Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Костя кӑштах именнӗ пек пулса партизансем ҫинелле пӑхса илчӗ.

Костя смущенно оглянулся на партизан.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Вӑт мӗнле пулса тухрӗ вӑл!

— Вот как оно вышло!

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Анчах хӑй ӑшӗнче кӑмӑлсӑр пулса пурӑнасси Лозневойӑн ҫарта та иртсе кайман.

Но и в армии у Лозневого не прошло внутреннее недовольство.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав сборсем иртнӗ хыҫҫӑн Лозневоя офицер пулса ҫарах юлма сӗннӗ.

После таких сборов Лозневому предложили остаться в армии офицером.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗ ӑнманнине вӑл ҫапла ӑнлантарма тӑрӑшнӑ: «Пӗр идея кӑна, коллектив ирӗклӗхӗ кӑна пуҫ пулса тӑракан ҫӗршывра уйрӑмах пултаруллӑ ҫын хӑйне хӑй палӑртма пултараймасть», тенӗ.

Он так старался объяснить, почему жизнь не сложилась: « В стране где есть только одна идея, где во главе стоит воля коллектива, особенно способный человек не может заявить о себе».

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫӗршывра калама ҫук пысӑк ӗҫсем пулса пынӑ, вӑл ҫав ӗҫсенчен аякка татӑлса юлнӑ, пӗтӗм халӑх пӗрле, пӗр пулса, пит хытӑ тӑрӑшса ӗҫлесе пурӑннӑ, анчах вӑл, хӑй сисмесӗрех, хӑйне хӑй ҫав пурнӑҫран кӑларса пӑрахнӑ.

В стране совершались грандиозные дела, а он оторвался от них; весь народ жил напряженной и сплоченной жизнью, а он незаметно выключил себя из нее…

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Унӑн юлташӗсем ӗнтӗ, университет пӗтерсе, ачасене вӗрентсе пурӑннӑ, халӑх валли ҫутҫанталӑкри пуянлӑхсене шыранӑ, заводсен лабораторийӗсенче тӑрӑшса ӗҫленӗ, анчах вӑл, Владимир Лозневой, е иллюзионистсемпе акробатсен пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк труппинче администратор пулса ӗҫленӗ, е кӗсъене укҫа чикме май килнӗ ҫӗрте, катка кӑшӑлӗ, хӑми тата йывӑҫ хуппи таврашӗ хатӗрлес тӗлӗшпе Промкомбинат уполномоченнӑйӗ пулса ҫӳренӗ, е тата пӗр-пӗр пӗчӗкрех клубра ташӑ курсӗнче вӗрентсе пурӑннӑ…

Его товарищи, окончив унивеситет, жили и обучали детей, искали для людей богатства природы, старательно работали на заводах, а он Владимир Лозневой то служил администратором в бродячей труппе иллюзионистов и акробатов, то был уполномоченным Промкобината, где можно было сунуть денег в карман, то вел курсы танцев в небольшом клубе…

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Куратӑн-и, мӗнле пулса пырать, Владимир? — тенӗ вӑл.

— Видишь ли, что выходит, Владимир? — сказал он.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пурӗпӗр ҫӑнӑх пулса пырать! — Лозневой Костьӑна йӑл култарма хӑтланса, хулпуҫҫийӗсенчен тытса силлерӗ.

— А все получается мука! — Лозневой тряхнул Костю за плечи, заставляя улыбнуться.

XVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— А-а, Марийка! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Лозневой, анчах ҫав хушӑрах, хӑй ӗнер Марийкӑпа харкашнине аса илсе, нимӗнле мар пулса кайрӗ.

— А-а, Марийка! — Лозневой обрадовался и вместе с тем смутился, вспомнив вчерашнюю ссору с Марийкой.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь акӑ куратӑн-и, мӗн пулса тухать?

И вот, видишь, что получается?

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хурарах ҫӳҫне юсаса, тутине пӑчӑртаса тытса, вӑл тӑруках сивӗ ҫын пек, тем ҫинчен хытӑ шухӑшланӑ пек пулса тӑчӗ.

Оправив темные волосы, поджав губы, сделалась сразу строгой и сосредоточенной.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫитменнине тата, тепӗр чух, малтан ӑнман пек туйӑннӑ ӗҫ те, кайран, кӑштах вӑхӑт иртсен, пысӑк ҫитӗнӳ пулса тӑрать.

Притом, что иногда кажется неудачей, то через некоторое время может оказаться большой удачей.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӗпе-сапа ҫанталӑклӑ кунсенче вӑл, хуньашшӗ мӗн-мӗн тунине сӑнаса пурӑннӑ май, ӑнланса илчӗ: хуньашшӗ пачах урӑхла ҫын пулса кайнӑ-мӗн.

В дни ненастной погоды она, наблюдая за тем, что делает свекр, поняла: свекр стал совсем другим человеком.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь вӑл хӗрарӑм, ҫамрӑк ҫеҫ хӗр-арӑм пулса тӑчӗ, анчах ытти хӗрарӑмсем пекех, хуйхӑ-суйхӑ пур чух, хӑйне хӑй пит лӑпкӑ та йӗркеллӗ тыткалать.

Она стала женщиной, еще очень молодой, но, как все женщины, — особенно в горе — тихой и сдержанной.

XII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пурте пухӑнса ҫитрӗҫ, — юриех хисепленҫи пулса ответлерӗ Ерофей Кузьмич.

— В полном сборе, — с лукавой почтительностью ответил Ерофей Кузьмич.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ирхи 4 сехет те 10 минутра М-7 «Атӑл» ҫул ҫинче пулса иртнӗ.

Происшествие случилось 29 декабря на федеральной трассе М7 утром в 4 часа и 10 минут.

Икӗ машина ҫапӑннӑ та виҫҫӗн аманнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24001.html

Малтан ытлашширех калаҫнӑ Агеевна халь хӑй те ӗненме пуҫларӗ, калаҫу шӑп та шай Яша каланӑ пек пулса иртнине халь вӑл хӑй те пӗр иккӗленмесӗрех ҫирӗплетрӗ:

Сторожиха Агеевна, вначале наболтавшая лишнего, сама начала верить, что разговор происходил именно так, и охотно подтверждала:

X // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакӑнти вырӑнсене йышӑнса илсе, хуҫа пулса тӑма питӗ хӗн, доктор!

Очень трудно, доктор, осваивать эти просторы!

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куратӑр-и, мӗн пулса тухать?

Видите, что получается?

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех