Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ури (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӗлен ури пӗртте ҫук, Ҫӗлен ҫитмен ҫӗр те ҫук; Ҫакӑ ҫӗрӗн ҫийӗнче Ҫӗлен сӑхман ҫын та ҫук».

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Ефремов карабинне хулпуҫҫи ҫинчен илчӗ те ури патне лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Лаша пулман, картишне ӗне ури йӗрӗ ӳкмен.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Алли, ури, куҫӗ ҫук-и Кирикӑн?

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ача чухнехи тусне хирӗҫ тухсах сывлӑх сунас тесе ури ҫине тӑчӗ, алӑк патнелле икӗ-виҫӗ утӑм тунӑскер каялла таврӑнчӗ, каллех пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь вӑл тур ҫырлахтӑрах тесе ури ҫине сиксе тӑчӗ, шӗвӗр кӗлеллӗ пушмакӗпе урай хӑмине шӑтарасла танклаттарса пӳлӗм варрине вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

….Тепӗр хут ҫырмана аннӑ арҫын ури ҫинче аран-аран тӑратчӗ, ҫав хушӑра ун ҫине хӗрарӑм уртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫырмана ҫитиччен хӗрарӑмӑн уринчен ури иртми пулчӗ, ҫийӗ-пуҫӗ унӑн йӗп-йӗпе те шӑкӑр-шӑкӑр.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ури вӗҫӗнче тулли эрех кӗленчи выртать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Улӑм ури ӑшӗнче выртнӑ чух ҫак вӑрман курӑнни пирӗншӗн юмахри кӑвак хуппи кӑна пулчӗ иккен, — юман ҫумне таянса куҫне хупрӗ Изамбаев.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вера ури шӑна пуҫласан тин кунта эпир тул ҫутӑличчен пӑр пулатпӑр тесе хускалма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хир варринчи юрлӑ улӑм ури шӑтӑкӗнче выртмасть вӑл — пӑлтӑрти ҫеп-ҫемҫе тӳшек ҫинче выртать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Уй варринчи улӑм ури ӑшӗнче выртакан виҫӗ ҫын ҫине чарусӑр ҫил пӗрмаях юр вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫилтӑманлӑ улӑм ури ӑшӗнче ачаллӑ хӗрарӑмпа — хальччен курман-илтмен темле ют ҫынпа юнашар выртма тӳр килни ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Виҫӗ ҫын тепӗр ҫур сехетрен юрпа хупланнӑ улӑм ури патне пырса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сӑмах чӗнмесӗр утакан арҫын еннелле пӑхса хӗрарӑм икӗ-виҫӗ утӑм ярса пусрӗ те, ури айӗнче сасартӑк тӗрек ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Сасартӑк хӗрарӑм чикеленсе кайрӗ, мӗншӗн тесен сылтӑм ури унӑн чӗркуҫҫи таранах юр ӑшне путрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Изамбаев столовӑйра ларнӑ хушӑра сивӗ ури кӑштах хуҫӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Кӑтрарах хура ҫӳҫӗ те, йӑлтӑркка хӑмӑр куҫӗ те, ҫаврака пӗчӗк тути те, ҫинҫерех вӑрӑм ури те — пурте-пурте илӗртӳллӗччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ульяна, ури ҫӗре перӗнми вӗткеленекенскер, Испуханова мунча ҫенӗкне ҫавӑтса кӗртрӗ, хӑйпе юнашар кравать ҫине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех