Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырӑва (тĕпĕ: ҫыру) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ҫырӑва юри яратӑп, Кӑшт ӑнланатӑн пуль тесе.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Барон кулмасӑр чӑтаймарӗ Ҫак ҫырӑва халь вуласан.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах мӗн вуламалли пур вӑл ҫырӑва?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ывӑл маттуртарах пулӗ, — ҫырӑва тирпейлӗ кӗсйине чиксе хучӗ Назиб.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман савӑнать: халиччен вӑл ялти ҫынсем ҫырӑвӗсене ҫапла пӗр-пӗрне вулаттарнине нихҫан та курман, ҫыру вӑл яланах вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӑйӗн ячӗпе илнӗ ҫын ҫеҫ хӗпӗртесе е хурланса вуланӑ, халӗ авӑ фронтран килнӗ ҫырӑва ҫур ял пӑхмасӑр пӗлет.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Фронтсенчи ӗҫсене сӑнаса тӑнӑ хушӑра, ҫав тери пысӑк ыйтусене татса панӑ хушӑра ҫулпуҫ таҫти чӑваш ялӗнчен янӑ ҫырӑва вулама та вӑхӑт тупӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ҫырӑва пула вӑл Липа патӗнче ытларах ларчӗ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Агаа, хӑйне каччӑ ҫыруне шанса панӑшӑн хӗпӗртенӗскер, кунпа та кӑмӑлтан киленӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ҫырӑва тытса пӑхнӑ хыҫҫӑнах каялла парасшӑнччӗ, анчах Укахви куҫӗсенче ҫакна курчӗ: тантӑшӗ чӑнах та вӑл ҫырупа паллашасса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тем тӑвас, те вулаттарас? — терӗ Укахви, иккӗленнӗ пек, ҫапах та хӑй хӗве чиксе килнӗ ҫырӑва хыпашларӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Ҫапӑҫӑва кӗтӗм, ку ҫырӑва пӗрремӗш хут вилӗм аллинчен хӑтӑлса тухнӑ хыҫҫӑн ҫыратӑп»…

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗрремӗш хут вӑл ҫырӑва хӑвӑрт вуласа тухрӗ: унӑн пӗтӗм хыпара сасартӑк пӗлес килчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку ҫырӑва сирӗн ялтан ҫыраҫҫӗ, — вӑл ҫырӑва Ятмана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укахви ку ҫырӑва чӗререн савӑнса, мӗн пытармалли пур, вӑтаннипе кӑшт шикленсе кӗтет.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Пирӗн кӑмӑла ҫӗклекенни сахал, — терӗ священник та ҫырӑва кӑшт пӑхкаланӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хусантан килнӗ вӑрӑм ҫырӑва аслӑ князь вӗренекен ача хӑй вӗрентекенӗ умӗнче пӗлӳ тӗрӗслеттернӗ пек, сасӑпа вуларӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Яхонтовран тин ҫеҫ илнӗ ҫырӑва думнӑй дворянин темиҫе хут та вуласа тухрӗ; унта иккӗленмелли, ку апла мар пуль, элчӗ пӑртак ӳстеререх ҫырнӑ пуль тесе шутлаттараканни нимех те тупӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ярас мар тӑк, ма ҫырас ун пек ҫырӑва?

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятӑн-и вӑл ҫырӑва, атте?

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Асӑннӑ Ҫырӑва районта пурӑнакансем хакласа хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Бельский вӑл Сафа-Гирее пама ҫырнӑ пӗр ҫырӑва вуларӗ те тӗлӗнсе кайрӗ, ним тӑвайманнипе хӑйне икӗ аллипе те ҫӳҫрен ярса илчӗ: мӗнле кӑна мӑшкӑлламасть Шигалей ҫамрӑк хана, мӗнле кӑна вӑрҫмасть!

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех