Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл та ҫапла туй хыҫҫӑнхи чӑп-чӑп каҫӗ иртсен ун умӗнче ҫакӑн евӗрех пуҫа усса тӑратчӗ, эрленсе-хурланса хӑйне пӗччен хӑварнӑшӑн ӑна ӳпкелешсе калаҫатчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патша хӗрпе калаҫнӑ чухне вӑл вӗҫӗмсӗр Укаслу ҫине пӑхрӗ, ассӑн-ассӑн сывла-сывла илчӗ, хӑйне вырӑн тупаймарӗ, унтан вара Хусанкка хыҫҫӑнах хуллен алкумне шӑвӑнса тухса пурин куҫӗ умӗнчен те ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачавӑн хӑйне нимшӗн ӳпкелемелли те ҫук: вӑл хӗре хӑй мӗн пултарнӑ таран пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне такам питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫапнӑ пек Укаслу шарт сикрӗ, унтан вара сасартӑках ҫав тери ывӑннӑ пек пулчӗ те, енчен енне тайкаланса, уҫӑ алӑкран алкумнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патшан ҫак сӑмах-пуплевне илтсенех, хӑйне парас тенӗ укҫа хутаҫҫине курсанах аякран килнӗ хӗр тата ытларах эрленсе-хурланса йӗрсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша хӑйне чӗнсе калаҫма тытӑнсан ҫеҫ вӑл тӑна кӗнӗ пек пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл итлекенсем хӑйне ӗненмерӗҫ тесе шухӑшларӗ те хӗрсе кайсах ӑнлантарма тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр, патша текен ҫын хӑйне ҫапла йӑтса тӑратнинчен тата кӑмӑллӑн калаҫнинчен тӗлӗнсе, пӗр саманта ним чӗнме аптраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вӗт пирӗн хӑйне евӗрлӗ элчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей сӑмах мӗн пирки иккенне ӑнланаймасӑр, хӑйне ун-кун пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ҫак хӑйне евӗрлӗ йӑла-йӗркере этем пурнӑҫшӑн епле ӑнтӑлнине, тискер вилӗме епле пулсан та ҫӗнтерме ӗмӗтленнине лайӑх ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мулентей ҫук, — хӑйне ҫапса пӑрахасран хӑранӑн хуравларӗ ватӑ килхуҫи.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик хӑйне тӑсса панӑ хӗҫе ярса тытрӗ те Пӑкачава ҫӗре ҫитиех пуҫ тайрӗ, вара тин ӑна эпи-карчӑка тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патшапа пӗрле килнӗ хусахсем те, калаҫу мӗн пирки пынине итлесе, ун-кун пӑхкаларӗҫ, хӑйне евӗрлӗ шӑрша кашни хӑй чухланӑ пек хак пама тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Юрӗ эппин, — терӗ, — ан тив сан тӑвану патшана хӑйне хӑна тутӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пирӗншӗн хӑйне евӗрлӗ тӗп хула пек пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах вӑйӗ ҫитеймерӗ ҫав — хӑйне йӑтӑрласа тытнӑ алӑсене те вӗҫертеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлет кӗтесӗ хӑйне ҫак ҫын ытамӗнчен упраса-сыхласа хӑварма пултараяс пек, ун ҫумне тӗршӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

… Юлташӗн ӳтне ҫӗклесе илме тӑнӑ Укаслу хӑйне хӑвалакан ут ҫывӑхрах хӑртлатнине илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл хӑйне туртса ҫыхнӑ кантраран хӑтӑлас тесе тем те туса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех