Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑ сăмах пирĕн базăра пур.
уҫӑ (тĕпĕ: уҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уҫӑ ҫӗре тухсанах, хирте хӑлаҫланса утакан салтака курчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Уҫӑ вырӑна тухмасӑр, шурлӑхсенчен пӑрӑнса, вӑрман хӗррипе аллӑ ҫухрӑма яхӑн утрӗҫ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Саншӑн пирӗн алӑк яланах уҫӑ, — Ҫимун ҫумне чӑмӑртанчӗ самӑр Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑрӑхра ӗҫме питӗ уҫӑ, ытла сивӗрен шӑла тивет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тайгари ҫынсенни пек питӗрӗнсе тӑмаҫҫӗ кунти хапхасем, картишсен тӑррисем те ҫук — тӳпе яртах уҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗттӗм кӗтессенче хурӑн хуппи ҫӑтӑртатса ҫунатчӗ, уҫӑ вырӑнта хӗр-каччӑсем карталанса юрлатчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ним тума аптранӑ Ҫимун ури ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫур миххе яхӑн юлнӑ тапакне йӑтса, уҫӑ вакунсем патнелле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Виҫ-тӑватӑ вакунӑн уҫӑ алӑкӗсенчен лаша хӳрисем мӗлтлетсе иртнине ҫеҫ асӑрхама ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Самант хушшинче барон кӗсйинчен уҫӑ каларса илчӗ те, ун чӑматанне уҫса, саквояжри укҫана хӑй чӑматанне хучӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урлӑ сак хӑмисем, чӑн та, уҫӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Темӗн, урлӑ сак хӑми уҫӑ выртать пек курӑнмасть-и ҫавӑнта?

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп, ман кӑшт уҫӑ сывлӑша тухса ҫӳремелле…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Картиш алӑкӗ яриех уҫӑ, Сайхахӗсем ӑҫта кирлӗ унта сапаланса выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунашкал илемлӗ, вӑйлӑ та уҫӑ чупакан лаша ялта урӑх ҫуккине шанать вӑл.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрте кӗрсен Анук уҫӑ ларакан ҫӳпҫи патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуткупӑсӑн ҫепӗҫ те уҫӑ сассинче юратӑвӑн тата Микулан сасси пур пекех туйӑнчӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Нумай тӗрлӗ халӑхпа, пуянни-чухӑннипе, ухмаххи-ӑслипе, уҫӑ кӑмӑллипе, хыткукарпа та тӗл пулса курнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Костя хулӑн та уҫӑ сассипе юрӑ пуҫарчӗ: Из-за острова на стержень, На простор речной волны…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Туятӑп, эсир ман уҫӑ кӑмӑлпа усӑ курса хаклӑрах илесшӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пурнӑҫри вӑй-хал, илӗртӳлӗх, уҫӑ кӑмӑл сире обществӑра хӑвӑра кӑтартма, ҫӗнӗ паллашусем йӗркелеме май парӗҫ.

Избыток жизненных сил, личное обаяние и душевная широта помогут вам блеснуть в обществе, завести новые знакомства.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех