Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, ачасем шиклӗн кӑшкӑрнине илтсе вӗсем патне чупса пынӑскер, Караҫӑм алӑран пӑрахнӑ урхалӑха йӑпӑр-япӑр ҫавӑрса тытса ӗне пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унӑн хӑлхине шыв кӗме памарӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хавхалануллӑ хӗр унӑн сӑмахне хӑлхана чикмерӗ, сӑн-питне йӑлтӑркка кулӑпа чиперлетсе ырӑ шӑршӑллӑ утӑ кӑптӑкне ҫӳлелле ҫӗклеме пикенчӗ, вӑл йывӑр пулнӑран сенӗк аври картлам пек авӑнчӗ, вӗҫӗ ҫерем ҫинче каялла шуҫа-шуҫа кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, тӳпене перӗнеслех ҫӳлелле кармашаканскер, тӑван тавралӑхра мӗн пуррине, унта мӗн пулса иртнине витӗртен витӗр курас пек туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хӑранипе ҫӑвара картӑм, унтан, шыв ҫӑтнипе кӗҫех чыхӑнса каяйманскер, ҫӳлелле мечӗкрен ҫивӗччӗн ярӑнса хӑпартӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Пӑхать те ҫӳлелле: ҫӑлтӑрсем мӗлтлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫӳлеллех йӑтӑнать вӑл, ҫӳлелле йӑтӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫуначӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫатӑлтаттарса, пӗрре ҫӗр ҫумнелле чӑмать кайӑк, тепре ҫӳлелле улӑхать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Тарма хӑтланчӗ, — пуҫне ҫӳлелле ҫӗклеме хӑранӑн, хӑшместӗр вырӑнне хуравларӗ Аҫтӑрхан.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, тӳпенелле кӑтартса, патька-патшана ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуллен-хуллен хӗвел ҫӳлелле хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах лешӗ те ку хушӑра тӑна кӗме ӗлкӗрчӗ курӑнать, хӑй хӗҫне ҫӳлелле ҫӗклесе хӳтӗленме ӗлкӗрчӗ, ҫапах та Килтеш ҫынни хӗҫ сулӑмне йӑлтах чараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл унталла ҫывхарнине кӳрсассӑн пакша ҫав тери хӑраса чӗвӗлтетнӗ пек сасӑ кӑларчӗ, ҫынран хӑраман пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, кайран чӑтаймарӗ курӑнать — аякри турат ҫине сиксе ӳкрӗ те унтан Савантер епле ҫӳлелле хӑпарнине пӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер васкаса хӑйне ҫыхнӑ пушӑта салтрӗ те ҫӳлелле, пакша патнелле улӑха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем юман тавра ҫурма ункӑ туса ларнӑ та шӑлӗсене йӗрсе ҫӳлелле пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл унта пычӗ те хӑпӑл-хапӑл ҫӳлелле улӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл, ним тума аптӑраса, сиккипе пынӑ ҫӗртенех пӗр пысӑк юманӑн аялти туратӗнчен ҫакланчӗ те хӑпӑл-хапӑл ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑкӑрин ҫӗкленеҫҫӗ вӗсем ҫӳлелле, вӗҫсе пӗр ҫаврӑм тӑваҫҫӗ те, каялла йывӑҫсен хӳттине чӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем курӑнми пуличченех старик ҫаплах хӑй вырӑнӗнче тӑчӗ: хускалмасӑр, сиккеленмесӗр, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл шӑналӑкне уҫрӗ те ҫаппа-ҫарамас ачана ҫӳлелле ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, кала-ха, апла пирӗн аслӑ турӑ мӗншӗн пӗр ҫылӑхсӑр чуна хӑй патне илес темӗ? — Вӑл, сухалне ҫӳлелле ҫӗклесе, сӑх-сӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех