Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑк ӗҫ туни чӑннипех савӑнтарать!
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пурте курчӗҫ: завод тӑвас ӗҫ ӑнӑҫлӑ пыни ӑна питех те савӑнтарать: часах монтаж вӗҫленмелле, часах — корпуссен иккӗмӗш черечӗ…
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Паян вӑл, тен, унчченхинчен ытларах ывӑнчӗ пулӗ, е, Анна Николаевнӑна тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, килтисем лайӑх йышӑнни паян уйрӑмах савӑнтарать?
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
— Ман кӑмӑла кунсеренех е мӗн те пулин пӑсать, е савӑнтарать.— Я каждый день бываю чем-то расстроена и чем-то обрадована.
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Эпир советсен хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен пӗр пайӗ пулса тӑни, хамӑр аслӑ наступление хутшӑнни пире чӗререн савӑнтарать.
17. Тӑван ҫӗршывшӑн, Сталиншӑн — малалла! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ атте хӑй хӑнӑхнӑ япаласене: пӳрте, хире тата вӑрманпа кӗтӗве ӳкерме пултарни аттене питех те савӑнтарать.Ему нравится, что я могу рисовать всё, с чем он так свыкся: хату и поле, рощу и стадо.
8. Художник пулма шутлатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Пур япала та унӑн кӑмӑлне савӑнтарать: хӑй Европа ҫынни пек тумланни те, халӗ акӑ политикӑлла ыйтусем пирки калаҫса ларни те, ҫак тӗлӗшрен хӑй ҫынсем умӗнче авторитетлӑ шутланни те…
Сигарета пачки // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫакна та аса илни пире татах та ытларах хавхалантарса савӑнтарать.
Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫакӑ пире вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнтарать те ӗнтӗ.
Десна, Днепр, Припять // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Акӑ мӗн савӑнтарать пире нимӗнрен те ытларах!
Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
— Ку чӑннипех те ман чӗрене савӑнтарать!
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Ҫеҫенхирти ирӗклӗх савӑнтарать, чуна ҫӗклет, ҫавӑнпа та халь ҫеҫ курнисем, хӑранисем темле хӑйсем тӗллӗнех манӑҫ пулчӗҫ.Степное раздолье навевало радость, и как-то сами собой забылись только что пережитые страхи.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӗр минут хушши ӑна ытараймасӑр пӑхса тӑратӑн та, унтан телейлӗн ун йӗри-тавра чупса ҫавӑрӑнатӑн, ыра ҫӗр ҫинчи ҫемҫе курӑксем ҫумне кашни хут ура пырса сӗртӗнни те лӑпкӑн савӑнтарать.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Мана эсир кунта ӑнӑҫлӑ ҫитни савӑнтарать.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Павӑлшӑн вӑл лӑпкӑлӑх кӳрет, нимӗҫсем кӗҫ-вӗҫ тапӑнӗҫ тесе кӗтсе тӑрассинчен хӑтарать, кӑштах тата савӑнтарать те, мӗншӗн тесен хӑй шутласа хуни пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗрессине пӗлмест вӑл.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫавнашкал юратакан ҫынсемшӗн, — юратнӑ япала мӗн чухлӗ ырӑ туйӑм вӑратать, ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑ; юратакан ҫынна вара ҫав ырӑ туйӑма сиссе тӑни, ҫав ырӑ туйӑмӑн палӑрӑвӗ савӑнтарать.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, мӗн тери савӑнтарать мана сире курасси, савнӑ Nicolas, — терӗ вӑл, кӑмӑллӑн ман ҫине тинкерсе пӑхса; эпӗ вӑл «савнӑ Nicolas» тенинче хута кӗнӗ пек сасӑ мар, ырӑ кӑмӑл пуррине сисрӗм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Латин чӗлхин профессорӗ ҫинчен пӗрремӗш экзамен хыҫҫӑнах пурте шикленсе калаҫрӗҫ; ҫынсем каласа кӑтартнӑ тӑрах, ҫамрӑксем, уйрӑмах хӑй укҫи-тенкипе вӗренекенсем аптриш пулни ӑна тискер кайӑкла савӑнтарать, вӑл латинла е грекла кӑна калаҫать, имӗш.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хӗре кунашкал турӑн, татах ҫыпӑҫатӑн, сана, пуҫтаха, унӑн куҫҫулӗ савӑнтарать пулас-ха.— Довел девку до евтого, да еще пристаешь, видно, весело тебе, оголтелый, на ее слезы смотреть.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла куҫса ларни хӗрачасене питӗ савӑнтарать, урапа ҫинче аванрах тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав вӗсем.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.