Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем йӑмрасем айӗнче, юханшыв юхтарса кӳрсе тултарнӑ хӑрӑк-харӑк купи евӗр, кӗпӗрленсе выртаҫҫӗ, пурте таса мар ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫи-пуҫлӑ, ҫӳҫӗсене тураман, юлхавскерсем тата пурин сӑн-сӑпатне те тенӗ пекех пӗр тӗрлӗ сӑн-питлӗх, нумай хура-шур курнӑ, нимӗнрен те тӗлӗнме пӗлмен ҫынсен мӑнаҫлӑ мӑнкӑмӑллӑх сӑн-питлӗхӗ витсе тӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Дарьюшка каласа панӑ тӑрӑх, килте чухне хӑрах куҫ хӑйӗн пысӑк кӗнекисене вуланӑ иккен, тата, хӑш чухне, хӑйпеле хӑй те калаҫнӑ пулать; слободари карчӑксем ӑна тухатмӑш тесе тата хура кӗнекеҫӗ тесе чӗнетчӗҫ, ҫамрӑк хӗрарӑмсем унӑн совеҫӗ таса мар тесе те калаҫкалатчӗҫ, вӑл мӗнлескер этем пулни ҫинчен мужиксем ӑна темиҫе хутчен те тӗпчесе пӑхнӑ, анчах — кӑлӑхах пулнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Анатоль, студент пулнӑ вӑхӑтри ҫамрӑк ӗмӗтсене халӗ те тап-таса тытса усранӑскер, хӑйӗн чӗри ырӑ кӑмӑлпа тапнӑшӑн, хресченсене ирӗке кӑларас шухӑш пулнӑшӑн савӑннӑ пулин те, унӑн таса шухӑш-кӑмӑлӗ Польша енче пулнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Хӑйне ялан кӳрентернине, хӗсӗрленине тӳссе пурӑннӑ Анатоль, ӑшӑ та таса чӗреллӗ ытти ҫамрӑксем пекех, хӑй валли ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ тупать; вӑл пӗр хӗре тӗл пулать, ӑна чунтан, пӗтӗм чӗререн юратать.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫырнине хуратнӑ та вӑл, темиҫешер хут та вуласа тухнӑ, хушнӑ, кӗскетнӗ, юлашкинчен, ҫырни хӑйне кӑмӑла каймалла пулса ҫитсен, вӑл пӗр-икӗ хут, ӳслӗке еричченех, табак шӑршланӑ та малтан ҫырнине таса хут ҫине ҫырма тытӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫак йывӑр, анчах таса тивӗҫне пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй малтан кам пулнӑ — каллех ҫавӑн пек ҫын, стряпчий пулса тӑнӑ та, хӗрӗн пӳлӗмӗнче ҫав тери тӗплӗн ухтарма тытӑннӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Тепӗр кунне Михайло Степанович майорпа унӑн арӑмне ҫапла пӗлтернӗ: вилнӗ инке мана сире пӑрахма хушман, эпӗ унӑн кӑмӑлне таса чӗререн туса пырса, сире икӗ пин тенкӗ паратӑп, тенӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Лев Степанович хӑйӗн пӗтӗм кунӗсене ҫав тери чаплӑ гражданла ӗҫсене халаласа ирттернӗ, хӑйне юратнине кӑтартакан пысӑк паллӑсем илнӗ, патшан «таса» хулпуҫҫине чуптунӑ вӑхӑтра, унӑн шӑллӗн карьери урӑх енпе майлашӑнса пынӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл хӑйӗн ачи ҫакӑн пек лайӑх пулнӑшӑн, унӑн сӑнӗ-пичӗ ним айӑпсӑр таса та уҫӑ пулнӑшӑн телейлӗ пулчӗ, вӑл ун ҫине кӗлтурӗ.Она была счастлива, он так хорош, черты его так невинно чисты и открыты, она молилась ему.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вара вӑл ун ҫине нумайччен, каҫса кайса, пӗтӗм чунтан, таса куҫӗсемпе тинкерсе пӑхрӗ, ун пек пӑхма амӑшӗн юратӑвӗ кӑна пултарать.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
— Ах, анне-турӑ, таса турӑ амӑшӗ, — терӗ те ӑна хирӗҫ старик сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, — куҫсем ҫавӑн пекрех пулса кайрӗҫ ҫав, матушка… кама паллаймарӑм иккен эпӗ, э?
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫавӑн пек аристократла асаилӳсемшӗн Ефимка кӑмӑллӑ пулнӑ, вара яланах, праҫникӗн пӗрремӗш кунӗнче, каҫхине, ытла урах та марскер, кучерсем пурӑнакан таса мар, пӑчӑ пӳлӗмре, ӗлӗк ӗҫсем мӗнле пулни ҫинчен кама та пулин каласа парса хӑйӗнчен хушса хунӑ:
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
«Енчен те эпӗ ҫак кӑҫалхи ҫул та хамӑн таса тивӗҫе пурнӑҫламан пулсан, сирӗн превосходительствӑна халь ҫывхарса килекен чаплӑ та хаваслӑ праҫник ячӗпе пӗтӗм чун-чӗререн саламламан пулсан, хама эпӗ каҫарма ҫук айӑплӑ ҫын тесе шутланӑ пулӑттӑм».
Тивӗҫ — нимрен малтан // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Эпӗ Анетӑна курмасӑр тӳсме пултарайман; ун патне кайни, унӑн аллине чӑмӑртани, ним чӗнмесӗрех, куҫпа пӑхнипех ӑна пӗр художник теприне калама пултарнине калани, ӑна ҫав тери таса самантсемшӗн, чуна пур лӑпӑр-лапӑрсенчен тасалма пулӑшакан хумханушӑн тав туни мана сывлӑш пекех кирлӗ пулнӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Тата мӗн кирлӗ-ха сире, — ӑна хирӗҫ хӗрӳленсех каларӗ славянин, — пирӗн актрисӑсем ҫукки ку ӗҫ славян хӗрарӑмӗ таса чунлӑ та сӑпайлӑ пулнипе ҫыхӑнма пултарайманнинчен килет: вӑл ним шарламасӑр пурӑнма юратать.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Анчах та пӗлетӗр вӗт, унӑн кӑмӑлӗпе йӑлисем пачах та таса пулса юлнӑ теме ҫук.Ну, а знаете, нельзя сказать, чтоб нравы ее сохранились совершенно чистыми.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Унӑн таса кӑвак куҫӗсем пӑрахут ҫине тинкернӗ.
VIII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ан тив, хӑй таса чиркӗве парӑннине вӑл хӑй кӑтартса патӑр, пирӗн тӗне намӑсланӑ сӗтӗрӗнчӗк хӗрне хӑй суд тутӑр!Пусть он докажет свою преданность святой церкви, пусть сам судит изменницу!
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл пирӗн таса тӗне мӑшкӑлларӗ, пире намӑс турӗ.Это она надругалась над святой верой нашей, покрыла нас позором.
I // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӗсем ҫаплах, Мигель ҫамрӑк чухнехи пекех, хӗҫӗсене ҫӑмӑллӑн ярса тытнӑ, ҫаплах таса турӑ амӑшне тата Иисус ятне асӑнса ҫӑмӑллӑнах тупа тунӑ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.