Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйӑрма (тĕпĕ: уйӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑн сӑна лешӗнчен уйӑрма пултаратӑп ӗнтӗ…

Уж себя-то я отличу от…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Вӗсем, пӗчӗк акӑшсем, пурте пӗрешкел ташлаҫҫӗ, уйӑрма та ҫук.

Все они, маленькие лебеди, были одинаковые, и все делали одинаково: не отличишь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Унтан эпӗ кайӑк юррисене уйӑрма пуҫларӑм.

Но потом я стал различать голоса птиц.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Хам пурнӑҫран эпӗ сана нихҫан та уйӑрас ҫук, уйӑрма та пултарас ҫук.

Не хочу и не могу, чтобы ты совсем ушел из моей жизни!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗр пичке бензина икӗ пая уйӑрма пулать.

Можно разделить надвое одну бочку бензина.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Индустри паркне йӗркелесе яма 5,2 га чухлӗ ҫӗр лаптӑкне уйӑрма плана кӗртнӗ.

Под размещение индустриального парка выделят земельный участок площадью 5,2 га.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе Канаш хулинче пулнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=be ... b4575c9e35

Анчах никам та нефтепровода чухӑнлатма сӗнмест вӗт, пӗтӗм ӗҫе икӗ пая уйӑрма ҫеҫ сӗнеҫҫӗ: малтан нефть юхтарма чи кирлине тумалла, правительство панӑ задание пурнӑҫламалла, унтан вара, иккӗмӗш черетре, ытти ӗҫсене пӗтӗмӗшпех туса пӗтермелле.

Но ведь предлагается не обкарнать, а разделить весь объем работ на две очереди: сначала сделать самое нужное для пуска нефти, потом, во вторую очередь, уже выполнив основное задание правительства о пуске нефти, сделать все полностью.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ял тӑрӑхне тимлӗх ытларах уйӑрма тивет, унти сывлӑх сыхлавӗн инфратытӑмӗ, пысӑк хуларисенчипе танлаштарсан, палӑрмаллах кивелсе ҫитнӗ.

Акцент на сельскую местность, где состояние инфраструктуры здравоохранения более ветхое, чем в крупных городах.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

«Муся» кайсан, нимӗҫсем вӑрмана тӗрӗслеме хатӗрленни ҫинчен тата «Николая» пиртен уйӑрма ыйтса, радиограмма ҫыртӑм.

Когда «Муся» ушла, я составил радиограмму, в ней я предупреждал о готовящемся прочесе и просил изолировать «Николая».

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Пирӗн лайӑх ҫынсем хӑйсен кун-ҫулне большевикла партинчен уйӑрма ҫуккине ӑнланса илеҫҫӗ, унӑн ялавӗ айне тараҫҫӗ.

Лучшие наши люди сознают: судьба их неотделима от большевистской партии — и становятся под ее знамена.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Главный бухгалтер хирӗҫлерӗ: халӗ отдела уйӑрма юрамасть, ҫулталӑкри отчета туса пӗтериччен тӑхтас пулать.

Главный бухгалтер возражал: нельзя выделять отдел сейчас, следует подождать завершения отчетного года.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ку тӗлӗшпе те пире уйӑрма ыйтатӑп.

Просьба разделить нас и в этом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӑлара кирлӗ япаласемпе техникӑлла материалсене кӳрсе тӑрас ӗҫе Батманов икӗ пая уйӑрма шутларӗ — Либерманӑн хуҫалӑхӗ те пысӑк пулнӑ ӗнтӗ: пӑтасенчен пуҫласа ҫу таранах.

Батманов решил отделить бытовое снабжение от технического, слишком обширно было хозяйство у Либермана, от гвоздей до масла.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ку тӗлӗшпе икӗ юлташа уйӑрма шутларӗҫ: пӗрне Железкина, тепӗрне Котлова — Котлова ку ӗҫе парас тенине Борин хирӗҫлерӗ.

Для этой цели выдвинули две кандидатуры: Котлова и Железкина. Борин протестовал против посылки Котлова.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Арӑслан купа ҫине пӑхса каларӗ, тет: «Ну, ӑслӑ та иккен эсӗ! Капла лайӑх уйӑрма сана кам вӗрентрӗ?» — терӗ, тет.

Лев посмотрел и говорит: «Ну, умница! Кто ж тебя научил так хорошо делить?»

Арӑслан, ашак тата тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арӑслан ҫилленсе ҫитрӗ, тет, те ашака ҫавӑнтах ҫиҫе ячӗ, тет; тилле ҫӗнӗрен уйӑрма хушрӗ, тет.

Лев рассердился, съел осла и велел лисице переделить.

Арӑслан, ашак тата тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Арӑслан уйӑрма ашака хушрӗ, тет.

И лев велел ослу делить.

Арӑслан, ашак тата тилӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кусем каланӑ: «Вӑл пире мӗнпур пурлӑха ҫурмаран уйӑрма хушса хӑварчӗ», — тенӗ.

Они сказали: «Он велел делить все пополам».

Ашшӗнчен юлнӑ пурлӑха уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӳрши вӗсенчен: «Сире аҫӑр епле уйӑрма хушса хӑварчӗ?» — тесе ыйтнӑ.

Сосед спросил у них: «Как вам отец велел делиться?»

Ашшӗнчен юлнӑ пурлӑха уйӑрни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫапла ӗнтӗ сывлӑш пӗр тӗрлӗ анчах мар, унта тӗрлӗ пайсем пур, вӗсене куҫпа пӑхса уйӑрма ҫук.

Стало быть, в воздухе есть разные части, и их глазом нельзя отличить.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех