Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемҫе (тĕпĕ: ҫемҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр самантранах кӳршӗ хунав ҫӑкан ҫемҫе ҫулҫисем хускалкаласа илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Люся хӑмӑр куҫлӑччӗ, ҫамрӑк пулин те, ҫемҫе пӳ-силлӗччӗ, ҫӳҫне икӗ ҫивӗт туса ҫивӗтлетчӗ, ҫав ҫивӗчӗсем кӗске, анчах хулӑн та кӑпӑшчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Артистсемпе тӗл пуласса ӗмӗтленсе, вӗсем ҫутӑ та илемлӗ зала кӗреҫҫӗ, ҫемҫе креслӑсем ҫине вырнаҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 19:00 сехетре, Иоаким Максимов-Кошкинский пьесипе «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) драмине кӑтартӗҫ, 29-мӗшӗнче — Ухсай Яккӑвӗ пьеси тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чурине».

28 апреля, в 19:00, будет показан спектакль «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» (Константин Иванов) по пьесе Иоакима Максимова-Кошкинского, 29 апреля — спектакль «Шуйттан Чури» («Раб дьявола») по пьесе Якова Ухсая.

Чӑваш спектаклӗсене Мускавра кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34825.html

Кӗлетки те ҫемҫе ӳтлӗн кӳпшекленсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ку тӗлӗшпе Улькка уйрӑмах ҫемҫе чунлӑ: кам та пулин ырланине-мухтанине, шухӑш-туйӑмне улӑштармасӑр лӑпкӑн тӑнлама чӑтӑм ҫитереймест.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сурӑхсемпе путексем ӑна чӑрмав вырӑнне хумарӗҫ: талт-талт сиксе каҫрӗҫ те ҫемҫе курӑка сӗтеклӗн кӑшласа хӑйсем патне ытти выльӑхсене илӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ура айӗнче ҫемҫе каю кӑштӑртатать.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Хӗрлӗ — юн мар, ҫемҫе — хӗр пичӗ мар, ҫурт тӑрринче хӗмленет — хӗвел мар, кирек кама та малалла йыхӑрать — чӗлхеллӗ мар.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӗрсех утӑ ҫулакансем умӗнче саркаланса-сӗркеленсе тӑма аван мар — вӑрманалла кӗтӗм, лӑпӑска ҫӑка айӗнчи ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ажайкин, сӑпайлӑ та лӑпкӑскер, хӑйӗн шухӑшне хӑвӑрт улӑштаракан ҫемҫе кӑмӑллӑ ҫын мар.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Купӑста яшки ӑшӑтса ҫитерсен, вӗри чей ӗҫтерсен кинеми мана кӑмака хыҫӗнчи пӳлӗме ҫемҫе вырӑн сарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Галинӑна вӑл чӗлхи ҫемҫе пултӑр тесе пӗр кашӑк хӑйма сыптарма васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Арӑмӑн тӳшекӗ те кунашкал ҫемҫе пулман.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хытӑ юр пӗрчисем ҫемҫе пите йӗп пекех тӑрӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вакунсенче — ҫемҫе креслӑсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Ларӑр, тӑванӑм, — сӗтел умӗнчи ҫемҫе пукан ҫине кӑтартрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Унта тилӗ, ӑшӑ, ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Асмантей чиперех ҫӗр каҫнине, сывалас енне кайнине, ҫавӑнпа ӑна ҫемҫе курӑк сарнӑ тӑрантас ҫине хурса пӗрле илме юранине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех