Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тепӗр сăмах пирĕн базăра пур.
Тепӗр (тĕпĕ: тепӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Андрий хӑй урайӗнче, аллине пуҫ айне хурса ҫывӑрать, Леон — сӗтел ҫинче, Раймонд — тепӗр сак ҫинче.

Сам Андрий спал на полу, подложив руку под голову, Леон — на столе, Раймонд — на другой лавке.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вӑл Раймонд ҫине пуҫран пуҫласа ура тупанне ҫити тепӗр хут пӑхса илчӗ те, епле те пулин ҫемҫерех калама тӑрӑшса: — Каласамӑрччӗ, мӗн майпа эсӗр ҫак тискер кампание лекрӗр? — тесе ыйтрӗ.

Она еще раз оглядела с головы до ног Раймонда и, стараясь быть как можно ласковей, спросила: — Скажите, как вы попали в эту ужасную компанию?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пӳртӗн чӳречисене пурне те типтерлӗн карнӑ хыҫҫӑн, Раймондпа Птаха кил тавра тепӗр хут утса ҫаврӑнчӗҫ.

Когда все окна в домике были плотно завешаны, Раймонд и Птаха еще раз обошли усадьбу вокруг.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Раймондпа Щабель калаҫнӑ вӑхӑтра картишӗн тепӗр енче Пшигодски Францискӑпа сывпуллашса тӑнӑ.

В это время на другом конце двора Пшигодский прощался с Франциской.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эпӗ выҫӑ мар, — тепӗр хут кутӑнлашса хирӗҫрӗ Франциска.

Я сыта, — еще раз упрямо отказалась она.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Лапка-лапка юр ҫӑвать, тепӗр сехетрен нимӗнле йӗр те пулмасть.

Снег пошел густо, через час все следы заметет.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем те именирен тухса кайрӗҫ.

Через двадцать минут и они оставили усадьбу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пшигодски пӳлӗмсене тепӗр хут тӗрӗслеме чупрӗ.

Пшигодский бросился еще раз проверить комнаты.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

 — Чуптар, Сачок, яла, тепӗр сехетрен каччӑсем юланутпа килччӗр.

— Езжай, Сачек, в деревню, чтоб через час хлопцы были на конях.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тепӗр сехетрен лешӗ хуларан хурлӑхлӑ хыпарпа таврӑнчӗ.

Через час он вернулся с печальной вестью.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Акӑ, тата тепӗр ҫын!

А, вот и еще один!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Раевски Ядвига пурӑнакан кил патӗнчен тепӗр енӗпе иртсе кайрӗ, вӑл арӑмӗн хваттерӗ енне пӑхмарӗ те.

Раевский прошел мимо дома, где жила Ядвига, по другой стороне улицы, даже не взглянув туда.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тепӗр кун ирхине Врона патне заводран та, вокзалти жандарм управленинчен те пӗр харӑсах шанкӑртаттарчӗҫ.

Утром следующего дня Броне позвонили сразу и с завода и из вокзального жандармского управления.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Часах вӑл Раевская ӗлӗкрех тепӗр урамра, пӗччен те мар, ывӑлӗпе пурӑннине пӗлчӗ.

Вскоре он уже знал, что Раевская раньше жила на другой улице, и не одна, а с сыном.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Анчах, тата тепре тӗл пулсан, унӑн ҫӳҫ пайӑркисенче кӑвакарнӑ йӗрсене курса асӑрханӑ хыҫҫӑн вӑл тата тепӗр пилӗк ҫул хушрӗ.

Но при второй встрече, рассмотрев в локоне предательскую седую полоску, прибавил еще пять.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Эшелон, пушӑ полустанкӑран вӗҫтерсе иртсе, тепӗр ҫур сехетрен пускил станцӑна персе ҫитрӗ.

Эшелон промчался мимо пустынного полустанка и через полчаса влетел на соседнюю станцию.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тепӗр сехет ҫурӑран шинелсӗр юлнӑ нимӗҫсем — шинелӗсене вӗсенне хыва-хыва илнӗ — хӑшӗ-пӗрисем ҫара уранах тӑрса юлнӑскерсем, виҫӗ енчен поляксем ҫавӑрса илнипе, станца тулашне тухрӗҫ.

Через полтора часа, без шинелей, которые с них сняли, а кое-кто и разутый, немцы, окруженные с трех сторон поляками, были выведены за станцию.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Вокзалра вӑрӑм уралӑ нимӗҫ салтакӗ пӗр вакунран тепӗр вакун патне чупса ҫӳресе, уҫӑ алӑксенчен савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрнӑ:

Длинноногий немецкий солдат бегал от вагона к вагону и радостно кричал в открытые двери:

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тавар станцин парапечӗ тӑрӑх нимӗҫ салтакӗсем тӑкӑс цеп пулса выртса тухнӑ, салтаксен тепӗр ушкӑнӗ платформа ҫинче бронеавтомобилпе тата орудисемпе тӑрмашать.

Густые цепи немцев залегли вдоль парапета товарной станции, другая часть солдат возилась на платформах с бронеавтомобилем и у орудий.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Тепӗр самантран вӗсен сассисем те илтӗнми пулчӗҫ.

Через минуту их не стало слышно.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех