Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулхи сăмах пирĕн базăра пур.
ҫулхи (тĕпĕ: ҫулхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна 1991 ҫулхи ноябрьтен Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, ҫар, право сыхлавӗн ветеранӗсен (пенсионерӗсен) организацийӗ теме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Сӑмахран, халӗ вӑл укҫан илсе тӑрать, 2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен вара чӑн пулӑшусемпе усӑ курасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Заявлени йышӑнаҫҫӗ // Пенси фончӗн пресс-служби. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b7%d0%b ... %d0%b0cce/

2022 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа социаллӑ пулӑшусен пуххи уйӑхне 1313,44 тенке ларать.

Куҫарса пулӑш

Заявлени йышӑнаҫҫӗ // Пенси фончӗн пресс-служби. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%b7%d0%b ... %d0%b0cce/

Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ 2022 ҫулхи сентябрӗн 21-мӗшӗнче тулли мар мобилизаци ҫинчен калакан хушу кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/

Шел пулин те, 2022 ҫулхи январӗн 18-мӗшӗнче вӑл пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Александра Васильевна Лебедева Йӑлмахвари Ольгӑпа Василий Смирновсен ҫемйинче 1933 ҫулхи сентябрӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре тупнӑ чыспа хисеп // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/07/ec%d1%80%d0 ... 5%d0%bf-2/

Миҫемӗш ҫулхи вӑл?» — тесе ыйтнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Шухӑшӗ ку ӑнсӑртран килмен-ха, 2021 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче социаллӑ сетьсенче пирӗн «село Комсомольское 1565» ушкӑнра эпӗ ҫак ыйтӑва хускатнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӳкерчӗксенче — ял историйӗ // В.Бахматов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%81a%d0% ... b8%d0%b9e/

Ҫак кунсенче А.И.Григорьева 90 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Анчах та ҫемьери йывӑрлӑхсене пула унӑн виҫӗ уйӑхран яла таврӑнма тивнӗӗ 15 ҫулхи хӗр колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Енчен те иртнӗ ҫулхи 9 уйӑхра 98 преступление регистрациленӗ пулсан, кӑҫалхи ҫав вӑхӑтра — 114.

Куҫарса пулӑш

Малашне те йӗркелӗхшӗн тӑрӑшӗҫ // Р.Зайнуллин. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b0/

Ку енӗпе ӗҫлеме 8 ҫулхи ачасене те явӑҫтарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

2021 ҫулхи декабрӗн 4-мӗшӗнче искусствӑлла интеллект енӗпе иртнӗ конференцире РФ Президенчӗ В.Путин шкулсенче математикӑпа информатика предмечӗсене вӗрентессине лайӑхлатмаллине палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Роботсемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ // Э.Айсына. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%80%d0%b ... %d0%b0cce/

2021 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче РФ Президенчӗ В.Путин ҫӗршывра Аттесен кунӗ пирки Указ йышӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулусем усӑллӑ иртеҫҫӗ // Г.ЮРЬЕВ. http://kasalen.ru/2022/10/14/%d1%82e%d0% ... %d0%b5cce/

Унпа юнашар, ҫӗре сарса пӑрахнӑ утӑ ҫинче, вунҫичӗ-вунсакӑр ҫулхи ҫармӑс ачипе унран ик-виҫ ҫул аслӑрах чӑваш хӗрӗ лараҫҫӗ.

Рядом с ним сидят на разостланном сене марийский парень лет семнадцати и его жена-чувашка: она, пожалуй, года на два-три постарше.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫав ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче ӑна ҫакса вӗлернӗ.

В том году 20 ноября его повесили.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юлашки хут Янбулатов чӑваш ятне 1848 ҫулхи суд документӗнче асӑннӑ.

В последний раз имя чуваша Янбулатова упоминается в судебных документах 1848 года.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тӑрса юлаҫҫӗ ҫут тӗнчене сакӑр ҫулхи Авӑстейпе ултӑ ҫулхи Хвантей.

Остались восьмилетний Авостей и шестилетний Хвандей круглыми сиротами.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӗр мӑнтӑрӗпе пӗррехинче ҫирӗм пилӗк ҫулхи хитре йӗкӗт, Каҫҫан, арман авӑртма кайнӑ.

Как-то богатой осенью красивый да сильный парень Касьян шагал на мельницу.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Старикӗн вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ пур, пӗлессӳ килет тӗк…»

Да у этого старикана семнадцатилетняя дочка есть, если хочешь знать.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех