Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тен, чӑнах та ҫапла тумаллаччӗ-и, тен, кам пӗлет, Ленькӑн нервисем тӳсеймерӗҫ-и, анчах пӗрре куҫ хупса иличчен, — салтак хӑйӗн умӗнче ҫакӑнса тӑракан автоматне те хывса илме ӗлкӗреймерӗ, — Ленька аяккалла вӑшт! ҫеҫ пӑрӑнчӗ те каялла тара пачӗ.
XX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫуна ҫинче мӗн пуррине вӑл лайӑх пӑхма та ӗлкӗреймерӗ, унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ:
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кӑна вӑл ҫав тери хӑвӑрт турӗ, Ленька пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ.Сделал он это так быстро и ловко, что Ленька не успел даже отскочить в сторону.
XVI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Вовтузенко калама та ӗлкӗреймерӗ, Пысаренко лашасӑрах чупса ҫитрӗ.Не успел сказать Вовтузенко, Пысаренко бежит бегом, уже без коня:
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Голокопытенко калама та ӗлкӗреймерӗ, Вовтузенко персе ҫитрӗ.
IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Вӑл тӗплӗн шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗ, тепӗр кун каҫхине Ленька Василий Григорьевич патне чупса пырасси ҫинчен, Васек вара Воронцовӑпа Лукинона кайса, унта пионерсен сборне ирттерме хатӗрлесси ҫинчен калаҫса та татӑлчӗҫ.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Амӑшӗ ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗ, ачи алӑкран тухса кайса, курӑнми те пулчӗ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленька кӑмака хыҫӗнчен вӗҫен кайӑк ҫӑмартисем хунӑ коробкине илчӗ, анчах ӑна уҫма та ӗлкӗреймерӗ, килкартинче темскер тискеррӗн шатӑртатса, кӗрлесе кайрӗ, чӳречесем хыттӑн шалтлатса хупӑнчӗҫ, кӗленче чӑнкӑртатса ҫӗмӗрӗлчӗ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хорунжий атаман пуҫне йӗнер ҫумне ҫыхас тесе вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркинчен те ярса тытма ӗлкӗреймерӗ, ӑна хаяррӑн тавӑракан тупӑнчӗ те.
VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Ҫакна каласа та ӗлкӗреймерӗ вӑл, хӗрарӑм ҫӗҫӗ илчӗ те хӑй упӑшки патне, сӑмсине касса илме тесе пычӗ.Не успел он это сказать, как женщина схватила нож и бросилась к своему мужу, чтобы отрезать ему нос.
Арӑмӗ упӑшкине юратни ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Анчах вӑл мана ответ пама ӗлкӗреймерӗ.
ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пурте кунта, Семинос анчах ӗлкӗреймерӗ пулас.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Завуч, сӑмахӗсем сулмаклӑн илтӗнччӗр тесе, аллипе сӗтеле тепре ҫапса илесшӗнччӗ курӑнать, анчах ӗлкӗреймерӗ.Рука завуча не успела на этот раз придать весомость сказанному.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
«Шӑллӑма мӗн пулнӑ? Аманчӗ-шим?» — тесе шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗ Семён, Тихон тайӑлса кайрӗ те, аллинчи винтовкине ӳкерсе, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Вӑл хӑйӗн тапочкине илме чупса пынӑччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Бригада начальникӗ Ли тимӗрҫӗ сассине уйӑрса илчӗ, анчах вӑл ответ пама та ӗлкӗреймерӗ, лешӗ алӑк патӗнче курӑнса та кайрӗ.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Хоу ку ыйту ҫине ответ пама та ӗлкӗреймерӗ, хыҫалтан: — Эсӗ помещик чӗриллӗ чухӑн мар-и? — тесе ыйтрӗҫ.
XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ватӑ Тянь каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, пур енчен те шавлама тытӑнчӗҫ:
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл силленкелесе илсе ваткӑллӑ халат ҫумне ҫыпӑҫнӑ хӗвелҫаврӑнӑш хупписене тасатрӗ, анчах ҫӑварне уҫма та ӗлкӗреймерӗ, ватӑ Чу йӗкӗлтесе ҫапла персе ячӗ:
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хай вӗсене шоссе ҫинче тытса чарма, вӗсен пулӑшӑвӗ кирлӗ марри ҫинчен каласа каялла ҫаврӑнма хушас тесе васкарӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.