Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

арӑмӗ (тĕпĕ: арӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантра амӑшӗ ӑҫти ҫинчен те шухӑшлать Костя — вӑл Каховкӑна ҫитнӗ пулӗ ӗнтӗ; Лелька ҫинчен — вӑл килте тем те пӗр хӑтланса тултарчӗ пулӗ те, халӗ хӑй айӑпа кӗмен пек, хӑйне ятлакан кӳршӗ арӑмӗ Марья Афанасьевна ҫине пӑхса, ӑна итлет пулӗ; Хӗветӗр мӗн чул пулӑ тытайрӗ-ши, хӑй консерва банкинчен тунӑ ҫӗнӗ ҫутанки ҫине пит шанни пурнӑҫланчӗ-ши; Киеври «Динамо» командипе «Шахтер» хушшинчи вӑйӑ мӗнле шутпа пӗтрӗ-ши — вӗсем паян Хрущев ячӗпе тӑракан стадионра вылянӑ.

О том, где теперь мама, — она уже, наверно, в Каховке; о том, как, должно быть, набедокурила Лелька и теперь слушает выговор соседки Марьи Афанасьевны и смотрит на нее совершенно невинными глазами; сколько наловил рыбы Федор, и оправдались ли его надежды на новую блесну, которую он сделал из консервной банки; какой может быть счет у киевского «Динамо» и «Шахтера» — они сегодня играли на стадионе.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Хӑйӗн юлташне чавсипе тӗксе: — Пӑх-ха! Ку — Валерия, Сулла арӑмӗ! — терӗ.

Он толкнул локтем своего товарища, прошептал ему на ухо: — Смотри! Валерия, жена Суллы!

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Носилка патне Сулла арӑмӗ Валерия тухрӗ.

На носилках направлялась Валерия, жена Суллы.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Иртнӗ ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчен вара Валерия хӑй Суллӑн арӑмӗ пулса тӑнӑ.

Валерия стала женой Суллы 15 декабря прошлого года.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Романра Спартакпа Сулла арӑмӗ Валерия хушшинчи юратуллӑ ҫыхӑну чылай вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 5–9 с.

Ҫавӑнпа та эпӗ, унӑн ывӑлӗ тата Айкига, ман аннем, унӑн арӑмӗ ялта какай нумай чухне хамӑра кирлӗ чухлӗ какай илме тивӗҫлӗ.

И потому справедливо, чтобы я — его сын — и Айкига — моя мать и его жена — не терпели нужды в мясе, пока оно имеется у племени.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Петербурга унӑн арӑмӗ патне телеграмма, пилӗк ҫӗр фунт ярса патӑм.

Я послал в Петербург его жене телеграмму, пятьсот фунтов.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Авалхи йӑлапа, — терӗ Аэлита ҫирӗппӗн, — арҫынна улла юррине юрласа панӑ хӗрарӑм унӑн арӑмӗ пулса тӑрать.

— По древнему обычаю, — сказала Аэлита почти сурово, — женщина, спевшая мужчине песню уллы — становится его женой.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Туйӑмсемпе тулсах ларнӑ Ихошка ӗшенсех ҫитет те — Гусев ӑна чӗр куҫҫи ҫине лартать, пуҫӗнчен ачашлать, хӑлхи хыҫӗнчен хыҫкалать, пуп ҫинчен юмах ярса парать, — ӑна арӑмӗ ӗҫлевҫӗпе Педрилӑпа улталани ҫинчен тата ытти те.

Когда Ихошка совсем изнемогала от переполнения чувствами, — он сажал её на колени, гладил по голове, почёсывал за ухом, рассказывал сказку про попа, — как попа обманула попадья с Педрилой, работником.

Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Гусев питне, нӑкӑ мӑйне, аллисене чавсисем таранччен ҫурӗ, шӑлӑннӑ май арӑмӗ еннелле чалӑшшӑн тӗмсӗлчӗ.

— Гусев вымыл лицо, крепкую шею, руки по локоть, вытираясь — покосился на жену.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вырӑн ҫинче — ҫут тӗнчерен те хаклӑраххи: Катя, арӑмӗ, хӑвӑрт, хӑвӑрт, шӑппӑн сывлать.

В постели то, что дороже света, — Катя, жена, — часто, часто, тихо дышит.

Ыйхӑсӑр ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вара, ӑнланатӑн-и эсӗ, ҫавна хӑйӗн арӑмӗ пӳрте кӳртмен.

Так, понимаешь ли, собственная баба в избу не пустила.

2. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Ӗҫрен таврӑнса апат ҫикелесен, Бонапартпа арӑмӗ ушкӑнӗнчен хӑвӑртрах пӑрӑнса, йывӑҫ пӳрте кӗрсе ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Туй пӗркенчӗкӗ… — арӑмӗ питренех тинкернӗрен тата кунашкал явапа Ельккан мар, хӑйӗнех тытмаллине сиснӗрен, тӳрех, ним аякран-мӗнрен ҫавӑрмасӑрах каласа хучӗ ҫакна Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Арӑмӗ ӳкӗтне хӑлхине чикнӗ пулсан-и?..

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Кӗҫени… — чӗннӗ евӗр, сӑмах хушса арӑмӗ енне ҫаврӑвчӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Арӑмӗ канӑҫсӑрланнӑ саспа упӑшки вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эс вырт, вырт, Кӗҫени, ан пӑшӑрхан, — канӑҫсӑррӑн хускӑлкаласа илчӗ, арӑмӗ ҫине шеллесе, хӗрхенсе пӑхрӗ Матви.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Арӑмӗ, хирӗҫлесе, пуҫӗпе сӗлтрӗ те, эрехне ҫыхха аялла чӑмтарчӗ Матви:

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Арӑмӗ капла каласан, туххӑмрах ун кӑмӑлӗпе килӗшрӗ упӑшки:

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех