Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунӗ (тĕпĕ: чун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн чунӗ пӗтӗмпех ултавҫӑ хӗрарӑм чунӗ, анчах ҫав ултава вӑл хӑй питӗ хитре те илӗртӳллӗ пулнипе асӑрхасах та каймастӑн, шута илместӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫавӑн чухне мӗнпур ҫутҫанталӑк: хирсем те, вӑрмансем те, ялсем те, хуласем те, уйӑх ҫутинче кӑваккӑн йӑлтӑртатса юхакан юханшывсемпе пин-пин ҫӑлтӑрлӑ тӳпе те, — пурте, пурте этем чунӗ ҫинчен, унӑн таса юратӑвӗ ҫинчен асамлӑ юрӑ юрланӑ пек туйӑнчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

«Яковлев пире ҫул уҫса панӑшӑн унӑн чунӗ пире пулӑшсах пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Ӑна пурпӗрех ялав пек туса ҫакрӗ Караҫӑм, анчах чунӗ лӑпланаймарӗ, аван мар пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Самолет ҫине лартса пӗрре силлентерсен Мамарлановӑн чунӗ те, юнӗ те юлас ҫук.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Улӑхалла чупса аннӑ Зина Урпаш хӗррипе нумай та утайман — ӑна пӑр ҫапса ӳкернӗ, чунӗ тухмалӑхах пуҫне шӑтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тавралӑха ҫӗрлехи чатӑр картланӑ пулин те, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ пилотка тӑхӑннӑ салтак тӑван ялӗ ҫывӑхӗнче мӗн пулса иртнине витӗрех курать пек, паянхи каҫ кам ырӑ, кам усал ӗҫ тӑвать — ҫавна сисет пек, камӑн чунӗ мӗншӗн ҫуннине, кама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлет пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Унӑн сассине илтсен чунӗ кӳтсе ҫитнӗ хӗрарӑм ним калама аптӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавӑн пиркиех ун патнелле туртӑннӑ-ши Альбина чунӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Чунӗ тарӑхма тытӑнать, унӑн пуҫне темле ют шухӑш килсе кӗрет: кӳлешӳ-и вӑл е кӗвӗҫӳ — ҫакна Тарас хӑй те лайӑххӑн ӑнланаймасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Кӗркури кӗнине курсан Тарасӑн чунӗ тӑвӑлса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

2022 ҫултанпа Светлана Храмова Шупашкар хулин 48-мӗш шкулӗнче пуҫламӑш классенче вӗрентме тытӑнать, чӑваш чӗлхин илемлӗхӗпе вӑрттӑнлӑхне ачасен чунӗ патне ҫитерес тесе тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Юрлакансен сассине илтсе, Укаслу чунӗ кӳтрӗ, макӑрасси килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ унӑн чунӗ ӗмӗр-ӗмӗр тертленсе ҫӳрӗ, канлӗх тупаймӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗчӗк пепкен ӳчӗ кӑн-кӑвак, ку чунӗ тухас умӗн питӗ тертленнине пӗлтерет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кашни этем чунӗ турӑ аллинче, — такама юрас тенӗн сӑмах хушрӗ Валтиел пупӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чунӗ ҫакӑнтан турӑ патне ҫӗкленӗ те ӗмӗр-ӗмӗр ҫӑтмахра ыр курӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Халӗ ӗнтӗ, Укаслу чӗрӗ-сыввине курсан, чунӗ лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн тӑвас тен, ку юлташӑн чунӗ те Шуйтан кӗсйине лекрӗ вара.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара леш ҫын чунӗ Шуйттана сутӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех