Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сар сăмах пирĕн базăра пур.
сар (тĕпĕ: сар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Олег сар чирпе чирленӗ — савӑт-сапа, алӑ ҫума шыв пулман.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Ял варринчи сар хӗрне Чӗнтӗм, чӗнтӗм — тухмарӗ, Пӑшӑрханчӗ ман чӗре.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш пайӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каярах аслашшӗ сар пикене шанчӑклӑ ҫынсем патне ӑсатӗ.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Шанмасӑр пӑхкаларӗ сар ҫӳҫлӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах аппа мана, яла пырсан, ялан ҫапла калатчӗ: «Сӑн-сӑпатран эс аплах мар пек, ҫапах сар хӗрсем юратаҫҫӗ сана», — тетчӗ, эп вӑйӑран час таврӑнмасан…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Э-э, леш сар сухаллӑ старик-и, пӗр кун сан патӑнта ларатчӗ… — тавҫӑрса илчӗ Зинаида Степановна.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Аваннипе аван марри ҫинчен калаҫса тӑма эсӗ сар хӗр мар, ме, ме, илсем.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай та парӑнмасть, кӑшӑлласа каснӑ сарӑ ҫӳҫне лӑстӑр! силлесе илет те: Ҫакӑ ялти сар хӗре Куҫӑм хывни сакӑр ҫул, Каять тесен чунӑм ҫук, Парса илме мулӑм ҫук! — тесе хурать.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».

Куҫарса пулӑш

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑн хӑйӗн ҫулне кура мар тӗреклӗ те яштак кӗлетки, ват ҫынла кӑшӑлласа кастарнӑ сарӑ ҫӳҫӗ, кулнӑ чухне сар ҫу пек ирӗлсе, ҫиҫсе тӑракан сӑн-сӑпачӗ самантлӑха та куҫ умӗнчен кайма пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак ҫакӑ, сан ҫине сар хӗр пек пӑхаканни, — мана сунара илсе ҫӳрекен Нисам.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑшшӑн каларӑн ун чух, сар пикем: Саншӑн ҫунатӑп ир-каҫӑн!

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗнпур чӑвашсем пӗрлешсен, вӗсен хӑйсен сар чаҫӗсем пулсан, эпир те ытти халӑхсемпе танлашӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку уйӑхшӑн ун чухлех укҫа кирлӗ мар: тулӑ ҫӑнӑхӗ илсе килсе панӑччӗ вӑл ялтан, сар ҫу та, сурӑх какайӗ те.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кучченеҫ пекки пултӑр тесе, Михалапа кинӗ валли пуҫламан шӑрттан, Павлуша хӑйне валли — сар ҫу, ҫӑмарта, пыл тата пӗчӗк хутаҫ мӑйӑр — шӑп пӗр карҫинкка тултарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Александр Паймук — реалист, ылтӑн тӳмеллӗ мундир тӑхӑннӑскер, кӑтра сар ҫӳҫлӗ каччӑ, хӑйне тивӗҫлӗ тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр пӑт ҫӗрулми, пӗчӗк чӗрес сар ҫу, пӗр хутаҫ кӗрпе тата типӗтнӗ улма парса ячӗ вӑл шӑллӗне.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Орловӑсен ҫурчӗ ҫакӑ-ши? — ыйтрӗ пӗр сар сухаллӑ ҫын Зинаида Степановнӑран, вӑл Елюкпа крыльца умне пырса тӑрсан.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сар хӗр валли кучченеҫ: шерепеллӗ «кӑнахвет», хӗрлӗ-кӑвак пиҫиххиллӗ шур пӗремӗк (ҫӑвара хыпсан сивӗтет, чӗлхе вӗҫне чӗпӗтет — тутлӑ та пылаклӑ!), хура мӑйрака, е мӑйӑр-хӗвелҫаврӑнӑш! — укҫа пулсан, ил, ҫитер, йӗкӗт, кӑмӑлӗ ҫавӑрӑнтӑр савнин, чӗри сиктӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шӗшкӗ йывӑҫҫисем хушшинче пӗр сар чечек кӑна именсе пӑхса юлчӗ вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса тӑнине.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех