Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юсав сăмах пирĕн базăра пур.
юсав (тĕпĕ: юсав) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку эрнере пуҫӑннӑ юсав ӗҫӗ ӑнӑслӑ пулӗ.

Ремонт, начатый в это время, будет удачным.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем япала туянма, юсав ӗҫӗсем тума, пурӑнмалли кӗтесе улӑштарма сӗнеҫҫӗ.

Рекомендуются покупки, проведение ремонтных работ, смена места жительства.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хуҫалӑхри юсав мастерскойӗнче ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Пӗлтӗр Ҫавалкасри клубра юсав иртнӗ, Вӑрманкасри тата Калининӑри культура ҫурчӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Вӑрнарти 1-мӗш, Калинино шкулӗсенче пысӑк юсав ӗҫӗсем иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Пушар хӑрушлӑхӗ пысӑк пулнӑ, вӑл тӗплӗ юсав ыйтнӑ, ӑна хутса ӑшӑтман.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ хутсем типтерлӗ управра // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12364-kh ... rl-upravra

Игорь Моляков капиталлӑ юсав темине каллех ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Капиталлӑ юсав ӗҫӗсем пурнӑҫлама пӗрисем укҫа чиперех тӳлеҫҫӗ, теприсем - пӗр пус та памӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ прокурор килет // Вячеслав ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Район администрацийӗ ҫапла ӑнлантарнӑ: ку лару-тӑрӑва шута илнӗ, ҫуркунне юсав ӗҫӗсем тума палӑртнӑ.

Администрация района объяснила, что это ситуация взята под контроль, весной планируется провести ремонтные работы.

Хурамалти ачасем ҫине ҫурт тӑрринчен тумлать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34349.html

2021 ҫулта унта юсав ӗҫӗсем тунӑ, анчах ҫавах ку ҫивӗч ыйту сирӗлмен.

В 2021 году там были произведены ремонтные работы, но проблема как была, так и осталась.

Хурамалти ачасем ҫине ҫурт тӑрринчен тумлать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34349.html

Строительствӑпа монтаж тата юсав ӗҫӗсене те пурнӑҫланӑ, ку чухне 18 миллион та 641 пин тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Вӑрнарти, Ҫӗрпӳри, Шӑхасанри, Кирери шывпа тивӗҫтермелли тата шыва юхтарса кӑлармалли юсав кирлӗ сетьсене юсаса ҫӗнететпӗр, ҫакӑ 28 пин ытла ҫыншӑн вӗсен шанчӑклӑхне ӳстерме тата кӑлтӑксӑр ӗҫне тивӗҫтерме май парать.

Будут отремонтированы наиболее проблемные сети водоснабжения и водоотведения в Вурнарах, Цивильске, Шихазанах, Кире, что позволит повысить надежность и бесперебойность их работы для более чем 28 тыс. жителей.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Юсав ӗҫӗсем икӗ тапхӑрпа иртӗҫ.

Ремонтные работы будут проведены в два этапа.

Красноармейски районӗнче кӗпер юсама пуҫланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34170.html

2021-2022 ҫулсенче «Вырӑнти культура ҫурчӗ» проектпа Тӑрӑн тата Ульяновка ялӗсенчи клубсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Поликлиникӑра юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пынӑпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc

Юсав ӗҫӗсем ирттернӗ чухне вырӑнти ӑстасен тата инженерсен рационализаторла шухӑшӗсене анлӑн ӗҫе кӗртме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Кунта ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ юсав цехӗсем хута кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Япӑх ҫанталӑка пула республикӑна электричествӑпа тивӗҫтерсе тӑрасси пӑсӑлнӑ тапхӑрта аварипе юсав ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑ мӗн-пур ҫынна уйрӑммӑн тав тӑватӑп.

Особые слова благодарности – всем, кто участвовал в аварийно-восстановительных работах при нарушении электроснабжения республики в силу неблагоприятных погодных условий.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

Хальччен юсав тумланма юратаканскер, тачка пиртен ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑнса, ҫӑпата сырса ҫӳре пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малти пӳртрен уяв майӗпе юсав тумланнӑ Лукарье тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех