Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумра (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манӑн ҫумра ҫук.

У меня ж не с собой.

X сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Ман хам ҫумра та кӑшт пур.

— У меня с собою есть кое-какие рубли.

XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Чӑнах та, кӗнекесем ҫинчен вӑл ахальтенех персе ячӗ: кӗнекесем ҫумра ҫук пулсан та, — бухгалтер хӑйӗн хваттерӗнче мӗнле-ха ытти расчётлӑ хутсемсӗр тӗрӗслетӗр?

В самом деле, о книжках он ляпнул совсем ни к чему: и на руках их нет, да если б и были, — как их бухгалтер может на квартире без расчетных своих гроссбухов проверить?

XI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ан хӑрӑр, кунта никам та итлесе тӑраканни ҫук, пирӗн ҫумра никамӑн та ӗҫ ҫук!..

Да не шарахайтесь, никто тут не слушает, никому до вас дела нет!..

IX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ман ҫумра килхуҫи хӗрарӑмӗ тӑрать, ман ҫине вӑл хам анне пекех тимлӗн пӑхать.

Около меня стоит хозяйка и смотрит заботливо, как мать:

23. Сурансене сиплесе тӳрлетесси // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ ӑна ҫакрӑм, эпӗ ӑна вӗлерес тенӗччӗ, вӑл хӑйне усал тунине те астумасть иккен, ҫитменнине манӑн ҫумра ачашланса тӑрать.

Я её вешал, а она не помнит зла и ещё ласкается ко мне!

Пирӗн Жучка // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Ман ҫумра нимӗнле сӑнчӑр та ҫук пек пултӑр.

Как будто бы я вовсе не в кандалах.

Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

Паян интереслӗ япала пулса иртрӗ: ирпе вӑрантӑм та кӑшт кӑна куҫ уҫрӑм — вӑл ман ҫумра лара парать.

Сегодня интересный случай был: просыпаюсь утром, открыл глаза, гляжу, а он сидит сбоку.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Унтан, тӑкӑскӑ сывлӑш хумӗ йӑмнӑ пек пулсан, пуҫне перӗнесрен пӗкӗрӗлсе кӗрсе, кӗсйинчен шӑрпӑк кӑларса ҫутрӗ (пирус таврашше аппаланмасть пулин те, шӑрпӑкӗ унӑн ялан ҫумра), кӗрсен, пӳрт ӑшчиккине тӗсесе ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хам ҫумра мӗнчул укҫа пулнӑ, йӑлтах ӑна патӑм — сакӑрвунӑ тенкӗ ытларах — вара ӑна калатӑп: каҫарӑр тетӗп… эпӗ урӑх сирӗнпе пӗрле пулма пултараймастӑп, пултараймастӑп!

Отдал я ей всё, что было с собой восемьдесят рублей с чем-то, — и говорю: извините, говорю… я не могу больше с вами, не могу!

XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ман ҫумра хӗрлӗ йытӑ сӗнкӗлтетсе пырать, тилӗ пуҫӗ евӗрлӗ пуҫлӑскер, тата айӑплӑн пӑхакан кӑмӑллӑ куҫлӑскер.

Около меня тряслась рыжая собака с лисьей мордой и добрыми виноватыми глазами.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ман ҫумра халӗ кукамай та, юлташсем те ҫук, никампа та калаҫмалли те ҫук, пурӑнӑҫӗ вара хӑйӗн суя, илемсӗр тӳнтер енне кӑтартса мана тарӑхтаратчӗ.

Не хватало бабушки, товарищей, не с кем было говорить, а жизнь раздражала, показывая мне свою неказистую, лживую изнанку.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хам телейӗме, ман ҫумра анне фуфайка ӑшне ҫӗлесе хунӑ виҫе червонец пурччӗ, вӗсене никам та тупаймарӗ!

На мое счастье, у меня было три червонца, которые маменька зашила мне под фуфайку. Их никто не нашел!

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ кӑвак шӑлаварпаччӗ, лайӑх пуставран ҫӗлетнӗ мундир тӑхӑннӑччӗ, ман ҫумра вунпилӗк талер укҫа тата хамӑн аттен парни — кӗмӗл сехет пурччӗ.

На мне был синий панталон, мундир из хорошего сукна, пятнадцать талеров денег и серебряные часы — подарок моего папепьки.

IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ хамӑн выран ҫине выртрӑм, анчах халиччен ҫакна тума яланах чарнӑ Карл Иваныч мана нимӗн те каламарӗ, халь ӗнтӗ вӑл пире текех ятламанни, чарманни тата унӑн пирӗн ҫумра нимӗнле ӗҫ те ҫукки ҫинчен шухӑшласа илни мана кӗҫех уйрӑлу вӑхӑчӗ ҫитессе уҫӑмлӑн аса илтерчӗ.

Я прилег на свою постель, но Карл Иваныч, прежде строго запрещавший делать это, ничего не сказал мне, и мысль, что он больше не будет ни бранить, ни останавливать нас, что ему нет теперь до нас никакого дела, живо припомнила мне предстоящую разлуку.

VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗп: манӑн ҫумра тӗлӗрсе ларса пыракан Володьӑн тусанланса хуралнӑ пичӗ те, Филипӑн ҫурӑмӗ лӑканса пыни те, кӳмен пирӗн хыҫран чалӑшшӑн чупса пыракан вӑрӑм мӗлки те, нимӗн те мана йӑпатмасть.

Я не знал, куда деваться: ни черное от пыли лицо Володи, дремавшего подле меня, ни движения спины Филиппа, ни длинная тень нашей брички, под косым углом бежавшая за нами, не доставляли мне развлечения.

II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла, вӑл ӗнтӗ хӑй тахҫанах салтак маррине, унӑн салтак хӗҫӗ тахҫантанпах ҫумра пулманнине, вӑл килте, хӑйӗн Севильири пӗчӗк пӳлӗмӗн стени ҫинче ҫакӑнса тутӑхнине маннӑ.

Да, он забыл, что он давно уже не солдат, что его старый солдатский меч уже не болтается у него на боку, а висит, ржавея, на стене в его комнатке в Севилье.

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Вӑл хӑйне епле тыткалани, аллисене епле сулкалани, йӑл кулли, ытла та ырӑ, ытла та кӑмӑллӑ пулни — хура-шур пайтах тӳссе курма ӗлкӗрнӗ комсомолецсен чун-чӗрине тӳрех пырса тивет: вӑл пӗр ҫӗклентерсе, пӗр хурлантарса ярать, нумайӑшӗн вара хумханнипе, ҫав вӑхӑтрах чӑн телее ҫумра туйнипе куҫҫулӗсем те кӑшт ҫеҫ тапса тухмаҫҫӗ куҫӗсенчен.

И все его жесты, улыбка и всё, что он делал и как делал, — всё его поведение до того комсомольцам понравилось, так был он дорог и мил, что у многих этих боевых комсомольских ребят слёзы стояли в глазах от любви и какого-то необыкновенного счастья.

Комсомол // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Мӗн сунарҫи пур ман ҫумра!

Ну какой из меня охотник.

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ҫумра мар Валя, юнашар мар, таҫта лере, тусем-сӑртсем урлӑ, хир-хир урлӑ, вӑрман урлӑ — инҫетре-инҫетре…

И вижу я Валю не рядом, не перед собой, а там, где она и есть, — за горами, за долами.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех