Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Киле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсборн кӑмӑлӗ улшӑннӑшӑн хӑраса та канӑҫсӑрланса ӳкрӗ, вара пуҫне киле ирхине таврӑнсан аванрах пулӗ текен шухӑш пырса кӗчӗ, ҫапла вӑл ҫӗрӗн юлнӑ вӑхӑчӗ кӑмӑлне пӑсмасӑр, асаплантармасӑр иртессе шанчӗ, хӑй мӗншӗн таврӑнайманнине арӑмне ӑнсӑртран вӑрӑма кайнӑ, ӑнланма ҫук хӑтлану пек кӑтартас терӗ.

Он был испуган, расстроен своим состоянием, и ему пришло на мысль, что лучше явиться домой утром, чтобы избежать расстройства и тяготы всей остальной ночи, тем более, что утром он надеялся представить жене все как нелепую, случайно затянувшуюся выходку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.

Эпӗ ак ҫакна ҫеҫ ас туса юлтӑм, киле ҫурма тӑнпа ҫитрӗм темелле.

Я помню только вот это и шел домой в полусознательном состоянии.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 147–152 с.

Пурӑна киле Редотт Бельги ҫыннипе туслашрӗ, кӑштах ӗҫсе хӗрнӗ самантра тусӗ умӗнче хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне уҫрӗ.

Случилось, что он подружился с одним бельгийцем и, малость подвыпив, открыл ему свою тайну.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Киле кайни аванрах-тӑр, — хуҫасем ҫине йӑл куллине ҫӗмренле ывӑтрӗ Тильс.

— Я лучше пойду домой, — сказал Тильс, стремительно улыбаясь хозяевам.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Киле эрнеренех ҫитетӗп.

Я буду дома через неделю.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Эпӗ вара шур эрехе янклаттаратӑп та киле каятӑп.

А я вот чирикну водочки да и домой.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Ара, ашшӗпе амӑшӗн килне, хӑй ҫуралнӑ киле кайнӑ вӑл!» — тавҫӑрса илчӗ те Варламов йӗре-мӗне пӑхмасӑрах унталла чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Акӑ мӗн, манӑн тул ҫутӑличчен киле кӗрсе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах киле тӳрех пыма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Атя, луччӑ, киле кӗрсе, ӑшӑ ҫӗрте кӗтер начальниксене…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюк, киле кайса килем-и, ами.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Киле таврӑнсан, вӑл чи пирвай выльӑхсене лупасайӗнчен апат антарса пачӗ, ӗнине сурӗ, унтан, сивӗ пуссах килнипе, ҫӗрлене пӑхмасӑр вут хутса кӑларчӗ, нимӗнле апат пӗҫерес килменрен, кӑмакана ҫунӑ ҫӗрулми пӑрахрӗ, кайран ӑна тин сунӑ сӗтпе кӑп-кап хыпкаларӗ те ӑшӑ пӳртре тимӗр кравать ҫине вырӑн сармасӑрах выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кай, мӗнле вара вӑл, калӑпӑр, ӗне киле ҫӗрлене килмесен? — ӑнланмарӗ ял Совет председателӗн Шикки Ваҫҫин арӑмӗ Матӗрне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кулака та тӗкӗнмелле мар имӗш, ма тесессӗн пурӑна киле вӑл хӑех социализма килӗштерсе пӑрахӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Килмелле марччӗ Хӗлимунӑн ку киле, тем тесен те, килмелле марччӗ!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Киле ҫитсе курмалла манӑн, сан шухӑш мар халӗ, ху куртӑн мӗн пулса иртнине, — сиввӗн татса хучӗ ӑна Калюков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ну, Антун Иванчӑ, пурте ырса ҫитрӗҫ курӑнать, канасшӑн, эпӗ те киле, ӑшӑ матка ҫумне кайса выртам пуль, хе-хе, — терӗ Оглоблин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата… капла пурӑна киле пиртен пӑрӑнас текенсен те ҫулӗ хупӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫула май ман киле кӗрсе тух, Санюка кала, мунча хуттӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртнинче киле килнӗ чухне ментсем таҫтан ҫӗр варринчех персе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех