Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпара (тĕпĕ: хыпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах Екатерина Алексеевна ку хыпара пӗрре те ӗненесшӗн пулмарӗ.

Но Екатерина Алексеевна не хотела этому верить.

Юлашкинчен калани // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Чӑн та, ӗненме пулать ку хыпара.

Теперь это дело верное.

XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫӗршыври, районти пур хыпара та пӗлсе тӑрать, вӗсене сӳтсе явать.

Знает и обсуждает все новости, происходящие в стране, в районе.

Чи аслӑ ҫын - 100 ҫулта // З.Свеклова. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.10.08, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=894&text=news-publikacii

Ӗнер вара ҫав хыпара пур тискер кайӑксене те пӗлтерес тесе кунӗпех параппан ҫапнӑ.

А вчера целый день били в барабан, чтобы известить всех зверей об этом решении.

Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Чӑнах та, илтмен иккен эсӗ вӑл ҫӗнӗ хыпара, — тет тилӗ.

— Так и есть, значит ты еще не знаешь этой новости, — сказала лиса.

Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Ҫынсем кирек мӗнле хыпара ӗненме те хатӗр пулчӗҫ:

Люди были готовы верить самым вздорным слухам:

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Теприсем ку хыпара тата вӑйлатса ячӗҫ.

Некоторые добавляли даже,

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫав хыпара илтнӗ Чжан Фу-ин милиционерсене Дасаоцзана арестлеме хушнӑ.

Когда Чжан Фу-ину доложили о таком неслыханном оскорблении, он вышел из себя и приказал милиционерам арестовать Дасаоцзу.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫак хыпара илтнӗ Дасаоцза урама чупса тухнӑ та пӗтӗм ял илтмеллех кӑшкӑрма пуҫланӑ:

Тогда жена Бай Юй-шаня выбежала из своего дома и подняла крик на всю деревню:

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ кала-ха: юлашки вӑхӑтра халӑх хушшинче ҫӳрекен хыпара илтнӗ-и эсӗ?

Ты вот скажи: слыхал ли ты молву, которая ходит в народе последние дни?

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра пурӗ унашкал 5 текст пур.

Во время написания этой новости имеется всего 5 таких текстов.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29555.html

Хыпара вӗҫленӗ май яланхи пекех ытти кӑтартусен ҫитӗнӗвӗсене палӑртар.

Завершая новость, давайте, как всегда, отметим достижения других показателей.

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29555.html

Вӑл хыпара ҫырнӑ чухне чӑваш чӗлхин кӑтартӑвӗ 1400-пе танлашатчӗ пулсан, паянхи куна вӑл 2700-е ҫитрӗ (1800 тӗрӗсленӗ, 900 куҫарнӑ).

Если во время написания новости показатель чувашского языка составлял 1400, то на сегодняшний день он достиг 2700 (1800 проверенных, 900 переводов).

Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн ҫурла уйӑхӗнчи ӗҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29555.html

Эпӗ часах ӑнланса илтӗм, ку хыпара ӗнерхи ача сарнӑ иккен.

Я понял: это вчерашний мальчик разнес обо мне такой слух.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Киле таврӑннӑ май, ҫул тӑрӑх, эпӗ ҫак ҫӗнӗ хыпара аттене мӗнле пӗлтересси ҫинчен шухӑшласа пытӑм.

По дороге в деревню я обдумывал, как лучше сказать отцу о новости.

18. Ӗмӗтӗм пурнӑҫланать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сире, Совет Союзне пӗлекен ҫынна, ку хыпара савӑнсах пӗлтеретӗп эпӗ.

И вам, как знатоку Советского Союза, я рад сообщить об этом.

Сигарета пачки // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Партизансемшӗн ҫак хыпара илни пысӑк уяв пекех туйӑнса кайрӗ.

Для партизан эта новость показалась большим праздником.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Пирӗн колонна сӑрт тӳпинчен анса Делятино патне прорыв тума ҫывхарса пынӑ чух партизансем ҫак хыпара илтнӗ хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнипе хырӑм выҫҫи ҫинчен те манса кайрӗҫ.

Когда наша колонна спускалась с гор, шла на прорыв к Делятину, партизаны забывали об усталости и голоде.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эпӗ ҫак хыпара илтсенех Молочки ялне пӗр ушкӑн боецсем кӑларса ятӑм, анчах вӗсем яла каярах юлса ҫитнӗ.

Я тотчас послал в Молочки группу бойцов, но они опоздали.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Боецсем ҫак савӑнӑҫлӑ хыпара урра кӑшкӑрса ответлерӗҫ.

Народ ответил на это восторженным криком «ура».

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех