Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫавӑн (тĕпĕ: ҫав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах, вӗлер те, ҫук иккен манӑн ҫавӑн чухлӗ шухӑшран чи кирлине суйласа илсе пӗр тӗвве ҫыхас пултарулӑх!

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫак статьяна, ҫак сӑмахсене тупса вуласшӑнах ҫавӑн чухлӗ журнал, ҫавӑн чухлӗ кӗнеке сарса пӑрахнӑ-и вӑл хӑй йӗри-тавра?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӗлӗнмелле: ҫавӑн пысӑкӑш выставка Аннушкин картинисемсӗр…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин ӑна ҫӑкӑр татӑкӗ пӑрахса паратчӗ, лешӗ хырӑмӗ тем пек выҫнӑ пулсан та васкамасӑр чӑмлама тытӑнатчӗ е, ҫавӑн пекех васкамасӑр, улахрах вырӑна йӑтса тухса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Урайӗнче — кавирсем, йӗри-тавра хаклӑ сӗтел-пукан — мӗн тесе йытӑ усрамалла-ха ҫавӑн пек хваттерте?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Аннушкин хӑйӗн шухӑшӗсене пирвайхи тӗлпулурах ҫапла тӳррӗн каланинчен ытла мана ҫак пысӑк художник, Мускавра та, тӗнчери выставкӑсенче те кӑтартнӑ нумай картина авторӗ, журналист мӗн ҫырни-ҫырманнине сӑнасах пыни, ҫавӑн валли те вӑхӑт тупни тӗлӗнтерет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫавӑн чухне нихӑҫанхинчен те ҫутӑрахчӗ Верук сӑнӗ, нихӑҫанхинчен ҫепӗҫрехчӗ сасси, янӑравлӑрахчӗ кулли, ҫӑмӑлрахчӗ утти.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫынсем килсен, мана мухтам пек туса ларать, тухса кайсан, каллех ҫапӑҫать: «Ма сиввӗн пӑхса лартӑн, ма пӗр сӑмах та каламарӑн, мана юратманнине кӑтартас терӗн-им?» ҫавӑн пек чуна илекен калаҫу кӑна.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн пек ҫанталӑкра Верук йӳле пилӗкӗн чупса килчӗ те тӳрех Тимуш умне чӗркуҫленсе ларчӗ, йыснӑшӗн урине, аллине чуптурӗ, куҫран пӑхса, пыр тӗпӗнчен тухакан илемсӗр хӑрушӑ сасӑпа тархасларӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Е шӑпах ҫавӑн пек этем килӗшет-и сана, ухмантее?»

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Укаҫ валли шӑпах ҫакӑн пек ҫын тупӑнасса шаннӑччӗ, Укаҫ ҫавӑн пек ҫын ҫумӗнче телей курасса пӗлсех тӑратчӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн пек упӑшка кирлӗ те Укаҫа.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн пек ҫынна шыратӑп та эпӗ! — савӑннипе пӗҫҫине шарт! ҫапрӗ директор.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Калаҫма юратакан Кӗҫтук ҫавӑн чух Тимуш пуҫне сутмалли юмахсемпе ҫавӑрса пынӑччӗ, шӑнкӑрч пек, тӑри пек, шӑпчӑк пек, темле кайӑк пек те юрласа тӗлӗнтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн, чӑнах та ӗнтӗ, ырри мӗн юлӗ Туруновӑн?

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пек улӑпа йӑтса килчӗ Турунов!..

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑй мӗн шутланине пӗлтересшӗн пулчӗ вӑл, ахӑртнех, Думитрун малтанхи арӑмне.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ертсе пыракан ҫын пултарулӑхӗ васкатма-хистеме пӗлни мар, ӗҫе ҫынсен кӑмӑлӗсене ҫӗклентермелле, пуҫарулӑхне аталантармалла йӗркелеме пӗлни — сӑмах ҫавӑн ҫинчен пырать, — хушса хуратӑп эпӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ытти пысӑк ыйтусем пуҫа ҫурса тухасла ҫаврӑнса-пӑтранса тӑнӑ чух вӗсем пирки калаҫса ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта ирттермелле иккен-ха!

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавӑн пек ҫынсемпе танлаштарсан, тепӗр хӑюллӑ ҫын, пӗтӗм ӗҫе, пӗтӗм йывӑрлӑха хӑй ҫине илекен ҫын — ан тив, вӑл час-часах йӑнӑштӑр — ҫӗр хут лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех