Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урайне (тĕпĕ: урай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтерук япалисене урайне ывӑтрӗ те пӳртрен тухса тарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫамкине урайне тивертрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗри сывлӑш, маччана ҫапӑнса, урайне явӑнса анчӗ, Уҫкана ӑшалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫка тӳсеймесӗр урайне тӑсӑлса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫка вӗрие тӳсеймесӗр тӑруках урайне кукленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ури мунча урайне мар, темӗнле ҫемҫе япала ҫине лекрӗ, унтан ҫавӑнтах хӗрарӑм ҫари! ҫухӑрса янӑ сасӑ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗрре те ӗлӗкхи пек хӑтлӑ мар кунта: вырӑнне пуҫтарман, тенкелсем ӑҫта килнӗ унта лараҫҫӗ, урайне те шӑлман.

Куҫарса пулӑш

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кинжал, вӗҫӗпе ӳксе, урайне тӑрӑнса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил кунта! — кӑшкӑрса ячӗ Уҫӑп, алӑкран тухса сирпӗнме тӑчӗ, пулмарӗ — Иван ун кӑкӑрӗ тӗлне кинжалне тытрӗ, ҫав самантрах тепӗр аллипе Уҫӑпа ӗнсинчен пӗрре чышсах урайне йӑвантарса та ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ана шерепеллӗ тӗттӗм сенкер бархатпа карса хунӑ, урайне талккӑшпех чечеклӗ пысӑк палас сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Килне ҫитсен, вӑл ним тӑвиччен малтан сарлака крыльца ҫине хӑпарчӗ, ҫӑрине уҫса, лавккана кӗчӗ, нӳрлӗ ҫӗтӗкпе сентресене сӑтӑрса тасатрӗ, урайне шӑлса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хветут, урайне ӳксе шӑмшака ватас марччӗ тесе, икӗ аллипе те сӗтелтен ярса тытрӗ — усси пулмарӗ: кивӗ сӗтел урисем тайӑлса кайрӗҫ те, малтан ун ҫинчен виҫӗ четвӗрт шуса анса пӗр-пӗрин ҫине пулса арканчӗҫ, каярах Хветутпа карчӑкӗ те кӗленче ванчӑкӗсемпе сӑмакун кӳлли ҫине лаплатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗркеллӗ калаҫса ларнӑ хушӑрах Якку атте пуканӗ ҫинчен пӑнкӑлт! туса урайне ӳкрӗ те, алли-урипе турткаланма пуҫларӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сире, Петр Петрович, ӗҫ тумӗ те, патшанни пек лайӑх тум та пӗр танах килӗшет, — терӗ те матушка, текех хуҫа ҫине пӑхма вӑй ҫитереймен куҫӗсене йӑвашшӑн урайне тӗллерӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ехрем ывӑлӗ Уҫӑп сутрӗ мана, улталарӗ», — тесе мӑкӑртатса, хӑрах ҫӑматтине хывмасӑрах урайне тӳнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ехрем мучи, сехри хӑпнипе, шариех ҫухӑрса ячӗ те урайне лаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хам сӑмахӑн хуҫи Пулса, ак ҫапла тӑватӑп эпӗ, — терӗ те Якку атте, кӑкӑрӗ ҫинчи пысӑк хӗресне, ҫийӗнчи рясине хывса урайне пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗкӗте тӳрех хуравламарӗ, ӗнсине хыҫса илчӗ, вара ҫынсем ҫине мар, урайне пӑхса, ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— «Халӑх, каҫар мана. Эпӗ ку таранччен сире суйса-улталаса пурӑнтӑм. Халӗ, Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, капла пултараймастӑп», — тенӗ те — хӗресӗпе рясине хывса чиркӳ урайне пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл темиҫе утӑм ярса пуссах ун умне ҫитсе тӑчӗ, кӑкӑрӗнчен ҫупӑрласа тытса, урайне сӗтӗрсе антарчӗ, уринчи ҫӑматтисемпе купарчинчен, ҫурӑмӗнчен тапкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех