Шырав
Шырав ĕçĕ:
55. Ҫапла тӑрса, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне хытӑ сасӑпа каласа пилленӗ: 56. Хӑйӗн Израиль халӑхне, Хӑй каланӑ пек, лӑпкӑ пурӑнӑҫ панӑ Ҫӳлхуҫа [Турӑ] мухтавлӑ!
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӑл каласа пӗтеричченех Ионафан — Авиафар священник ывӑлӗ — пырса ҫитнӗ.42. Еще он говорил, как пришел Ионафан, сын священника Авиафара.
3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша аптӑраса-пӑшӑрханса ӳкнӗ, хапха тӑрринчи пӳлӗмнелле утса кайнӑ, куҫҫульпе макӑрса пынӑ, ҫапла каласа йӗнӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм!
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ионафанпа Ахимаас вара Рогель ҫӑлкуҫӗ патӗнче тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен хулара курӑнма юраман; ҫавӑнпа та вӗсем патне хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та вӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ, кусем ӗнтӗ патшана хыпарлама кайнӑ.
2 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Иоав ӗнтӗ патша патне кайнӑ та ҫакна каласа кӑтартнӑ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: сывӑ халлӗн пурӑнтӑр санӑн чуну, патша хуҫамӑм; патша хуҫамӑм каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май ҫук; тӗрӗс, мана Иоав чуру хушрӗ, санӑн хӑрхӑмун чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсене вӑл калама хушрӗ; 20. ытарлӑн каласа ӗҫ-пуҫа ҫапла ҫавӑрса яма мана санӑн Иоав чуру вӗрентрӗ; анчах [патша] хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех ӑслӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине йӑлтах пӗлет вӑл, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Авессалом хӑйӗн тарҫисене хытарсах каласа хунӑ: сыхӑ пулӑр, Амнон чӗри эрехпе хавасланса-ҫӗкленсе кайсассӑнах, эпӗ сире: «Амнона тапӑнӑр» тейӗп те, эсир хӑраса ан тӑрӑр — вӗлерӗр ӑна; эпӗ сире ҫапла хушатӑп, хӑюллӑ та паттӑр пулӑр.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. [Иоав янӑ ҫын патша патне Иерусалима] ҫитнӗ те Иоав мӗн хушса янине, ҫапӑҫу мӗнле пулса иртнине пӗтӗмпех Давида каласа кӑтартнӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Каякан ҫыннине ҫапла хушса янӑ: эсӗ патшана ҫапӑҫу ҫинчен каласа панӑ чухне 20. патша ҫилленсе кайнине курсассӑн, вӑл сана ҫапла каласассӑн: «Мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им? 21. Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ, [ӑна лектерекенӗ] хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ?» тесессӗн, эсӗ: «санӑн чуру хет ҫынни Урия та вилчӗ» теме ан ман, тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Давида ҫапла каласа хыпар ҫитернӗ: Урия килне каймарӗ, тенӗ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫак мӗнпур сӑмаха тата хӑйне мӗн курӑннине Нафан йӑлтах Давида каласа панӑ.17. Все эти слова и все это видение Нафан пересказал Давиду.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кипарис йывӑҫӗнчен тунӑ сӑпрайсем каласа пынӑ, цитра, псалтирь, параппан, систр, кимвал сассисем янӑраса тӑнӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Патша Авениршӑн хурланса ҫапла каласа макӑрнӑ: Авенирӑн йӗксӗк вилӗмӗпе вилмеллеччӗ-и вара?33. И оплакал царь Авенира, говоря: смертью ли подлого умирать Авениру?
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иоав тата унпа пӗрле ҫӳренӗ пӗтӗм ҫар каялла таврӑнсассӑн, Иоава ҫапла каласа панӑ: патша патне Авенир, Нир ывӑлӗ, килнӗччӗ, патша ӑна тытса тӑмарӗ те, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайрӗ, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид ӑна: мӗн пулса иртрӗ? каласа кӑтарт мана, тенӗ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Ирхине, Навал урӑлса ҫитсессӗн, арӑмӗ ӑна мӗн курни-илтнине каласа панӑ, ӗнтӗ Навалӑн чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулнӑ, Навал чул пек хытса тӑнӑ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Давид ҫыннисем вара хӑйсен ҫулӗпе каялла кайнӑ, ҫаврӑнса ҫитнӗ те ҫак сӑмахсене йӑлтах Давида каласа панӑ.12. И пошли назад люди Давида своим путем и возвратились, и пришли и пересказали ему все слова сии.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ӗнтӗ Давид ҫыннисем тухса кайса Навал патне ҫитнӗ те ӑна Давид сӑмахӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ та шӑпланнӑ.9. И пошли люди Давидовы, и сказали Навалу от имени Давида все эти слова, и умолкли.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид ҫак сӑмахсене Саула каласа пӗтерсессӗн, Саул каланӑ: санӑн сассу-и ку, Давид ывӑлӑм? тенӗ.17. Когда кончил Давид говорить слова сии к Саулу, Саул сказал: твой ли это голос, сын мой Давид?
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.