Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗртме сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӗртме (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

Он исчез 9 июня этого года.

Йӑмалӑх арҫыннине шыраҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35753.html

Кӗр тыррисем акма 870 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, 674 гектар ҫӗртме тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӳлмесем тырӑпа тулаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d0%bf%d3%b ... %ab%d3%97/

Округӗпе кӗр тыррисем акма 1082 гектар ҫӗр хатӗрленӗ, 994 гектар ҫӗртме тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырма малалла пырать // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d0%b2%d1%8 ... %82%d1%8c/

«Урожай», «Искра» колхозсенче, «Восток», «Победа», «Рассвет» ЯХПКсенче, «Родина» ОООра, Минатуллинӑн фермер хуҫалӑхӗнче пурӗ 1014 гектар ҫӗртме тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хирсем тырпултан пушанаҫҫӗ // Минзаит Зайнуллин. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%85%d0%b ... %ab%d3%97/

Пушаннӑ лаптӑксене хӑватлӑ трактор — «Версатиле» йышӑнать, унпа Владимир Борисов кӗрхи ҫӗртме сухи тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хӗрӳ ӗҫ шавӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%85e%d1% ... b0%d0%b2e/

Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «Бригантина» лагерьте Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районӗнчен килнӗ 47 ача каннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир ӗҫӗсем палӑртнинчен маларах пыраҫҫӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/uy-hir-ecese ... ah-pyracce

Ҫавӑн пекех Министрсен Кабинечӗн кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе патшалӑхӑн сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗсен ӗҫченӗсен хӑш-пӗр категорине ятарлӑ социаллӑ тӳлев парассине те Ӗҫлев министерствине шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

— Асӑмран каймасть 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «КЕТРА» завод ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ // Георгий Борзин. http://www.hypar.ru/cv/news/chavash-en-p ... -pallashre

Ҫӗртме уйӑхӗн варринче нумай ҫул ӳсекен курӑксенчен сенаж хывассипе ҫыхӑннӑ кирлӗ сӗнӳсем панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

«Чӑвашэнерго» ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнченпе хуҫасӑр.

«Чувашэнерго» с конца июня оставался без руководителя.

«Чӑвашэнергӑн» - ҫӗнӗ пуҫлӑх // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35612.html

Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче анлӑ проектӑн – «Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литератури» тӗрлӗ жанрлӑ антологи ярӑмӗн – хӑтлавӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Наци библиотекинче Раҫҫей халӑхӗсен хальхи литературин 6 томне пахаларӗҫ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... pahalarec/

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин картишӗнче литература пикникӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Литература пикникӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... knik-irtr/

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ патшалӑх наградисене парасси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.

Вчера, 28 июня, Глава Чувашии подписал очередное распоряжение о вручении государственных наград.

Ольга Тимофеевӑна тава тивӗҫлӗ ят панӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35334.html

Пӗрремӗш инкек ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Йӗпреҫ районӗнчи Анатриял ялӗнче пулса иртнӗ.

Первое происшествие произошло 23 июня в деревне Малый Кукшум Ибресинского района.

Мотоциклистсем инкеке лекнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35289.html

Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче, Республика уявӗнче, фейерверксен «Асамат» фестиваль иртӗ.

В Чувашии 23–24 июня, во время празднования Дня Республики, пройдет фестиваль фейерверков «Асамат».

Фейерверксен фестивалӗ икӗ кун пулӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35276.html

Вӑл 2020 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Питӗрти пульницӑра куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Из жизни он ушел в петербургской больнице в июне 2020 года.

Михаил Игнатьев вилнӗренпа 3 ҫул ҫитнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35245.html

Укахви пусӑ хапхи витӗр уя тухрӗ, ҫӗртме ани урлӑ выртакан ҫерем пуснӑ сукмак ҫине кӗчӗ, вара вӑрман енне ҫул илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сӑртри парлакра ҫӗртме тӑвакан трактор, хура кураксемпе ҫуйхашса, улӑх сӑрчӗ хӗррипе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Уяв каҫӗ ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 14 сехетре пуҫланать (137 пӳлӗм).

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеев ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртет // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -ka-irtet/

Денис Гордеев Комсомольски районӗнчи Асанкассинче 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеев ҫыравҫӑн пултарулӑх каҫӗ иртет // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -ka-irtet/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех