Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сенкер сăмах пирĕн базăра пур.
сенкер (тĕпĕ: сенкер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫ-курӑкӑн ҫӑра та вӑйлӑ шӑрши чӗрене хумхантарать, инҫетӗн янкӑр таса тӑрӑлӑхӗ сарлакан сарса хунӑ, савӑнса кулакан ытамсем евӗр; ирхи сӑрӑсен ҫепӗҫлӗхне сенкер мӗлкесем йышлантараҫҫӗ, кӑтра ҫутӑра унта та кунта эрешмен карти пайӑркан-пайӑркан йӑлтӑртатать.

Крепкий густой запах зелени волновал сердце, прозрачность далей казалась широко раскинутыми, смеющимися объятиями; синие тени множили тонкость утренних красок, и кое-где в кудрявых ослепительных просветах блистала лучистая паутина.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Сенкер юхан шыв ҫийӗн хӗвел чӑмӑрӗ ирӗлсе шӑранать, таврари уҫлӑхра вӑл чӗтрекен ҫӑмӑл йӑлтӑрккасемпе, ӑҫта пӑхнӑ унта сапса тухнӑскерсемпе, перкелеше-перкелеше вылять.

Солнечный шар плавился над синей рекой, играя с пространством легкими, дрожащими блестками, рассыпанными везде, куда направлялся взгляд.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӗр пӗр виҫе минутран килсе ҫитрӗ; пӳлӗне-пӳлӗне сывлать, хул пуҫҫисемпе пуҫне сенкер пледпа витнӗ.

Минуты через три, задыхаясь от поспешной ходьбы, она явилась; плечи и голову ее окутывал серый плед.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Шыв лекнипе сенкер ҫулӑм йӑлтӑртатса чӑшлатрӗ те сӳнчӗ.

Сверкнул, шипя, залитый водой синий огонь и потух.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

«Марианна» пуш-пушӑ, груз тиемелли ватерлиние сенкер шыв ҫийӗн ҫӳлелле каҫӑртнӑ; ҫав тери хуйхӑллӑн та мӗскӗннӗн, пӗтем кӑкӑрӗпе ассӑн сывлакан чӗрӗ чун пек — рейдра чӳхенсе тӑрать; унӑн вӑйлӑ рейисен хушшинче кирлӗ мар ҫил шӑхӑра-шӑхӑра вӗҫет.

Пустая, высоко подняв грузовую ватерлинию над синей водой, покачивается она на рейде так тяжко, так жалостно, как живое, вздыхающее всей грудью существо, и в крепких реях ее посвистывает ненужный ветер.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Тата — шухӑшламан ҫӗртех сенкер кӗленче черкке тухса тӑчӗ.

Еще вспомнилась ему синяя стеклянная стопка.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Вӑл йӗри-тавра тӗмсӗлсе ҫаврӑнчӗ; бухтӑн сенкер шӑплӑхӗ кӑмӑлне кӑштах ҫеҫ ҫӗклентерчӗ.

Он осмотрелся; голубая тишина бухты несколько ободрила его.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Шурӑ, витӗр курӑнакан хӗрлӗрех хура тымарлӑ, тӗксӗм шупка хӗрлӗ, сенкер — вӗсем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ, йӗкӗлтеҫҫӗ, хавхалантараҫҫӗ те тӗлӗнтереҫҫӗ.

Белые, коричневые с прозрачными жилками, матово-розовые, синие — они утомляли зрение, дразнили и восхищали.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хальхинче нӑрӑ Ассолӗн страница кӗтессине тытнӑ алли тӗлнех ҫитрӗ; кунта «кур» сӑмах ҫинче лакса ларчӗ, хӑйне тепре тапӑнасса кӗтнӗ май иккӗленерех чарӑнчӗ, чӑнах та — ырӑ мар япаларан аран-аран хӑтӑлса юлчӗ, мӗншӗн тесен Ассоль: «Каллех кӑпшанкӑ… ухмахскер!» — тесе кӑшкӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, хӑнана татӑклӑн вӗрсе антарасшӑнччӗ, анчах куҫӗсене пӗр пӳрт тӑрринчен теприн ҫинелле ӑнсӑртран куҫарчӗ те — сасартӑк урам уҫлӑхӗнчи сенкер тинӗс хушӑкӗнчен… хӗрле парӑслӑ шурӑ карап ишсе тухрӗ.

На этот раз жучку удалось добраться почти к руке Ассоли, державшей угол страницы; здесь он застрял на слове «смотри», с сомнением остановился, ожидая нового шквала, и, действительно, едва избег неприятности, так как Ассоль уже воскликнула: — «Опять жучишка… дурак!» — и хотела решительно сдуть гостя в траву, но вдруг случайный переход взгляда от одной крыши к другой открыл ей на синей морской щели уличного пространства белый корабль с алыми парусами.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Пушартилле кӑшкӑрса Пантен «Вӑрттӑнлӑха» ҫил ҫинчен кӑларчӗ; карап чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах крейсер патӗнчен шурӑ перчеткеллӗ лейтенантпа командӑна лартса пӑспа ӗҫлекен катер ку еннелле ыткӑнчӗ; карап палуби ҫине улӑхсан лейтенант йӗри-тавралла тӗлӗнерех пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан Грэйпа пӗрле каютӑна иртрӗ, тепӗр сехетрен тухрӗ те — аллине тӗлӗнерех сулкаласа, чинне ӳстернӗ чухнехилле йӑл кулӑпа ҫиҫсе сенкер крейсер патне ҫул тытрӗ.

Пантен, крича как на пожаре, вывел «Секрет» из ветра; судно остановилось, между тем как от крейсера помчался паровой катер с командой и лейтенантом в белых перчатках; лейтенант, ступив на палубу корабля, изумленно оглянулся и прошел с Грэем в каюту, откуда через час отправился, странно махнув рукой и улыбаясь, словно получил чин, обратно к синему крейсеру.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Йывӑҫсен сенкер мӗлкисем урлӑ каҫса, иртен-каяна куҫӗсенчен сӑнаса, ӑшшӑн пӑхса ункӑ евӗрлӗ бульварпа васкамасӑр, тулли шанӑҫлӑхпа утса иртрӗ.

Она медленно прошла кольцеобразный бульвар, пересекая синие тени деревьев, доверчиво и легко взглядывая на лица прохожих, ровной походкой, полной уверенности.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сулахай аллипе сылтӑммине, ҫӗрӗллине ярса тытнӑскер — хӗр йӗри-таврана тӗлӗнсе тӗсерӗ, тинӗспе ешӗл чӑтлӑхалла вичкӗннӗн тинкерчӗ; анчах тӗм хыҫӗнче никам та хускалмасть, никам пытанса тӑни те курӑнмасть, аякра ҫуталса выртакан сенкер тинӗсре те нимӗнле паллӑ та ҫук, вара Ассоль хӗрелсе кайрӗ, чун-чӗрин сасси ӑрӑмҫӑлла «ҫапла» терӗ.

Схватив левой рукой правую, на которой было кольцо, с изумлением осматривалась она, пытая взглядом море и зеленые заросли; но никто не шевелился, никто не притаился в кустах, и в синем, далеко озаренном море не было никакого знака, и румянец покрыл Ассоль, а голоса сердца сказали вещее «да».

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӗрринче хурҫӑ сӑнлӑн курӑнса ҫывӑракан океан шаларах сенкер те хура тӗспе сӗмленнӗ.

Стальной у берега цвет спящего океана переходил в синий и черный.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сенкер ӗнтрӗкре тӗмсем мӗлтлетеҫҫӗ, кӑшт аяккарах йывӑҫсем тӗлӗреҫҫӗ; пӑчӑ, таврана ҫӗр шӑрши ҫапнӑ.

В синих сумерках мерцали кусты, подальше спали деревья; веяло духотой и землей.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑранса кайсан — вӗсенчен вӑл ури тӗпӗнчен чӗри патне хӑпартлантарса тата шӑнтса хӑпаракан сенкер шыв йӑлтӑртатӑвне ҫеҫ ас туса юлать.

Из них, проснувшись, она припоминала лишь сверканье синей воды, подступающей от ног к сердцу с холодом и восторгом.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй библиотекӑра чаваланса ларать, каҫса кайса кӗнеке вулать; кӗнекесен ылтӑн алӑкӗнчен океанӑн сенкер ҫути уҫӑлса пырать, арҫын ача тинӗспе тӗлленет.

Грей сжился с ним, роясь в библиотеке, выискивая и жадно читая те книги, за золотой дверью которых открывалось синее сияние океана.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унта — шалти хутламӗсем тухса ӳкнӗ уҫӑ альбом; лере — ылтӑн ҫиппе ҫыхса хунӑ тӗркесем, салху сӑнлӑ кӗнеке куписем, ал ҫырӑвӗсен хулӑн ҫыххисем, уҫнӑ чух йывӑҫ хуппилле ҫатӑртатакан хитре пӗчӗк кӗнекесен тӗмески; кунта — чертежсемпе таблицӑсем, ҫӗнӗ кӑларӑмсен речӗсем, карттӑсем; хуплашкисен тӗрлӗлӗхӗ — хытӑ та черченкӗ, хуп-хура та ула-чӑла, сенкер те сарӑ, хулӑн та ҫӳхе, кӑтрашкаллӑ та яп-яка.

Там — раскрытый альбом с выскользнувшими внутренними листами, там — свитки, перевязанные золотым шнуром; стопы книг угрюмого вида; толстые пласты рукописей, насыпь миниатюрных томиков, трещавших, как кора, если их раскрывали; здесь — чертежи и таблицы, ряды новых изданий, карты; разнообразие переплетов, грубых, нежных, черных, пестрых, синих, серых, толстых, тонких, шершавых и гладких.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кӑвакарнӑ кӑтри улӑм шлепки айӗнчен хутламӑн-хутламӑн тухса выртнӑ; сенкер шӑлавар ӑшне чикнӗ кӑвак кӗпепе, вӑрӑм кунчаллӑ атӑпа вӑл сунарҫӑ пекех; шурӑ ҫухавапа галстук, тӑхине кӗмӗлпе ҫӗлесе илемлетнӗ пиҫиххи, ал туйи, никельпе витнӗ ҫӗнӗ ҫӑраллӑ сумкка вара вӑл хула ҫынни иккенне ҫирӗплетеҫҫӗ.

Седые кудри складками выпадали из-под его соломенной шляпы; серая блуза, заправленная в синие брюки, и высокие сапоги придавали ему вид охотника; белый воротничок, галстук, пояс, унизанный серебром блях, трость и сумка с новеньким никелевым замочком — выказывали горожанина.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Умӗнче йывӑҫсем ирӗклӗн уҫӑлнине, вӗсен витӗр йӑлтӑртатса выртакан сенкер тинӗс таппине, пӗлӗтсене курсан Ассоль кӑштах тӗлӗнсе лаштах сывласа ячӗ, халь-халь кайса ӳкесле ӗшенсе ҫитнӗскер сарӑ хӑйӑрлӑ ҫыр хӗррине чупса тухрӗ.

С удивлением, но и с облегчением Ассоль увидела, что деревья впереди свободно раздвинулись, пропустив синий разлив моря, облака и край желтого песчаного обрыва, на который она выбежала, почти падая от усталости.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ача сассипе, тепӗр чух «р» сас паллисӗр юрлакан юрӑсем Лонгрена сенкер хӑюпа капӑрлатнӑ упа ташланине аса илтереҫҫӗ.

В передаче детским голосом и не везде с буквой «р» эти песенки производили впечатление танцующего медведя, украшенного голубой ленточкой.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех