Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыхса (тĕпĕ: ҫых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр тутӑра икӗ каҫра ҫыхса пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Сӑмахран, ывӑлӗсене, кинӗсене кофта-свитер ҫыхса тӑхӑнтартасшӑн.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унччентерех мулинепе, шӑрҫапа тӗрлесе, ҫыхса, ҫӗлесе тӗлӗнтеретчӗҫ ялсенчи ылтӑн алӑллӑ ӑстасем, хальхинче вара тӑмран, ҫӑмран, типнӗ ҫулҫӑран, лентӑран тӗрлӗ илемлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Выльӑх-чӗрлӗх усрать, алӑ ӗҫӗ тӑвать - тӗрӗ тӗрлет, алса-чӑлха ҫыхса сутать, хур мамӑкӗнчен утиялсем ҫӗлет.

Домашних животных держит, занимается рукоделием — вышивает, продает связанные носки и рукавички, из гусиного пуха шьет одеяла.

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Юлашки мӑшӑр чӑлхана ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Вӑл килӗрен ҫӑм пуҫтарса арлатчӗ, эпӗ ҫыхса тӑраттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771

Вӑхӑта хаҫат-журнал вуласа, радио итлесе, тӗрӗ тӗрлесе, кавир, алсиш-чӑлха ҫыхса ирттеретӗп.

Так провожу время: читаю газеты-журналы, слушаю радио, вышиваю, ковер, варежки и чулки вяжу.

101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех