Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳме сăмах пирĕн базăра пур.
хӳме (тĕпĕ: хӳме) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
9. Эпӗ ӑна пӗлӗтпе чӗркесе тӗтрепе пиелерӗм, 10. унтан ӑна йӗрке кӑтартса патӑм, хӳме хӳсе хапхапа пӳлсе лартрӑм та: 11. «ҫак тӗле ҫитетӗн те малалла каймастӑн, мӑнаҫлӑ хумусен чикки ҫакӑнта санӑн» терӗм.

9. когда Я облака сделал одеждою его и мглу пеленами его, 10. и утвердил ему Мое определение, и поставил запоры и ворота, 11. и сказал: доселе дойдешь и не перейдешь, и здесь предел надменным волнам твоим?

Иов 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ман патӑма хӳме ҫӗмӗрсе кӗнӗ пек килсе кӗчӗҫ; ман ҫине шавлӑн сиксе ӳкрӗҫ.

14. Они пришли ко мне, как сквозь широкий пролом; с шумом бросились на меня.

Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Тул ҫутӑлсан Олоферн пуҫне хӳме тӑррине ҫакнӑ; унтан кашни ар хӑйӗн вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланнӑ та, вӗсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ту айнелле утнӑ.

11. Когда настало утро, повесили голову Олоферна на стену; каждый муж взял свое оружие, и вышли отрядами на всходы горы.

Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иудифь каланӑ вӗсене: тӑванӑмсем, итлӗр-ха мана, ҫак пуҫа илӗр те ӑна шӗвӗр тӑрӑллӑ хӳме ҫине тӑрӑнтарса ҫакса хурӑр.

1. Иудифь сказала им: послушайте же меня, братья, возьмите эту голову и повесьте на зубцах вашей стены.

Иудифь 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем Самари, Кони ҫӗрӗсене тата Ветерона, тата Вельмень ҫӗрне, тата Иерихонпа Хова хулисене, тата Есора ҫӗрне, тата Салим айлӑмне хыпар янӑ, 5. вӗсем пур ҫӳллӗ тусен тӑррисене йышӑннӑ, унта вырӑнаҫнӑ ялсем тавра хӳме ҫавӑрнӑ, нумай пулмасть ҫеҫ тырпул вырса пуҫтарнӑскерсем, пулас вӑрҫа шута илсе, тырӑ хатӗрлесе хунӑ, 6. аслӑ священник Иоаким вара, ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пулнӑскер, Ветилуя халӑхне тата Дофаим ҫывӑхӗнчи айлӑмӑн мал енче ларакан Ездрилон хулине хирӗҫ вырӑнаҫнӑ Ветомесфем халӑхне хут ҫырса янӑ — 7. вӗсене ту-сӑртлӑ ҫӗршыва хӑпармалли вырӑнсене йышӑнма хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудея ҫӗрне ҫавӑнтан кӗрсе ҫӳренӗ, ҫулӗ вара икӗ ҫын иртмелле мар хӗсӗк пулнӑ, ҫавӑнпа унта кӗме тӑракансене ҫӑмӑлах тытса чарма пултарнӑ.

4. Они послали во все пределы Самарии и Конии, и Ветерона и Вельмена, и Иерихона, и в Хову и Эсору, и в равнину Салимскую, 5. заняли все вершины высоких гор, оградили стенами находящиеся на них селения и отложили запасы хлеба на случай войны, так как нивы их недавно были сжаты, 6. а великий священник Иоаким, бывший в те дни в Иерусалиме, написал жителям Ветилуи и Ветомесфема, лежащего против Ездрилона, на передней стороне равнины, близкой к Дофаиму, 7. чтобы они заняли восходы в нагорную страну, потому что чрез них был вход в Иудею, и легко было им воспрепятствовать приходящим, так как тесен был проход даже для двух человек.

Иудифь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Эпӗ хӳме ҫинче ҫерҫисем ларнине асӑрхаман та.

10. И не заметил я, что на стене были воробьи.

Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫав каҫхине, виле пытарса таврӑнсан, эпӗ, тасамарланнӑскер, картиш тулашне хӳме ҫумне ҫывӑрма выртрӑм, выртасса эпӗ пит-куҫа витмесӗрех выртнӑччӗ.

9. В эту самую ночь, возвратившись после погребения и будучи нечистым, я лег спать за стеною двора, и лице мое не было покрыто.

Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Ӗнтӗ эпӗ вӗсене хытах каларӑм: мӗншӗн эсир хӳме ҫумӗнче ҫӗр каҫатӑр?

21. Но я строго выговорил им и сказал им: зачем вы ночуете возле стены?

Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Унта ҫапла ҫырнӑччӗ: «халӑхсем хушшинче сӑмах ҫӳрет, Гешем та ҫавнах калать: эсӗ тата Иудея уйӑрӑлма шут тытнӑ имӗш, ҫавӑнпа хӳме тӑватӑн та, эсӗ вӗсен патши пуласшӑн теҫҫӗ; 7. эсӗ хӑвӑн ҫинчен Иерусалимра чап сарма, «ку — Иудея патши!» тесе калаттарма пророксем те тупнӑ.

6. В нем было написано: слух носится у народов, и Гешем говорит, будто ты и Иудеи задумали отпасть, для чего и строишь стену и хочешь быть у них царем, по тем же слухам; 7. и пророков поставил ты, чтоб они разглашали о тебе в Иерусалиме и говорили: царь Иудейский!

Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вара эпӗ аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене, ытти халӑха каларӑм: ӗҫӗ ку пысӑк та анлӑ, эпир хӳме тӑрӑх саланса пӗтнӗ, пӗр-пӗринчен аякра ӗҫлетпӗр; 20. ҫавӑнпа та трупа сассине хӑш енчен илтетӗр, ҫав вырӑна пирӗн пата пуҫтарӑнӑр; Туррӑмӑр пирӗн хута кӗрсе ҫапӑҫӗ, терӗм.

19. И сказал я знатнейшим и начальствующим и прочему народу: работа велика и обширна, и мы рассеяны по стене и отдалены друг от друга; 20. поэтому, откуда услышите вы звук трубы, в то место собирайтесь к нам: Бог наш будет сражаться за нас.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Хӳме тӑвакансем кашниех пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакса янӑччӗ, ҫапла ӗҫлерӗҫ вӗсем.

18. Каждый из строивших препоясан был мечом по чреслам своим, и так они строили.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Хӳме хӑпартакансемпе йӑтмарҫӑсем ӗнтӗ хӑрах алӑпа ӗҫ турӗҫ, тепӗринпе сӑнӑ тытсах тӑчӗҫ.

17. Строившие стену и носившие тяжести, которые налагали на них, одною рукою производили работу, а другою держали копье.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ.

16. С того дня половина молодых людей у меня занималась работою, а другая половина их держала копья, щиты и луки и латы; и начальствующие находились позади всего дома Иудина.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Пирӗн тӑшмансем ӗнтӗ хӑйсен шухӑшӗ пирӗншӗн пӗтӗмпе паллӑ пулнине, Турӑ вӗсен тӗллевне путарнине ӑнкарса илнӗ; эпир вара пурсӑмӑр та хӳме патне, кашнийӗ хӑйӗн ӗҫӗ патне таврӑнтӑмӑр.

15. Когда услышали неприятели наши, что нам известно намерение их, тогда разорил Бог замысел их, и все мы возвратились к стене, каждый на свою работу.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗсен ҫывӑхӗнче пурӑнакан иудейсем «сирӗн ҫине пур енчен те тапӑнаҫҫӗ» тесе пӗр вунӑ хут та каларӗҫ пире, 13. ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хула ҫумӗнчи айлӑм вырӑнсене, хӳме леш енне, уҫӑ вырӑнсене халӑха ӑрусем тӑрӑх, хӗҫсемпе, сӑнӑсемпе, ухӑсемпе тӑратса тухрӑм.

12. Когда приходили Иудеи, жившие подле них, и говорили нам раз десять, со всех мест, что они нападут на нас: 13. тогда в низменных местах у города, за стеною, на местах сухих поставил я народ по-племенно с мечами их, с копьями их и луками их.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Анчах иудейсем каларӗҫ: йӑтмарҫӑсен вӑй-халӗ чакрӗ, ванчӑк чул вара ытла та нумай; эпир хӳме тума пултараймастпӑр, терӗҫ.

10. Но Иудеи сказали: ослабела сила у носильщиков, а мусору много; мы не в состоянии строить стену.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Туррӑмӑр, илтсемччӗ пире, пирӗнтен епле йӗрӗнсе кулаҫҫӗ, вӗсен хӑртса каланӑ сӑмахӗсене хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑр; вӗсем тыткӑна, ют ҫӗре лекчӗр, мӑшкӑл курччӑр, 5. вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ан каҫар, вӗсен ҫылӑхӗ те Сан умӑнта ан ҫухалтӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӳме юсакансене кӳрентерчӗҫ!

4. Услыши, Боже наш, в каком мы презрении, и обрати ругательство их на их голову, и предай их презрению в земле пленения; 5. и не покрой беззаконий их, и грех их да не изгладится пред лицем Твоим, потому что они огорчили строящих!

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Санаваллат, эпир хӳме туни ҫинчен илтсессӗн, тарӑхса талӑрсах кайнӑ.

1. Когда услышал Санаваллат, что мы строим стену, он рассердился и много досадовал

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Вӗсен ҫумӗнчи хӳме сыпӑкне Хур ывӑлӗ Рефаия, Иерусалим ҫӗрӗн ҫуррине тытса тӑраканӗ, юсарӗ.

9. Подле них чинил Рефаия, сын Хура, начальник полуокруга Иерусалимского.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла Иерусалима Сарлака хӳме патне ҫитиччен юсаса тухрӗҫ.

И восстановили Иерусалим до стены широкой.

Неем 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех