Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чуллӑ массӑн темӗн чухлӗ йӑлтӑркка та яка кристалӗсем ҫинче пирӗн аппаратсенчен тухакан ҫутӑ ҫав тери нумай тӗрлӗ кӗтеслӗ кӗленче ҫине ӳкнӗ пек саланса ялтӑртатать, эпир пысӑк хӑвӑл алмаз ӑшӗнче пынӑ пекех туйӑнать.
XXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ял ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ фиордӑн чӑнкӑ ҫыранӗсен базальт чуллӑ стенисем тӗлӗнмелле купаланса тӑраҫҫӗ.Небольшой фьорд, у которого ютилось селение, окаймлен базальтовой стеной совершенно необычного вида.
XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫул ҫинчи тӑпра ту ҫывхарнине кӑтарта пуҫларӗ; чуллӑ тӗмескесем ҫыран хӗрринчи ватӑ юман тымарӗсем пек курӑнса темӗн пысӑкӗш вулкан тавра капланса тӑраҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тинӗс таппи стена пек чӑнкӑ, вӑл виҫӗ пин фут ҫӳллӗше улӑхакан чуллӑ тусен хушшинче выртать; сӑрт айккисенче хӗрлӗрех тӗслӗ туф сийӗсем хушшинче хӑмӑр сийсем те уҫҫӑнах уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Юр та, тӑвӑл та, начар ҫул-йӗр те, чуллӑ сӑртсем те, пӑрлӑхсем те уншӑн нимӗн те мар; вӑл хӑюллӑ та сыхланса пыраканскер, питӗ шанчӑклӑ; вӑл нихӑҫан та такӑнмасть, нихӑҫан та чӑхӑмламасть.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Час-часах ҫав ҫӑра чуллӑ сӑртсен тӳписем тинӗс хӗрнех ҫывхарса тӳрем ҫӗр ҫине ӳкереҫҫӗ пулсан та, пире иртсе кайма ҫителӗклӗ вырӑн юлать.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Хӗвел тухӑҫӗ енче трахит текен чуллӑ тӑвӑн пӗркеленчӗк тӑррисем сайра тӗтрепе витӗнсе тӑраҫҫӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тусан айккинче выртакан юр тӗмисем аякранах шуррӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; хӑш-пӗр уйрӑм ту тӑррисем ҫӑра пӗлӗтсем витӗр шӑтарса тухаҫҫӗ те шуса иртекен тӗтре енче таса пӗлӗтре ишсе пыракан утравсем пек туйӑнаҫҫӗ.
XII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ялтан пур енчен те боецсем хупах ҫитӗнсе ларнӑ чуллӑ ҫырмана васкавлӑн пухӑнма пуҫларӗҫ.Бойцы со всех сторон деревни сбегались к каменистому оврагу, заросшему лопухом.
7 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
«Турӑҫӑм, — шухӑшланӑ ку вӑхӑтра Анна та, — ку пӗрре ишӗлсе ансан, машинӗ-мӗнӗпех чуллӑ урам варрине кайса ӳксен!..
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хыҫалти лӑпкӑ вырӑнта Марья Николаевнӑпа Ипполит Сидорыч лараҫҫӗ — тӑватӑ лаша Висбаденӑн чуллӑ ҫулӗ тӑрӑх юртӑпа харӑс йӑртлаттарса пыраҫҫӗ, — Париж, Париж!
XLIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Сылтӑм аллинче вӑл мулкач тирӗнчен тунӑ хура шлепке, сулахай аллинче икӗ хулӑн сӑран перчетке тытса тӑрать; галстукне яланхинчен сарлакарах тата ҫӳлерех ҫыхса хунӑ, крахмалланӑ жабо ҫине «кушак куҫӗ» (oeit de chat) текен чуллӑ булавка чиксе лартнӑ.
XVIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Вӑрманӗ ҫаплах малалла тӑсӑлса пычӗ, хӑйӗн сукмакӗпе вӑл Таньӑна чуллӑ сӑмсах патнелле илсе кайрӗ, — ҫав сӑмсахри капмар чулсене ҫил илсе пырса купалать.А лес уходил все дальше, ведя ее по своим тропинкам к мысу, где были рассеяны огромные камни.
XXI // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чуллӑ сукмак ҫинче те ҫын таврашӗ курӑнмасть.
VIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Яланах ҫӗҫӗпе чаваҫҫӗ, ҫитменнине тата, ҫӗре мар, — асту ҫакна, — унта вӗсен яланах чуллӑ ту пулать.Всегда копают ножом, да не землю, заметь себе, — всегда у них там твердая скала.
Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫыран хӗрри питӗ чуллӑ, Гошена ҫитиччен урусене йӑлт шӑйӑрса пӗтеретӗн.Дорога по берегу каменистая, — я думаю, ты все ноги собьешь, пока доберешься до Гошена.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӗттӗмленсех ҫитмен-ха, ҫавӑнпа та палуба ҫинчи пассажирсем Айртона аванах кураҫҫӗ: вӑл чуллӑ ҫӗр ҫинче аллисене кӑкӑрӗ умне хӗреслӗ тытнӑ та пӗр сиккеленмесӗр тӑрать.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юлашкинчен, ӗнер чуллӑ ҫӗр ҫине хӑпартӑм та, хӗвеланӑҫӗнче тӗтӗм пуррине асӑрхарӑм.И вот, наконец, вчера я взобрался на вершину скалы и вдруг заметил на западе лёгкий дымок.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эх, савнӑ ачамсем, мӗнле те пулин карап курасса ӗмӗтленсе, эпир тӑтӑшах чуллӑ ҫӗрсем ҫинче тенине пӗлесчӗ эсир!
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
1862 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗ умӗн каҫхине ултӑ кун пӗр чарӑнмасӑр алхаснӑ тӑвӑлпа аманнӑ «Британи» Мария-Терезия утравӑн шыв айӗнчен тухса тӑракан чуллӑ ҫӗрӗсем ҫинче ҫӗмӗрӗлчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӗвел анма пуҫланӑ, унӑн чалӑш пайӑркисем утравӑн ӗмӗлкипе ҫыранри чуллӑ ҫӗрсен тӑррисене ҫутатса кӑтартаҫҫӗ.Солнце уже склонялось к западу; косые лучи его освещали силуэт острова и верхушки прибрежных скал.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.