Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илнӗ (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пакӑш ращи» патӗнче вӗсене ман тус-йышсем хирӗҫ кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кайри пӳлӗмӗнче ун куҫне чи малтанах ҫакӑ курӑнса кайрӗ: трактир хуҫи, шыҫмак пит-куҫлӑскер, стенасем палӑрми сӑрса илнӗ таракансене уйран сапа-сапа парать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсем хушшинче те пӗр-пӗринпе калаҫса илнӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкаллине, вӑрӑсенчен илнӗ лашана сутма тухсан, хуҫисем тӗл пулнине пӗр хут ҫеҫ курман вӗсем.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша-и?.. — Татьяна мӗн ӗҫпе килнине халь ҫеҫ аса илнӗ пек хӑрӑлтатрӗ юмӑҫ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах тавҫӑрса илнӗ пек те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен тавҫӑрса илнӗ пек пулса: — Пӗлетӗп, вут тивертмелле, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чул ҫинчи хурантан ӑсса илнӗ вӗри шыва витрери шывпа хутӑштарса пуҫ тӑрӑх ячӗ те Уҫка мунчаран тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь, ҫаксене пурне те аса илнӗ май, Ҫтаппан пуҫне кӑмӑллӑн сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр ҫӑмартипе ҫӑкӑр чӗллинчен хуҫса илнӗ татӑкне те ани ҫине ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрнар каччи Кирилл Андреев тата Санарпуҫӗнчи Антон Федоров унта ылтӑн медальсем ҫӗнсе илнӗ кӑна мар, спорт мастерӗн кандидачӗн нормативӗсене те пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн – велосипед // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10668-c- ... -velosiped

Вӑрнар каччи Никита Львов Пермь хулинче иртнӗ мастерсен турнирӗнче бронза медаль ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн – велосипед // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10668-c- ... -velosiped

Ку ӳсӗмре Вӑрнар каччи Данил Волков «Чи лайӑх тапӑнса вылякан» ята ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Волгоградран – «кӗмӗлпе» // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10669-vo ... an-k-m-lpe

Ӑна фронта 1941 ҫулхи августра илнӗ, 1942 ҫулхи февральте пуҫне хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

П.С. Ливановӑн вӗренекенӗсем: 1965 ҫулта унӑн аллинчен диплом илнӗ, 1985–1988 ҫулсенче пӗрле ӗҫленӗ Геннадий Иванов тата техникумра вӗреннӗ ҫулсенче Петр Семенович ертсе пынӑ ушкӑнра пулнӑ, паянхи кун Шупашкарӑн тӗп пасарӗнчи лаборатори пуҫлӑхӗ Зося Владимирова.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

1955–1960 ҫулсенче Хусанти Н.Э.Бауман ячӗллӗ ветеринари институтӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳллӗ тухтӑр дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Пурнӑҫ условийӗсем питӗ йывӑр, ҫиме ҫӑкӑр ҫитмен пулсан та вӗренӗве ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе 1946 ҫулта ветеринари фельдшерӗн дипломне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хисеплӗ учителе манмастпӑр // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10676-kh ... manmastp-r

Кӗҫӗннисем ҫемьере юратса вулакан кӗнекесем пирки калаҫнӑ, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентекен произведенисен сӑнарӗсене аса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Кузьминсем Анатолий Ефремовичпа пӗртӑванӗн ывӑл-хӗрӗсене хӑйсен хӳттине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

1980 ҫулта тӑван шкултан лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухсан Кӳкеҫри 5-мӗш ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, кунта автослесарь-механик специальноҫне алла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех