Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тути (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр хирӗҫлемерӗ, хӑй те ӑна вӗри аллисемпе питӗнчен, мӑйӗнчен ҫупӑрларӗ, унтан хай ҫумне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ те, хӗрӳлснсе кайнӑскер, пӗҫерекен тутипе каччӑ тути ҫумне тӗртӗнчӗ, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт пӳлӗнсе сывлакан пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шаккурӑн ахаль те чармак куҫӗсем пушшех те чарӑлса кайрӗҫ, тути чӗтреме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑмӑртарах сӑмсин кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан ҫуначӗсемпе сӑмса шӑтӑкӗсем тӗлӗнчен чылай хулӑн тути патне анакан хырмасӑр хӑварнӑ ҫинҫе хура йӗрсем хуҫана уйрӑмах ытарайми илем кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрачан тутӑрӗ айӗнчен шурӑ ҫамки ҫине кӑтраланса тухнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем, тап-таса сенкер куҫӗсем, ҫинҫешкерех тӳрӗ сӑмси, тӑпӑл-тӑпӑл пӗчӗк тути ун ҫийӗнчи тумтирӗпе ниепле те килӗшеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ытла та ҫӑвар тути пек туйӑнать пуль ҫав ӑна чӗлӗм йӳҫҫи.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗччен ҫинӗ чух шӳрпен тути ҫук унӑн, техӗмӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кайран тин ӑнланчӗ, ку сӑмаха урӑхларах ҫавӑрса каламаллаччӗ унӑн, мӗншӗн тесен Мамич-Бердей тарӑхнипе шӑлне ҫыртрӗ, унӑн тути чӗтресе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пусас, юрӗ ирӗлсен те, курӑк тути юлмасть, — килӗшрӗ анне те.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Тути кӗрхи ҫулҫӑ пек сиккелет.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӑра хыҫҫӑн Альбертӑн ҫӑвар тути пӗтет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫӳхерех тути тӑп-тӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тути те куҫӗсем те кулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Тути кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас ҫыннӑнни пек сиксе чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Тутана каччӑн тути ҫунтарса ячӗ, аллисем ҫирӗпрех те ҫирӗпрех пӑчӑртарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Курпун та шӗвӗр сӑмси хытанка, тути ҫемҫе.

Куҫарса пулӑш

Сӑлтав, ачасемӗр, сӑлтав // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 66–73 с.

Тути те ашшӗнни пекех ҫӳхе, сӑмси тӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Ҫыртса лартнӑ пек ҫӑтӑ-ҫӑтӑ тути ҫинчен усӑнса тӑракан мӑйӑхӗсем, хӑлха патӗнчен янах таранах хырмасӑр хӑварнӑ сухалӗ ҫак туйӑма татах вӑйлатса яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Курать те ӑна, кӗл пек шурса каять, тути хӗррине пӑчӑртаса ҫыртать, куҫӗсем тискерленсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Унӑн вӗри тути манӑн пите ҫунтарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сӑмахне вӗҫлетӗр ҫеҫ, пит ҫӑмарти кӑна мар, тути те кроликӑнни евӗрлех талт та тӑлт сиккелет, хӗсӗк сулахай куҫӗ ҫеҫ хупӑнмасӑр пӑраласа тинкерет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех