Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн сăмах пирĕн базăра пур.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тимуш шӑппӑн алкумне тухрӗ те чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Халь те, шӑппӑн ӑша ҫунтарса тӑриччен, ҫын ӑшне ҫунтарса тӑриччен, мӗн те пулсан калани аванрах пуль, анчах мӗн те пулсан ҫеҫ калас килмест ҫав, кирлӗ сӑмахсем халь-халь тупӑнассӑн туйӑнать, ҫавсене ҫеҫ калас килет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл ӑна шӑппӑн та хыпӑнчӑклӑн тем каласа парать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑппӑн хускалса малалла утатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫулла отпуск илет те тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве тухса каять, — Юлаев сӑмахӗсене шӑппӑн ӑнлантарса пачӗ вӑл пире.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Серебряков каллех йӗкӗтсем еннелле ҫаврӑнчӗ, вӗсене пӗр самант шӑппӑн, мӑйӑхне чӗпӗткелесе, сӑнаса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл шӑппӑн итлесе пычӗ, итленӗ май интересленсе кайрӗ пулас та, хуллентерех те хуллентерех утрӗ, пӗр-ик хут, кӗске самантлӑха, чарӑнса та тӑчӗ, куҫран ыйтуллӑн пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Татах тем калас килет ун, шӑппӑн пыма йывӑр карчӑка.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӗннӗ май ӑшшӑн, шӑппӑн тем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак самантра Надя театр сценине курчӗ пуль-ха та — эпир те, сӗтел хушшинчисем, ӑна тӗлӗнсе тӑма, тӗлӗнсе шухӑшлама чӑрмантарас мар тенӗн, хускалмасӑр, шӑппӑн лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл аллинчи черкке ҫине пӑхрӗ те: — Тӗкӗнмелле те марччӗ пуль ӗнтӗ, Ҫтаппан, эсӗ тултарнӑ черккене, — терӗ питӗ те шӑппӑн, — шӑлса ҫеҫ пӑрахмаллаччӗ пуль сӗтел ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫапла ҫеҫ каларӗ Анюк, шӑппӑн каларӗ, Анюк каламарӗ пуль кӑна тесе те шутлӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Сергей Андрейч, — терӗ вӑл мана шӑппӑн, — эпӗ совхоз дирекцине каям-ха.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эсӗ, Алиса кин, чипертерех пул-ха, чӑнах та, — шӑппӑн асӑрхаттарчӗ кил хуҫи арӑмӗ, — пули-пулмине ма аса илмелле…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр сас-чӳ тумасӑр кӗчӗ, ҫавӑн пекех шӑппӑн салтӑнчӗ те, аллисем ҫине пӑхкаласа, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, кӑмака умне иртрӗ, ҫӑвӑнма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗррехинче хайхискер иккӗшӗ калаҫнине такам итлесе тӑрас пек шиклӗн йӗри-тавра пӑхкаларӗ те шӑппӑн ҫапларах пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ун пек чухне пӗччен ним те тӑваймастӑн: шӑпчӑк чӗппи хӑраххи, лар шӑппӑн, луччӗ лайӑхрах.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ермолаев? — терӗ Ваҫҫа шӑппӑн, — Эрхип! — каларӗ ун хыҫҫӑн кӑшкӑрнӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Эпӗ хӑратӑп, Георгий! — шӑппӑн тата ҫийӗнчех тавӑрса каларӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Ах!.. — тесе ҫеҫ калайрӗ вӑл, темле шӑппӑн та хӑранӑ евӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех