Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тунӑ (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнланмалларах каласан, кӗркунне тӗрӗслев тунӑ чухне утарҫӑ апачӗ ҫитет тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Уйрӑмах ҫуркунне, ҫунатлӑ туссем пӗрремӗш вӗҫев тунӑ хыҫҫӑн, ҫанталӑк тепӗр хут сивӗтсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Виҫӗм ҫул та, пӗлтӗр те вӗсем тунӑ икӗ преступление регистрациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

Унчченхи ҫулсенче тунӑ преступленисем пирки те, хӗҫ-пӑшалпа, наркотиксемпе саккуна пӑсса усӑ курнине тӗрӗслесе тӑрассипе те, тарса ҫӳрекен преступниксене шыраса тупас тӗлӗшпе те ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккунлӑхшӑн тӑрӑшасси — тӗп тӗллев // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%b2/

1978 ҫулта, совхоз районти пӗтӗм хуҫалӑхпа пӗрле мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртмалли пысӑк комплекс тунӑ вӑхӑтра, ҫу кунӗсенче унта ӗҫлерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Унта паян пирӗн тӑрӑхра тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакан ҫӗршер ҫын хӑйсен пӗрремӗш утӑмӗсене тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Ҫавнашкал кунсенче вӗсене пурне те чугун ҫул ҫинче юр хырма тата ун хӗррипе лартнӑ 2x2 метрлӑ, хӑмаран ҫапса тунӑ хӳтлӗхсене юр айӗнчен кӑларса, тепӗр хут лартма хӑваланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ҫак вӑрманӑн уссине чугун ҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ ял ҫыннисем тивӗҫлипех хаклаҫҫӗ, юратса та тӑрӑшсах ӗҫлеҫҫӗ, тимлесе тунӑ ӗҫ яланах илемлӗ, тӗплӗ, лайӑх пулать, Ку вӑрмана лартиччен, хӗллехи куҫ курми ҫил-тӑманлӑ та шартлама сивӗре, ҫав ҫынсем нихӑҫан ӑшӑ пӳртре канлӗн ларса курайман.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Ку вӑрман вӗсене сарӑлса кайма памасть, шалкӑм ҫумӑр вӑхӑтӗнче, шпалсем айне сарнӑ хӑйӑрпа чулсене куҫасран, аварисем пуласран тата ҫул тунӑ чухне, тӑпра кӑларнӑ вырӑнти ҫӗре ишӗлесрен хытӑ сыхлать.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Тӗрӗсех калаҫҫӗ: «Юратса лайӑх тунӑ ӗҫ лайӑх тухӑҫ парать».

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Питомникре ӗҫлекенсем хӑйсен ӗҫне часах кураҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсен йӑнӑшма юрамасть, ӳркенсе тата юратмасӑр тунӑ ӗҫ питӗ хакла ларасса лайӑх пӗлетчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫуркунне ҫӗр пиҫсенех, ӑна тимлӗн кӑпкалатса йӑрансем туса хатӗрлесен, акмалли йӗрсене яланах асӑрхануллӑн маркерсемпе паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Вара хӑйсем валли тунӑ утӑ капанӗсем патне чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Йӗри-тавра хулӑн хӑмасенчен тунӑ тенкелсем, варрине сӗтел майлӑ тӑваткалласа яка хӑмасем ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫак этем аллипе тунӑ илеме курсан, такамӑн та кӑмӑл ҫӗкленмелле.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Антун мучи вӗтӗ хӑваран тунӑ карҫинккаран шӑрттан кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫакна бригадир асӑрхаса: — Ҫак шурӑ татӑксене кашни икӗ метртан ҫыхнӑ. Вӗсем посадка ретне кӑтартаҫҫӗ. Туя ҫинчи пӗр метртан тунӑ паллӑ, йывӑҫ лартмалли ретри шӑтӑк вырӑнне пӗлтерет. Ҫапла иккӗн пӗрле вунӑ метр тӑршшӗ вӗрене туртса тӳрех пилӗк ретри йывӑҫ лартмалли вырӑнсене паллӑ туса хӑваратпӑр. Ҫав паллӑпа вара шӑтӑксем чаватпӑр, — терӗ, мана шаларах кӗме чӗнсе.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Юратса тунӑ ӗҫ ялан илемлӗ пулать, — терӗм эпӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсем калаҫнӑ хушӑра эпӗ тунӑ «ырӑ ӗҫе» кӑтартасшӑн пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Темшӗн-ҫке ху аллупа тунӑ ӗҫ яланах чуна ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех