пӗтӗмпех — сана валли!

И все — тебе!

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Спринг кӑштах шуррӑн курӑнса ҫӗкленнӗ япалана курчӗ те ӑна хисеплӗн пӑхса тӗсерӗ, анчах вак-тӗвеке пӗтӗмпех тишкерсе тӑмарӗ.

Спринг подошел к смутно белевшему возвышению и с достоинством вгляделся в него, но не рассмотрел подробностей.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Кольберӑн халӗ унӑн, Джойӑн, упӑшки пулас шанӑҫ пур — ҫавӑнпах пӗр сӑмахсӑр, пӗр шухӑшсӑр, ҫакна пӗтӗмпех хӑйӗн инстинктне пӗрлештерсе хурса вӑл Кольбер аллинче теветкеллӗн ҫапкалашать.

У Кольбера был теперь шанс стать ее мужем — и, без слов, без мыслей, заключив все это в одном инстинкте своем, она отчаянно билась в его руках.

Ҫӗлен // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 381–386 с.

Эх, киревсӗр, пур ҫӗре те сӗкӗнекен, пӗтӗмпех курнӑ култармӑш!

Ах, мерзостный, все высмыгавший, все видевший пересмешник!

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Вӗсем хӑҫан та пулин пӗр-пӗрин ҫине сиввӗн пӑхнине эпӗ пӗрре те курман, — эпӗ вара пӗтӗмпех куратӑп.

Я не видел, чтобы хоть раз холодно взглянули они, — а я все вижу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Вӗсем хӑҫан та пулин харкашнине эпӗ нихӑҫан та илтмен, — эпӗ вара пӗтӗмпех илтетӗп.

Я не слышал, чтобы они ссорились, — а я все слышу.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Халӗ вара сӑнарлӑн шухӑшласам: ҫакӑ пӗтӗмпех пӗр тусан пӗрчисӗр кӗмӗл савӑт-сапапа йӑлтӑртатать, чӳрече каррисем шап-шурӑ, тап-таса, витӗр курӑнаҫҫӗ, чечексем вӑрмантинчен кая мар; урайне ҫап-ҫутӑ сӑтӑрса ҫутатнӑ; эсӗ ларакан плита, — халӗ ӑна масар палӑкӗ тейӗн, — ҫулӑмпа хӗрелсе ӑршаланнӑ, кастрюльте сиксе-чашкӑрса вӗрекен яшка техӗмлӗн пӑсланать.

Но представь теперь, что все светится чистейшей медной посудой, занавеси белы и прозрачны, а цветов внутри дома столько же, сколько вокруг в лесу; пол ярко натерт; плита, на которой ты сидишь, как на холодном, могильном памятнике, красна от огня, и клокочущий в кастрюлях обед клубит аппетитным паром.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

— Манӑн команда пӗтӗмпех ҫӗнӗ.

— Моя команда вся новая.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл мана илӗртет, — пӗтӗмпех — хӑнана йыхравланӑн.

Влечет он меня — весь, как в гости.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Пӗтӗмпех илтнӗ эпӗ.

Все слышал я.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Ӗненсем, пӗтӗмпех лайӑх пулать.

— Все будет хорошо, поверь мне.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Ҫук, ҫук, Режи; итлесе пӗтер мана, уҫӑмлат пӗтӗмпех, килӗшсем…

Нет, нет, Режи; послушай меня, уясни все, согласись…

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

— Пирӗнте, пирӗнте, хаклӑскерӗм, пӗтӗмпех манӑнскерӗм! — терӗ хӗр.

— Наш, наш, милый мой, безраздельно мой! — сказала девушка.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Кунта килнӗ чух сана мӗн калассине пӗтӗмпех манса кайрӑм.

Я забыл все, что хотел сказать тебе, идя сюда.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пурнӑҫӑмран… кӑмӑлӑм ыйтнине пӗтӗмпех илнӗ…

Я взял от жизни все, что хотел.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Унтан Энниок хӑй умне иртнӗ кунсене кӑларса тӑратрӗ, тӗлӗнчӗ: унта пӗтӗмпех ватӑ евӗрлӗ тата ухмахла курӑнать.

Потом стал припоминать жизнь и удивился: все казалось в ней старообразным и глупым.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Тӗрӗс, — сиввӗн хуравларӗ Гнор, — ҫупкӑ тата алла чӑмӑртани — сире пӗтӗмпех акӑ мӗнпе палӑртӑттӑм.

— Верно, — сухо ответил Гнор, — пощечина и пожатие руки — этим я выразил бы всего вас.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пӗтӗмпех килпетлӗ ирттерӗпӗр, — терӗ вӑл сассине хӑпартмасӑр.

— Мы сделаем все прилично, — не повышая голоса, сказал он.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Пурнӑҫ ҫапла — ывӑнтарать, нумайӑшӗн ӗшенӳ шӑпах ҫапла палӑрать; чунпа ӳт вак-тӗвекпех ҫырлахаҫҫӗ; ыттине пӗтӗмпех сӳнӗк сӳрӗклӗх хуҫкаланӑвӗпе хуравлаҫҫӗ.

Так утомляет жизнь и так сказывается у многих усталость; душа и тело довольствуются пустяками, отвечая всему гримасой тусклого равнодушия.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех