Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрман сăмах пирĕн базăра пур.
вӑрман (тĕпĕ: вӑрман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тус тесе вутӑ касма тепри пулсан вӑрман уйӑрттарса парӗччӗ, ку ӑпӑр-тапӑрпа мӑшкӑллать.

«Если он нам друг, как ты говоришь, тогда взял да и выделил бы делянку хороших дров, а он хлам вон какой-то сулит.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр ҫул каялла яла вӑрман пӑхакан таврӑннӑччӗ.

А спустя год в деревню заявился бывший лесничий.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пурӑнасса сӗм ӗҫсӗрех пурӑнаҫҫӗ те-ха харам пыр казакӗсем, манран килес пулсан пӗрер уйӑх вӑрман кастарӑттӑм эп вӗсене тесе лавҫӑпа юнашар ларса пыракан салтакӑн мӑнтӑр купарчи ҫине йӗрӗнсе пӑхать чиновник.

Хотя эти бездельники и жируют без дела, будь это в моей власти, я бы погнал их на месяцок заготавливать лес», — думал Гарткевич, с ненавистью глядя на толстый зад казака, сидящего рядом с возницей на козлах.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вутӑлӑх вӑрман кастарӑп тесе вӑрман улпучӗ пӗлтӗрех халӑхран укҫа пуҫтарса кайнӑ пулнӑ, халӗ укҫи те, вутти те ҫук.

Кроме этого, лесной улбут нагло обманул их — собрал деньги еще в прошлом году на заготовку дров, но до сих пор нет ни денег, ни дров…

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ никамран нимӗн илместӗн (тӗрӗссипе никам нимӗн памасть сана), ҫав вӑхӑтрах санран хӑвӑнтан ҫӗр те пӗр тӗрлӗ куланай, хырҫӑ-марҫӑ, тӳлевсем тӑпӑлтараҫҫӗ — ҫӗрпе усӑ курнӑшӑн теҫҫӗ, выльӑх усранӑшӑн, вӑрман каснӑшӑн, ача ячӗ хунӑшӑн, чӑваш пулнӑшӑн, вырӑсла пӗлменшӗн, тӗне кӗме килӗшменшӗн…

Ты никогда ни у кого ничего не берешь и не просишь (вернее, если даже попросишь — не дадут), в то же время с тебя дерут три шкуры — сто один налог и платежи за то, за это… За то, что пользуешься землей; за то, что выращиваешь скот; за то, что рубишь лес; за то, что не крещен…

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пуп пахчине Янтул вӑрман енчен каҫса кӗчӗ.

В поповский огород Яндул вернулся прежним путем — со стороны леса.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӳреҫҫӗ йӗп сӑмсасем вӑрман тӑрӑх чакаланса.

И роются, роются рылами вкруг дубов, наедают бока, нагуливают жир.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яланхи пекех, пуп сыснисем Янтула вӑрман хӗрринче кӗтсе илчӗҫ.

Как обычно, поповские хрюшки встретили Яндула на опушке леса.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрман тенинче хир сысни ҫех мар, арҫурри те, ыр усал та, тем амакӗ те пулать.

Да в наших лесах не то что кабаны, сам арзюри водится, да и всякой твари по паре.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑрман сӑмсахне ҫитсе кӗчӗ.

Оказался на опушке леса.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нӳрлӗх ҫуккипе йывӑҫ ҫулҫисем сайралса юлнӑ та, витӗрех курӑнса ларать вӑрман, ҫын килнине те таҫтанах илтме пулать.

От засухи листья с деревьев облетели, и почти голый лес просматривался насквозь, так что увидеть пришельцев не составляло труда.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ывӑҫӗпе хупласа чӗлӗм туртрӗ Янтул, вӑрман тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ.

Яндул раскурил трубку, пряча огонек ладонью, и бесцельно ходил и ходил по лесу.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӑх пуҫтарӑнса пӗтрӗ пулас, вӑрман пушанса юлчӗ.

Больше не появился никто: люди, видимо, собрались все, лес затих, опустел.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗлӗтпе ҫӗр те вӑрман, тата Янтул… унӑн ҫӑмрӑк арӑмӗ ялта.

И небо, и земля, и этот лес… и Яндул, и его молодая жена.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Хитре ят — Ухтиван» тесе шухӑшласа Янтул вӑрман ӑшнелле утрӗ-утрӗ те карта куҫран ҫухалсан кӗлетки-ҫурӑмне лӑшт ячӗ, ҫӗре тӑсӑлса выртрӗ, йӑл кулчӗ.

«Красивое имя — Ухтиван», — подумал Яндул, шагая к месту караула. Позади осталась изгородь киреметя, ее уже не видно, и он блаженно растянулся на прохладной земле.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ваттисемпе вӗттисене вӑрман хӗрринчи те ҫитет.

а старые да малые ходят только по краю, вглубь-то боятся — заблудятся.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепри — хирте, вӑрман ҫывӑхӗнче.

Вторая картина следующая: Яндул идет полем, неподалеку от леса.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл чӳречерен ҫулла пахча карти, кӳршӗ лупасӗн пӗр сыпӑкӗ, инҫетри вӑрман хӗрри, тӳпе лӑстӑкӗ курӑнатчӗ.

Летом через оконце можно было наблюдать все: огород, часть соседского сарая, краешек дальнего леса и даже кусочек неба.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хула ҫӳл вӗҫӗнчи ҫӑва та вӑрман пекех пулса кайнӑ.

Кладбище, густо поросшее деревьями, а за ним — лес.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пристаньрен тӑварах вӑрман сӑмсахӗ курӑнать.

Повыше пристани начинается лесистый мыс.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех