Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унпа (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа эсӗ мана тӗллесе пенӗ, вӑл манрах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ах, эсӗ… — куҫӗсене чарса пӑрахрӗ Тукай, ҫавӑнтах унталла-кунталла ҫаврӑнчӗ, ал айне пулнӑ патака илчӗ те унпа Ахтупая яра пачӗ — Ак сана!

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫав тери юратать-ҫке ывӑлӗ хӑйӗн утне, унпа пӗчӗк ачапа калаҫнӑ евӗр калаҫать, темле мыскара та туса хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Картишӗнчи темиҫе кӗлет пӗтӗмпех унпа тулса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сисмест мар, сисет Тукай — Урасмет унпа ӑмӑртма хӑтланать, унтан ҫӳлерех вӗҫме ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа пӗрле мӑрса тарҫисемпе ӑна пӑхӑнса тӑракан ҫынсем те куҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа кӳршӗллӗ е урам урлӑ тепӗр ывӑл-хӗр килӗ вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа юнашар ларакан бакшей Бозек та черккесен тӑррисене ҫеҫ татса парать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат ашшӗ хӑйне сӑнаса пӑхнине асӑрхаса кулса ячӗ, сӑран аттине аллинчи хӑва хуллипе ҫатлаттарчӗ те: — Атте, пар мана яланлӑхах хӑвӑн Асаматна, питӗ ҫӑмӑл унпа ҫӳреме! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чылай енӗпе унпа килӗшмест, чылай енӗпе ӑна шанса та пӗтереймест, анчах юратать.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миҫе ҫул пӗрле пурӑнать вӑл Чураппапа, унпа пӗрле мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт, мӗн чухлӗ инкеклӗ кун пурӑнса ирттернӗ, иккӗшӗнчен пулнӑ хӗр ачана вун ултта ҫити пӑхса ӳстернӗ, пурнӑҫ юратусӑр та пулман темелле, ҫапах та вӗсем ку таранччен чун-чӗре, шухӑш-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен пӗр пек ҫынсем пулса тӑраймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Карамышпа унпа ан ҫыхлан.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах эсӗ ҫакна пӗлетӗн-и, Ахтупай: алла илмен юпах тиха та малтан нихҫан тата никама тыттармасла ӗрӗхсе ҫӳрет; лаша тытса курман ҫын вара унпа иртен пуҫласа каҫчен айкашать; Урасмет пек улшуҫ вӑл юпах тихана пӗрре куҫ хупса иличчен йӑлмак тӑхӑнтартать, сан пек каччӑ ура сырнӑ тӗле ял тӑрӑх пӗр-иккӗ чуптарса тухса чӑм шыва ӳкерет.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те Урасмет тарҫи ҫамрӑк та вӑйлӑ ҫын пулмалла, вӑл килте темиҫе лаша пӑхма ҫеҫ мар, унпа пӗрле сунара тухма, ҫул ҫӳреме тата Урасмет ҫук чух пӗтӗм хуҫалӑха тытса тӑма пултар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм пулас умӗн алманчӑ Урак ывӑлне тата унпа пӗрле килнӗ ҫирӗм ҫынна кӳршӗ яла ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ывӑлӗ унпа тавлашмарӗ, анчах Ахтупай ун пек паттӑр пулнипе те хӑйӗн ӑшӗнче килӗшме пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ан ҫыхлан эс унпа, Урасмет.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Турӑ ан хуштӑрах Урасмета унпа ҫыхланма.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унпа ӑна ҫунтарса илем.

Я его разожгу.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Ҫавӑнтан пуҫласа йытӑ арӑсланпа пӗр читлӗхре пурӑна пуҫланӑ, хаяр чӗрчун ӑна тивмен, унпа пӗрле апатланнӑ, ҫывӑрнӑ, хӑш чухне вылянӑ та.

С тех пор собачка жила в одной клетке со львом, лев не трогал ее, ел корм, спал с ней вместе, а иногда играл с ней.

Арӑсланпа йытӑ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 34–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех